Демографи картти лайăхланать-и?

20 Çурла, 2014

Республикăри ЗАГС уйрăмĕсем кăçалхи 7 уйăхра миçе «çĕнĕ кайăка» регистрациленĕ пирки интереслентĕмĕр. 10239 ача çуралнă иккен çак тапхăрта. Ку пĕлтĕрхи асăннă тапхăртинчен 95 пепке чухлĕ ытларах. Палăртнă вăхăт тăршшĕнче арçын ачасем тĕнчене йышлăнрах килнĕ. Йĕкĕрешсем те нумайăн-мĕн: республикипе вĕсен хисепĕ 118 патнех кармашнă. Муркаш районĕнче, Шупашкар тата Çĕмĕрле хулисенче вара виçĕреш кун çути курнă тĕслĕхсем те пур. Пепкесен 40,6 проценчĕ - çемьери пĕрремĕш ачасем, 42,3 - иккĕмĕш, 13,3 проценчĕ - виççĕмĕш.

Хальхи вăхăтра ашшĕ-амăшĕ ача валли ят суйланă чухне унăн янăравлăхне шута илет тесе палăртаççĕ ЗАГС ĕçченĕсем. Ульяна, Милана, Арина, Матвей, Глеб, Арсений... - иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен варринче кун пеккисем сайра хураканнисен хушшинче те курăнсах кайман, халĕ вара вĕсем модăна кĕрсех пыраççĕ иккен. Славянсен ĕлĕкхи ячĕсене килĕштерме тытăнни сисĕнет: Богдан, Святослав, Ярослав, Мирослава, Есения, Ярослава ятлисем йышлансах пыраççĕ. Чи нумаййисем вара çаксем: Кирилл, Максим, Артем, Анастасия, Мария, Дарья.