Ултавпа инçе каяймăн

22 Çурла, 2014

Кĕçнерни кун ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ - экономика политики, агропромышленноç комплексĕ тата экологи енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Олег Мешков МИХ ĕçченĕсемпе пĕрле Шупашкарăн кăнтăр-хĕвел анăç микрорайонĕнчи лавккасенче рейд ирттерчĕç. Тĕллев - тавар пахалăхне, Чăваш Енре туса илекен продукцине мĕн чухлĕ сутнине тĕрĕслесси.

Малтан «Шубинский» гастронома кĕтĕмĕр. Сентре çинче 2 тĕрлĕ кишĕре асăрхарăмăр. Пĕри - ют çĕр-шывран кÿрсе килнĕскер, лайăх çуса типĕтнĕрен - тап-таса. Килограмĕ 29 тенкĕ. Тепри - хамăрăн, анчах тăпраллă. Хакĕ 21 тенкĕ.

- Таса марскере халăхăн епле туянас килтĕр, - тет Сергей Владимирович. - Таварăн сутлăх пахалăхĕшĕн тăрăшма хăçан вĕренсе çитĕпĕр-ши?

Чăваш Енри пахча çимĕç çителĕксĕр сутăннин пĕр сăлтавне çакăнта шырамамалла та пулĕ. Ара, таси кăшт хаклă пулсан та çын ăна кăмăлпа туянать.

Рейд членĕсене директор вырăнне юлнă Вера Козицина уйрăмсем тăрăх кăтартса çÿрерĕ. Анчах нихăшĕнче те тăван республикăра кăларакан минерал шывĕ тĕл пулмарĕ.

Чăваш эрехĕ те сахал. Ку çеç те мар, пĕр тĕслине те акципе сутмаççĕ. Çав вăхăтрах «Хаски» ятлине 412 тенкĕрен 299 тенкĕ те 90 пуса çити йÿнетнĕ.

- План тултарас тĕллевпе акци ирттеретпĕр. Çавăнпа хăшĕн-пĕрин хакне чакаратпăр, - тет Рената Степанова сутуçă.

Кăлпасси уйрăмĕнче йÿнĕ услам çу тĕл пултăмăр. Министр пĕр тĕркемне Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕнче тĕрĕслесе пăхмашкăн туянчĕ. «Тÿрех калатăп, - терĕ вăл. - Ку çу - пахалăхсăр, унта ÿсен-тăран çăвне хушнă».

«Любимые продукты» лавкка темиçе уйрăмран тăрать. Кашнинех пĕр-пĕр предприниматель туяннă, ятарлă тавара вырнаçтарма сутуçăсене тара тытнă.

Екатерина /хушаматне каламарĕ/ сутуçă Наталия Александрова усламçă патĕнче пылак çимĕçпе суту-илÿ тăвать. Çÿлĕксенче - тĕрлĕ виçеллĕ курупкасем. «Акконд» фабрика кăларни пур-и?» - тетĕп. Пăхкаларĕ, шыраса тупаймарĕ. «Пулма кирлĕ», - терĕ. Вĕсене пĕр çĕререх вырнаçтарса: «Фабрика «Акконд» угощает» тесе çырма йывăрччĕ-ши ĕнтĕ? Кăлпасси уйрăмĕнче /предприниматель - Александр Виноградов/ Екатерина Кузьмичева сутуçă тем пек шырасан та Вăрнартан кÿрсе килнĕ услам çăвăн накладнойне тупаймарĕ. Тен, юри турĕ-ши? Таварĕ темиçе кун каяллах çитнĕ, докуменчĕ вара халĕ те çул çинче имĕш. Тĕлĕнмелле?

- Услам çăвăн килограмĕ вăтамран 300 тенке яхăн. Вăрнарти типĕтнĕ сĕт завочĕ ăна 260 тенкĕпе ăсатать. Лавккари хушма хакпа вăл чăнласах виççĕре яхăн капашать. Сирĕн вара вăл 249 тенкĕ çеç, - тĕлĕнчĕ Сергей Павлов. - Тепĕр тесен Вăрнарсен таварĕ сирĕн лавккана вуçех те килмест.

Кунта та министр çăвăн пĕр татăкне тĕрĕслеме туянчĕ.

Ултавпа инçе каяймăн, темĕн чухлĕ чееленсен те вăл лекетех теççĕ. Кунта та çапла пулса тухрĕ мар-и?

- Лайăх тавар кăларакансен ячĕпе усă курса услам çу е урăх çимĕç сутни никама та ырă кÿмест. Çитменлĕхсемпе яланах çивĕч кĕрешмелле, - калаçăва хутшăнчĕ Олег Мешков.

Федераци тытăмĕнчи пысăк лавккасенчен пĕринче хамăрăн тавар вуçех те çукчĕ. Пахча çимĕçе те пулин Краснодар крайĕнчен кÿрсе килнĕ. Чăваш хĕвелĕ айĕнче çитĕннисем ăçта? Тен, ытти лавккасенче? Апла тăк - рейдсем татах ирттермелле.

 

В.ГРИГОРЬЕВ.

А.КИРИЛЛОВ сăн ÿкерчĕкĕсем

Рубрика: