Александровсене уй-хир мĕнпе илĕртет?

20 Çурла, 2014

Çурла уйăхĕ çĕр ĕçченне çĕнĕ тухăçпа тивĕçтерет. Уйра комбайнсем тырă ăмăртмалла вырнине кирек кам та çĕкленÿллĕ кăмăлпа сăнать-тĕр. Пучахсем тулли пулсан чун пушшех савăнать: тăрăшни сая кайман эппин. Акă пĕр пусă пушанать, тепри... Тирпейлĕ хуçалăхра вĕсенче çийĕнчех çĕртме тума пуçăнаççĕ.

Эпир Йĕпреç районĕнчи Пучинке ялне ĕçлĕ çул çÿревпе çитнĕ кун «Красный партизан» хуçалăхăн хирĕсенче те хĕрсех ĕçлетчĕç. Тырра пуçтарса кĕртнĕ лаптăксене çĕнĕ МТЗ-82 трактор сухаланине хăнăхнă пулăм пек йышăнтăмăр. «Хурçă ут» çывăхарах кĕрлесе çитсен... Кур та тĕлĕн - кабининче çап-çамрăк хĕр ларать! Черченкĕ пулнăран ăна 15-16 çултан ытла памастăн та - руль тытма ăна кам шанни кăсăклантарсах ячĕ. Кăлăхах иккĕленнĕ-мĕн: Дария Александрова трактор правине 4 çул каяллах тивĕçнĕ иккен: Канаш районĕнчи Вăтакас Кипеч вăтам шкулĕнче аслă классенче çак техникăн вăрттăнлăхĕсене алла илнĕ. Унтанпа турă пÿрнĕ мăшрне тĕл пулса çемье çавăрма, ача çуратма ĕлкĕрнĕскер хăйне вырăнти хуçалăх ертÿçисем механизатор ĕçне сĕнсен турткалашса тăман, хаваспах килĕшнĕ.

Çĕнĕ çын ака та тутăр, утă çултăр...

Чăваш классикĕн Çеçпĕл Мишшин сăввинчи сăмахсене пăсакан автор йÿтесех кайнă тесе шухăшлать пуль вулаканăм. Çук, анчах хальхи вăхăтра хĕр-хĕрарăм кирек мĕнле техникăна та çăмăллăнах алла илнипе хавхаланнăран çапла калани те вырăнлах-çке. Тĕрĕссипе, этемлĕхĕн черчен çуррин представителĕсем хушшинче техникăна арçынран кая мар çăварлăхлакан харсăрсем кирек хăш саманара та йышлă пулнă. Шел, паян ял хуçалăхĕ çамрăксене питех илĕртмест те - Йĕпреç районĕнчи пек ÿкерчĕксене уй-хирте сайра хутра куратăн. Ÿкерчĕке вара туллин уçса пама ĕлкĕреймерĕм-ха. Дарийăн мăшăрĕ Константин Александров Пучинке уйĕсене куллен утăмласа виçет - агроном вăл. Çапла, çемьере кăна мар, ĕçре те хуçа теме пулать: уйра ăçта, хăçан, мĕн тумаллине унран лайăх кам пĕлтĕр?

«Хуçа» тесе çемье тĕлĕшпе шÿтлерех каларăм паллах. 2013 çулта кăна туй кĕрлеттернĕ çамрăксен килте камăн витĕмĕ пĕлтерĕшлереххине палăртас шухăш хальлĕхе пуçне те кĕмен-тĕр. Пĕр-пĕринпе малашне те паянхилле шăкăл-шăкăл пурăнсан - кун пирки вуçех те аса илмĕç. Çакна аван ăнлантăм: шÿте çав тери ăста арçынпа юнашар çывăх çыннисене нихăçан та тунсăх пусмĕ. Сарă çÿçлĕ, яштака пÿллĕ Костя, пукане сăн-питлĕ Дашăна ырă çак енĕпех хăйĕн енне пăхтарни пирки пĕр иккĕленÿ те çук.

Техника «тухтăрĕсем»

Çамрăксем ашшĕ-амĕшĕпе пĕр килте пурăнаççĕ. Хăтлă икĕ хутлă çурта вунă çул каялла хăпартнă Костьăн ашшĕпе амăшĕ. Роза Семеновнăпа Валерий Михайловичăн кăна мар, ачисен те /виççĕн вĕсем/ ăна хута ярассишĕн самай тăрмашма тивнĕ. Ывăлĕн, тĕпкĕч пулнине кура - пушшех.

- Ашшĕн сылтăм аллиехчĕ ĕнтĕ: алăк-и, чÿрече-и - йăлтах хăйсем ăсталарĕç. Пире йывăр пуласран шикленсе Костя шкул пĕтерсен аслă вĕренÿ заведенине каяс та теменччĕ. Ашшĕ пекех мĕн пĕчĕкрен техникăна юратнăран Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине инженера вĕренме сĕнтĕм. Ÿкĕте кĕчĕ, сисмесĕрех дипломлă та пулчĕ, - каласа кăтартать амăшĕ.

Техника тенĕрен, ăна чăнласах ачаранах юратать-мĕн çамрăк арçын. Пĕррехинче ăна йыснăшĕ çÿреме пăрахнă «Минск» мотоцикл парнеленĕ.

- Аппаланса пăхсан, тен, чупакан тăвăн, - тенĕ вăтам классенче вĕренекенскере.

Темĕн те пĕлме ăнтăлакан ачана çакă кăна кирлĕ пулнă тейĕн - пăрса пăхман гайка-болт юлман! Амăшĕ халĕ ĕнтĕ тарăхса мар, ăшшăн çеç аса илет: «Вăранса кайрăм çĕр варринче - Костя килте çук. Вăхăт - çур çĕр иртни икĕ сехет. Ашшĕне вăрататăп - ывăлăн кравачĕ пушах тетĕп. «Çухалнă çын» вара картишĕнче ним пулман пек мотоцикл умĕнче «ташлать».

Çапла, чуна киленÿ кÿрекен ĕçе пурнăçланă чухне вăхăт шунине, кунпа каç улшăннине те туймасăр юсанă-юсанах. Костя хăйĕн пурнăçĕнчи малтанхи «хурçă утне». Çавăнпа та Даша аллинчи МТЗ-82 ăнсăртран /çĕнĕ пулин те тем пулса тухас пур/ чăхăмларĕ тĕк ăна чĕртекен «тухтăр» кам пулассине тавçăрса илме кăткăс мар.

Хăтлă çурта ача-пăча тултартăр

Валерий Михайлович механизаторсен курсĕнчен вĕренсе тухнăранпах - 30 çул ытла - тăван хуçалăхра тăрăшать. Хура ĕç тесе нихăçан та тиркешмен. Ял çынни вараланасран шикленсен пурнăç тума йывăр тесе çирĕплетет. Сăмах май, йышлă çемьере çитĕннĕ вăл. Шел, 9 ачаран паян пиллĕкĕшĕ кăна сывă-чĕрĕ. Ашшĕ-амăшĕ те çĕре кĕнĕ. Тăван килĕ, тахçан кĕрлесе-шавласа тăнăскер, пушанса юлни чунне шĕкĕ пек кăшлать. /Валерий Михайлович тĕп килтен уйрăлса тухнă/.

Килĕнче хăйсемпе пĕрле пурăнакан мăнукне Тимофея ыттисенчен те вăйлăрах юратнине пытараймăн - йăха малалла тăсаканĕ-çке вăл. Çулталăкран иртнĕ шăпăрлан пуçĕнче хальлĕхе пурнăçри кунашкал пĕлтерĕшлĕ ыйтусем пирки шухăш çук-ха, анчах аслашшĕн ăшшине питĕ лайăх ăнланса ун патне çав тери туртăнать.

Александровсен килĕнчи çĕнĕ çын çуралса ÿснĕ Васильевсен çемйи те йышлă иккен: çиччĕн пĕр тăван. Тен, çакна шута илсе турри парсан çамрăк амăшĕ хăйĕн тĕпренчĕкне Тимошăна йăмăк-шăллĕ енчен кÿрентермĕ? Икĕ хутлă кермен пек çуртра ача йышлă пулнине курас килет аслашшĕпе асламăшĕн. Вăхăт кăтартĕ.

Эпир вара хаваслă пысăк йыш патне, тен, черетлĕ материал çырма çула тухăпăр. Çакăн çинчен Константина шÿтлерех систерсен ялти хастар специалист çухалса каймарĕ: «Ун чухне пушă алăпа ан килĕр вара. Республикăн ертÿлĕхне ÿкĕте кĕртсе парнелĕх пирĕн хуçалăх валли тепĕр трактор илсе килĕр. Йыш хушăнсан ытлашши пулмĕ», - терĕ. Апла-и, капла-и - тăван çĕртен писме мар, ăна юратакан, ашшĕ-амăшне тата ял-йыша хисеплесе кунтах тĕпленнĕ Константинпа унăн савнă мăшăрĕн Дарийăн пурнăçĕн çĕнĕ страницисем çутă та илемлĕ пуласса шанатпăр.

Ирина ПУШКИНА

Рубрика: