Кашни комбайн хире тухтăр

22 Çурла, 2014

Сăмах кунта машина-трактор паркĕнче мĕскĕннĕн тăракан, хире кăларсан та пĕр-икĕ сехет ĕçлесенех çĕмĕрĕлекен комбайнсем пирки мар, тырă вырса пĕтернĕ хуçалăхсенчисем пирки пырать. Ертÿçĕсен пĕр-пĕринпе килĕшсе татăлса комбайнсене пулăшу кирлĕ районсен çуртрисен пуссине куçармалла. Лайăх çанталăкра пĕри те ĕçсĕр ан лартăр.

Республикăра çурла уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 144182 гектар çинче вырнă /53,6%/. Шел те, кăтарту пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 24,3% пĕчĕкрех. Ĕççи хăвăртлăхне самантлăха та чакарас марччĕ тесе хыпăнса вăй хумалла. Елчĕксем - 79,7%, Шăмăршăсем - 61,6%, Патăрьелсем 59,4% вырнă. Чи пĕчĕк кăтарту Улатăрсен - 33,4%.

Мĕн пурĕ 312032 тонна тырă тĕшĕленĕ, вăтам тухăç - 21,7 центнер /пĕлтĕр - 18,4 ц/. Чи пысăкки - Красноармейскисен: 27,9 центнер.

573 комбайн талăкра 8556 гектар çинчи тыр-пула тĕшĕлет, кашнин ĕç тухăçлăхĕ 14,9 гектарпа танлашать. 2013 çулта çак вăхăтри кăтарту 19,8 га пулнă. Уяр кунăн кашни сехечĕпе туллин усă курма вĕренесси - механизаторсен паян тĕп тĕллев пулмалла.

11 район çĕр улми кăларать. Хальлĕхе чи пысăк тухăç Куславккасен - 227,4 центнер. Республикипе - 188.

 

В.ВАЛЕНТИНОВ

Рубрика: