Новости по теме

22 Çурла, 2014

"Кил-çурт, хушма хуçалăх ", 33 /779/ №, 2014, çурла, 22

Шупашкарти тĕп пасарти хаксем
Тĕп хуламăр Шупашкар уявĕ
Кишĕр сивĕрен хăрамасть
Халăх сăнанинчен
Укроп - пахчари эмел
"Картлашка айĕнчи пурнăç"
Хĕл валли хатĕрлетпĕр
22 Çурла, 2014

"Çамрăксен хаçачĕ", 34 /6023/ №, 2014, çурла, 22

Чăваш çул çÿревçи Никита Васильев университет пăрахса велосипедпа çула тухнă.

16-ри Марта мăшкăла тÿсеймесĕр хăйĕн çине алă хунă.

Нимĕç студенчĕсем Чăваш Енри пурнăçа тĕпчеççĕ.

21 Çурла, 2014

Кашни тĕл пулу - пĕлтерĕшлĕ

Ĕнер республикăра Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитет районĕсене, хула округĕсене тăтăшах тухса çÿрет. Производство коллективĕпе, вырăнти халăхпа тĕл пулса калаçать. Кашниех пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем тĕрлĕ ыйтăва татса пама пулăшаççĕ.

20 Çурла, 2014

Александровсене уй-хир мĕнпе илĕртет?

Çурла уйăхĕ çĕр ĕçченне çĕнĕ тухăçпа тивĕçтерет. Уйра комбайнсем тырă ăмăртмалла вырнине кирек кам та çĕкленÿллĕ кăмăлпа сăнать-тĕр. Пучахсем тулли пулсан чун пушшех савăнать: тăрăшни сая кайман эппин. Акă пĕр пусă пушанать, тепри... Тирпейлĕ хуçалăхра вĕсенче çийĕнчех çĕртме тума пуçăнаççĕ.

20 Çурла, 2014

Демографи картти лайăхланать-и?

Республикăри ЗАГС уйрăмĕсем кăçалхи 7 уйăхра миçе «çĕнĕ кайăка» регистрациленĕ пирки интереслентĕмĕр. 10239 ача çуралнă иккен çак тапхăрта. Ку пĕлтĕрхи асăннă тапхăртинчен 95 пепке чухлĕ ытларах. Палăртнă вăхăт тăршшĕнче арçын ачасем тĕнчене йышлăнрах килнĕ. Йĕкĕрешсем те нумайăн-мĕн: республикипе вĕсен хисепĕ 118 патнех кармашнă. Муркаш районĕнче, Шупашкар тата Çĕмĕрле хулисенче вара виçĕреш кун çути курнă тĕслĕхсем те пур. Пепкесен 40,6 проценчĕ - çемьери пĕрремĕш ачасем, 42,3 - иккĕмĕш, 13,3 проценчĕ - виççĕмĕш.

20 Çурла, 2014

"Хыпар", 163 /26569/ №, 2014, çурла, 21

Ют çĕр-шывсем Раççее хирĕç санкцисем йышăннăран ял хуçалăх продукцине, апат-çимĕçе тата хăш-пĕр тавара ют çĕртен кÿрсе килессине çулталăклăха чарнă. Çакă рынока еплерех витĕм кÿрет? Çынсем кун пирки мĕн шухăшлаççĕ? 1 стр.

20 Çурла, 2014

«Хир карапĕсен» ташши

Тăвай район ĕçченĕсен кăçал 11700 гектар çинчен тыр-пул пухса кĕртмелле. Çуррине çапса тĕшĕленине пĕлтерчĕ ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ Валерий Чайкин:

– Çу пуçламăшĕнче çумăр лаптăкăн-лаптăкăн çунипе тырă пурин те ăнса пулман. Нÿрĕк пачах ÿкмен уйсем пур. Çапах халь çанталăк уяр тăнипе кашни сехетпе туллин усă куратпăр.

Pages