Кашни тĕл пулу - пĕлтерĕшлĕ

21 Çурла, 2014

Ĕнер республикăра Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитет районĕсене, хула округĕсене тăтăшах тухса çÿрет. Производство коллективĕпе, вырăнти халăхпа тĕл пулса калаçать. Кашниех пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем тĕрлĕ ыйтăва татса пама пулăшаççĕ.

Ĕнер Пĕрлехи информаци кунĕнче Михаил Васильевич тĕп хуламăрти икĕ объекта çитсе курчĕ.

 

«Çĕр лаптăкне ан хĕрхенĕр»

Малтан вăл «Шупашкарти «Энергия» вĕренÿ-производство предприятийĕ» тулли мар яваплă обществăна çитрĕ. Цехсем тăрăх çÿресе ырă-сывă рабочисемпе пĕрлех сусăрсен ĕç вырăнĕсемпе, вĕсем хатĕрлекен таварпа паллашрĕ.

Кăнтăр поселокĕнче вырнаçнă предприятие 1962 çулхи кăрлачра куç курманнисене укçа ĕçлесе илме майсем туса парас тĕллевпе хута янă. Вĕсем çемьеллĕ. Пысăках мар пенсипе çеç ачасене ура çине епле тăратăн? Пушă вăхăтра канăва тĕллевлĕ, усăллă ирттерме культура çурчĕ туса панă, ятарлă библиотека уçнă.

52 çул хушшинче кунти çурт-йĕре юсаманпа пĕрех. Çумăр çусан шыв анать, никĕс тĕпренет. Оборудовани кивелсе çитнĕ. Федераци, республика хыснисенчен укçа пĕр-пĕр тĕллевпе куçать-ха, анчах вăл çителĕксĕр. Производствăна модернизацилеме, çурт-йĕре юсама нухрат çитмест.

Йывăрлăх тупăнсах тăнăран темиçе çул каялла культура çуртне хула балансне куçарнă. Шупашкарăн пурлăх управленийĕн комитечĕ общежитие те хăйĕн çине илес шухăшлă. «Энергия» предприяти документсем хатĕрлесе парасса кĕтет.

Кунта 84 çын ĕçлет, 49-шĕ /58%/ - инвалид, вĕсенчен 36-шĕ /73%/ куç курманнисем. Уйăхри вăтам ĕç укçи - 8020 тенкĕ, сусăррисем эрнере 4 кун вăй хунăран тата ĕç тухăçлăхĕ пĕчĕкрен вăл сахалрах - 5410.

Рабочисем - электроприбора розеткăпа çыхăнтармалли хатĕрсем, электротиверткĕчсем, куçсăррисем электромашина, аппаратсем пухаççĕ. Пĕтĕмпех алăпа пурнăçланăран ĕç тухăçлăхĕ чăнласах пĕчĕк. Продукци конкурентлăхĕ те çивĕч, çавна пулах кăçалхи пĕрремĕш çур çулта рынокри суту-илÿ тупăшлăхĕ 0,3% çеç пулнă. Тупăш, тĕпрен илсен, пушă пÿлĕмсене арендăна панăран кĕрет.

Предприяти территорийĕ самаях пысăк, анчах питĕ тирпейсĕр. Вĕрене, йывăç-тĕм çĕнĕрен шăтнăран тĕлли-паллисĕр çитĕнет. Вĕсене пулах пур-çук илем çухалать. Тирпейлĕх-хăтлăх пулмаллах ĕнтĕ. Ку ĕçе, паллах, куç курманнисем хăйсем тĕллĕнех пурнăçлаймĕç, анчах тулли мар яваплă обществăра сывă çынсем те пур-çке. «Йĕрке тума вĕсене мĕншĕн явăçтарас мар?« - тет республика Пуçлăхĕ.

«Энергия» коммерци предприятийĕ шутланнăран патшалăх вĕçĕмрен пулăшаймĕ. Çавăнпа финанс ыйтăвне вырăнта та татса пама тăрăшмалла.

- Сирĕн территорире вырăн сутмалăх та пур. Çĕр лаптăкне ан хĕрхенĕр. Хулара вăл калама çук хаклă, - сĕнÿ пачĕ Михаил Игнатьев. Вячеслав Васильев гендиректор тÿрех нимех те хуравлаймарĕ. Йышпа канашласа тĕрĕс пĕтĕмлетÿ тăвасса шанас килет.

 

«Мегафон» республика бюджетне тĕревлĕ

«Мегафон» компани Чăваш Енри халăха 2004 çулхи çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа кĕсье телефонĕпе çыхăнма пулăшать. 10 çул хушшинче унпа усă куракансен йышĕ 633 пине çитнĕ.

Михаил Васильевич иккĕмĕш объекта «Мегафон» компание суйласа илчĕ, офиспа паллашнă май унăн ĕçченĕсене 10 çулхи юбилейпе саламларĕ. Олег Пискунов директора çак çулсенче пĕр млрд ытла тенкĕлĕх инвестицие ĕçе кĕртнĕшĕн, Чăваш Ен бюджетне тĕревлеме пулăшнăшăн, пирĕн республикăна суйласа илнĕшĕн тав турĕ.

Зала пухăннисем Михаил Игнатьева чылай ыйту пачĕç. Вĕсене энергетика комплексĕн малашлăхĕ те, республика Пуçлăхĕ РФ Президенчĕпе Владимир Путинпа тĕл пулура ытларах мĕн çинчен калаçни те, Пăр керменĕ хăçан хута каясси те, ытти те кăсăклантарчĕ. М.Игнатьев пурне те туллин хуравларĕ.

 

«Стрижсем» татах вĕçсе килĕç

Пĕрлехи информаци кунĕн иккĕмĕш пайĕ Шупашкарти ача-пăча пултарулăх керменĕнче малалла иртрĕ. Тĕп калаçу Шупашкар 545 çул тултарнине палăртни епле иртни, унта халăх йышлă хутшăнни пирки пычĕ.

- Уява пула кăмăл-туйăм хавхаланса çĕкленни паян та иртмен-ха. Питрен ăшă кулă нихăçан та ан çухалтăр. Палăртма кăмăллă: тĕллев йăлтах пурнăçланчĕ. Тĕп хуламăр вырсарни кун асамлăхпа илемлĕх тĕнчинче пурăнса курчĕ. Çакна тÿперен сăнанă летчиксем те çирĕплетрĕç. «Стрижсем» вĕçсе килни, ăсталăхĕпе тĕлĕнтерни çеç мĕне тăрать! Нумай çĕрте пулса курнă вĕсем. Чăваш Енĕн тĕп хулине вара пуринчен те ытларах килĕштернĕ. Çыхăну вĕсемпе малашне те татăлмĕ. Чĕнсен татах вĕçсе килĕç.

Хулана мероприяти хыççăн пĕр каçрах тирпей-илем кĕртме ĕлкĕрни те савăнтарчĕ, - кăмăлтан калаçрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. - Республикăра кашни виççĕмĕш çын спортпа туслă. Юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче Пĕтĕм тĕнчери «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форума ирттерме Шупашкара суйласа илни ăнсăртран мар. 2015, 2016, 2018 çулсенче те пирĕн патăмăрта пысăк пĕлтерĕшлĕ ăмăртусем ирттерме палăртнă. Сочири Олимпиадăра: «Пĕр команда - пĕр Раççей», - теттĕмĕр. Хальхинче хăюллăнах: «Пĕр команда - пĕр Чăваш Ен», - теме пултаратпăр.

Юлашкинчен производствăра хастарлăх кăтартнисене, тĕп хула уявĕнче уйрăмах палăрнисене Чăваш Республикин, Шупашкар хулин тата администрацийĕн наградисемпе чысларĕç.

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

Дмитрий БАРЫШОВ

сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: