«Эпĕ Нобель премине илеймесен чăваш халăхĕ тĕппипех пĕтет»

20 Çурла, 2014
Питер Франс тата Геннадий Айхи .

/Чăваш ятне тĕнче умне кăларнă Айхин вăрттăн шухăшĕ пирки/

«Чыса сыхлама чыс мĕнне пĕлес пулать, - вулатпăр О.Н.Терентьева пухса хатĕрленĕ «Ваттисен сăмахĕсенче» /Шупашкар, 2007, 246 с./. - Этем ятне çĕртес мар теççĕ. Ятна ярса ан çÿре теççĕ. Ятсăр çынна йытă вырăнне те хумаççĕ».

АЙХИ ЧĂВАШ ЯТНЕ ТĔНЧЕ УМНЕ КĂЛАРЧĔ.

Этем нихçан та чăвашăн тĕнчери вырăнĕ пирки шухăшламан пулсан нихçан та никам та унран: «Эс мĕнле халăх çынни, мĕн пур ара сирĕн?» - тесе ыйтман пулсан АЙХИ ЧĂВАШ ЯТНЕ ТĔНЧЕ УМНЕ КĂЛАРЧĔ тени - уншăн пуш сăмах.

«Айхи шăв-шавĕ хупласа хучĕ», - миçе хут илтмен пулĕ çапла каланине. Темле тимлесе итлесен те «Айхи шавĕ» тенĕ чух «Айхи шавĕ - чăваш шавĕ» текен шухăш-кăмăла туйма çукчĕ. Вĕреннĕ, ăслă-тăнлă çынсемех, çыравçă-поэтсемех... Айхи ĕçне шăв-шав пек, ниме тăман япала пек хаклани мĕнрен килет? Чăваш халăхĕ халăх пулса çитменнинчен, кашни çитĕнÿ-çĕнтерĕве ЧĂВАШ ÇИТĔНĔВĔ-ÇĔНТЕРĔВĔ пек курма-туйма пĕлменнинчен, чăваш наци чапĕ-чысĕ-ячĕ-пĕлтерĕшĕ пирки шутламаннинчен, чуна ыраттарманнинчен...

«Çынни лайăх пултăр, мĕнле халăх çынни пулни пĕлтерĕшлĕ мар...»

Ытти халăх çыннисемпе чăнтан çапăнсан çак шухăш чăл-пар саланать... Вилĕмсĕр ыйту: «Сирĕн мĕн пур?» - мала тухать.

Пĕчĕк ача уçăлма тухнă чух ялан тетте суйлать. Выляма кăна мар, ытти ачапа хутшăнăва кĕме те. «Манăн машина пур», - кăтартать пĕчĕкскер теприне. «Манăн та машина пур... Атя пĕрле вылятпăр...» Пысăккисем те, халăхсем те ача пекех... Çут çанталăк йĕрки çапла. Хутшăнăва кĕме санăн мĕн те-тĕр пулсан пулмалла.

Наци туйăмĕ, чăваш хăйне ЧĂВАШ пек туясси пирĕн çывăрать-ха. Юта, ытти хулана укçа тума çÿренĕ кашни чăвашах тĕнче тени пирĕн халăх пирки мĕн шухăшланине каласа пама пултарать. Анчах ку пĕлÿ-опыт темшĕн çырăнмасть. Хут çине куçмасть - сăмах вĕççĕн кăна çÿрет.

И.Д.Никитин-Юрккин кун кĕнекинчи /1906, çу, 15/ чăваш ятне хупласа тăракан тĕтре халĕ те сирĕлмен-ха: «Вырăссем А.Ломоносов чăвашпа тавлашнă чух: «Сирĕн юрă çук, кĕвĕ çук, «аййăр-ай-яр» тесе анчах юрлатăр», - теççĕ. «Апла мар - пирĕн юрăсем пур. Юрлаканĕ хăйлерех хăй сăмахне туса юрлать», - тетпĕр. Апла каласан питех тăна кÿртмелле мар. Ĕлĕк, 1897 çул, Н.И.Ашмарин хăй пĕр çĕрти чăваш юррисене кĕнеке тутарнăччĕ, çавна кăтартмалла пулĕ-и-мĕн?! Тата К.Прокопьев çаптарнă «хĕр йĕррисене» кăтартмалла пулĕ».

Чăваш чĕлхипе литературине хулара вĕрентекенсем ачасем чăваш пирки хăйсен ăшĕнче е уççăнах мĕн шухăшланине каласа пама пултараççĕ. 1996-1997 вĕренÿ çулĕнче эпĕ те шкулта ĕçлерĕм. Ачасем: «Мĕн тума кирлĕ чăваш литератури?» - тесен «эпир те çынсемех, пирĕнпе те тĕнчере интересленеççĕ» теттĕм. Айхи шăв-шавĕ - ачасен тимсĕрлĕхне, ăс-тăнпа чун сÿрĕклĕхне çĕнтермелли шанчăклă мелсенчен пĕриччĕ.

Дмитрий Воробьев философ аса илнинчен: «Айхи ятне пуçласа эпĕ 10-мĕш класра илтрĕм. Ун чухне «Тăван ен культурине» вĕрентме пуçланăччĕ. Айги хушаматне вырăс литератури учебникĕнче тĕл пулсан тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм: «Мĕнле пĕр çын икĕ литература классикĕ пулма пултарать?» - тесе. Калас пулать, ун чухне Канаш шпанисем чăваш тенине пач йышăнмастчĕç. Вырăсла акцентпа калаçан - сана патак, санран кулаççĕ, эс çын шутлă мар...» / «Меценат», 2005, 25 с./.

«Çыравçăсем, чылайăшĕ, ун пирки шăл витĕр кăна калаççĕ», - çырнăччĕ Г.Янилкин «Бросивший вызов толпе» тĕрленчĕкĕнче / «Чăваш ен», 1995, 44 //. Айхи Шупашкара килнĕ ятпа ирттернĕ пур тĕл пулăва та хутшăнма тăрăшнă. Шантарсах калатăп: унта çыравçăсем пулманпа пĕрех. «Айхи, хăйĕн ятне çĕклесе, манăн ята та, чăваш çыравçин ятне, тĕнчере çĕклет» тени илтĕнмерĕ, палăрмарĕ. Габриэль Гарсиа Маркес Латинла Америка литературине тĕнче шайне кăларнă, Чингиз Айтматов кăркăс халăхĕпе тĕнчене тĕлĕнтернĕ хыççăн кăркăс çыравçисемшĕн аслă тĕнче уçăлнă.

«Çĕкленет, тĕнчене хăпарать Çĕньял арĕн поэзи çăлтăрĕ, - хавхаланса çырнăччĕ Атнер Хусанкай. - Европа чăвашсене чыслать».

Маркеспа Айтматов тапратса янă хатĕр чăваш хутлăхĕнче мĕншĕн ĕçлеменни те паллă. «Чăваш кĕвĕçĕвне патриархаллă хутлăхра çĕнĕлĕхе юратманнипе ăнлантарма пулать. «Вĕçкĕн, - тетпĕр эпир, - ăна пуринчен ытла кирлĕ». Вара пĕр каварлă пулса тытăнатпăр ăна пылчăкра путарма. Анекдот та пур кун пирки. Турă тамăка аннă тет, тĕрĕслеме. Çÿреççĕ тет ăна кăтартса: сăмала тултарнă хурансем вĕреççĕ, шуйттан çурисем хуран айне вут хураççĕ тет. Пĕр хуранĕ патĕнче хуралçăсем ытла та пит йышлăн тет. Килĕшмен ку Турра.

- Мĕншĕн ун чул нумайăн? - тесе ыйтать тет.

- Урăхла май çук. Еврейсем хуранра. Пĕри тухсассăнах хăй хыççăн ыттисене туртса кăларать.

Турă малалла тĕрĕслет тет. Курать: пĕр хуран патĕнче пач хурал çук. Ăнлантарççĕ тет Турра:

- Чăвашсем хуранра. Вĕсене хурал кирлĕ мар. Хурантан тухас текеннине вĕсем хăйсемех каялла туртса антараççĕ» /А.П.Леонтьев, Н.И.Егоров. Откуда мы? Куда идем? Беседы под Древом Познания. Книга 1. Чебоксары: Издательский Дом «Хыпар», 2012. 102 с./.

Айхин тĕнчене тухас кăмăл-туртăмне кар тăрса вăй хушас пулсан Айхине хăйне те, чăваш халăхне те урăхларах шăпа тăхма пултаратчĕ-и тен? Вара эпир: «Камсем эсир? Сирĕн мĕн пур?» - тенине хирĕç: «Пирĕн Нобель лауреачĕ пур», - тенĕ пулăттăмăр-и?.. «Айги» кĕнекере /Мускав, 2003. Французларан О.Северская куçарнă/ Леон Робель Айхипе калаçнине /1994, раштав, 7/ илсе парать: «Эпĕ пирĕн калаçу пачах та урăххи пирки /пирĕн хушăмăрта хура кушак каçса кайни пирки/ пулать пулĕ тенĕччĕ. Пирĕн калаçу вăраха кайрĕ. Калаçасса, тĕрĕссипе, Айхи калаçрĕ. Унăн монологĕ - Нобель премийĕ пирки. Хăйĕн пĕчĕк халăхĕшĕн преми мĕнле пĕлтерĕшлĕ пулни пирки пулчĕ ун сăмахĕ». Вячеслав Куприянов «АЙГИтация: миф, придуманный «западными» славистами» статйинче / «Литературная газета», 23-29 июня 2004 г. / 24/ Питер Франспа 1992 çулта Эдинбургра калаçнине асăнать: «Айхи Франса: «Эпĕ Нобель премине илеймесен чăваш халăхĕ тĕппипех пĕтет», - тенĕ иккен».

Леон Робель Айхи пирки пирĕн куçсене уçать /Геннадий Николаевич хăйĕн пирки космополит тесе, чăваш тĕнĕн пуласлăхĕ çук тесе, чăвашла синкер тĕнче туйăма палăртма çук тесе чăвашлăхшăн çунакан нумай çынна хăйĕнчен сивĕтрĕ/. «Айги» кĕнекере пирĕн поэт - чăваш ачи. Хăш-пĕр факт кăна: «Антуан Витез Шайо Наци театрĕнче Айхине халалласа поэзи каçне ирттерессине пĕлсен Айхи ман пата çыру çырать /1982, çĕртме, 3/: «Каç валли «Алран кайми» ярса паратăп. Халăхăмăра та хутшăнтарас килет манăн ку каçра. Юрă урлă та пулсан. Ухмаха ернĕ хальхи саманара эпĕ халăхăмăр пирки ытларах та ытларах шухăшлатăп. Ку вăл - ас тăвăмпа çыхăннă пулăм. Ăна ăнлантарма çукпа пĕрех. Тинех тавçăрса илтĕм пек: «Антологи» - халăхăмăр умĕнче парăма татни. Урăх чĕлхене, урăх культурăна куçнăшăн эпĕ ун умĕнче айăплă».

Поэзи каçĕ пуçланас умĕн, чăнах та, чăваш халăх гимнĕ «Алран кайми» янăрарĕ. Антуан Витез театра пухăннисене чăвашсем пирки, Айхи пирки пĕлтерчĕ.

Пĕр иккĕленмесĕрех калама пулать: вырăсла çырнисем пĕтĕм тĕнчене чăвашсем патне тата вĕсен культури патне çавăрчĕç».

«1991 çулта Танлаштару поэтикин тĕп вырăнĕ /ун чухне ăна эпĕ ертсе пыраттăм/ Айхине Нобель премине илме тăратрĕ. Текстне эп хатĕрлерĕм».

«Айхи йĕри-тавра тĕнче йышăнма пултарайман япаласем çÿреççĕ», - тенĕччĕ Айхи çине йĕрĕнсе пăхакан пĕр чăваш. Швеци академикĕсем патне çырнă çырăва алă пуснисен ячĕсене вулатăн та пирĕн сăвăçăмăршăн мăнаçланма пуçлатăн.

«Айхи поэзине çирĕм ытла чĕлхене куçарнă. Айхи поэзийĕ сăвăç çитĕнĕвĕ кăна мар. Вăл тĕнче аренине культурăри тĕп юхăмĕсенчен айккинче тăнă халăх тухнине пĕлтерет», - çавăн пек йĕркесем пур çырура.

Леон Робель «AIGUI» кĕнекере хускатнă ыйтусем Айхи пирки калаçнă чух тарăна кĕме хистеççĕ:

«Айхи пултарăвĕ, ун тĕнчери чапĕ, хăй тăван çĕр-шывĕнче вăл хывнă çул пире 2 пин çуллăх вĕçĕнчи культура пирки ыйтусем лартма хистет. Поэзи ку вăхăтра мĕнле вырăн йышăнать, мĕнле йывăрлăхсем тухаççĕ ун умне тата вăл мĕн тума пултармалла? Мĕнле майпа Историн аслă çулĕсенчен айккинче çĕр-çĕр çул пурăннă халăхран историн паянхи тапхăрне, тен, тĕпрен палăртакан поэт тухнă? Хăйĕн тĕнчине хупă, вăрттăн тĕнче пек йĕркелекен поэт пултарăвĕ мĕншĕн ку вăхăтшăн чи çутă пултару-ши? Хамăн кĕнекере эпĕ çак ыйтусен тупсăмне шырасшăн. Ыйтусене лартса Айхи поэзийĕн çÿллĕшне палăртасшăн».

Юлашки вăхăтра Айхин тĕнчери чапне темĕнле каварпа ăнлантараççĕ. Леон Робельпе, Питер Франспа, Владимир Новиковпа эпĕ калаçса та курнă. Ĕçĕсене тимлĕн вуланă. Вĕсем тата тĕнчери пин-пин айхиçĕ пирĕн сăвăçăмăра юратнинче, ăна тĕпченинче эпĕ нимĕнле усал шухăш та курмастăп. Чун та манăн çавнах калать. «Чăвашăн тĕнче курни материалистла мар, материальнăй», - тенĕ иккен Айхи 1959 çулта Шупашкара килсен /«Тăван Атăл», 2009, 8/, 10 с./. Айхиçĕсем Айхире нимĕнле тупăш та шырамаççĕ. Чун ыйтнипе, сăвăçа юратнăран параççĕ вĕсем ăна чи хаклă япалана - хăйсен вăхăтне. Айхи пек пулăмсене ăспа илейместĕн. Чунпа пымалла вĕсем патне. Айхи уçăлсан та пултарать, уçăлмасан та пултарать. Айхине тарăннăн тĕпчес ĕçре пурнăç опычĕпе пĕлÿ кăна çителĕксĕр - чун опычĕ тата чун пĕлĕвĕ кирлĕ.

Тĕнче шайне çĕкленнĕ Айхи пирки Атнер Хусанкай нумай çырнă. Вĕçĕнче унăн шухăшĕсенчен хăшне-пĕрне илсе парам:

«Айхине тăванла туйма, унăн пултарăвне чун-чĕремĕрсене йышăнма эпир Европа хыççăн - сăвăçăмăр нумай тĕрлĕ çĕр-шывра ят илнĕ хыççăн - пуçларăмăр пулас, ку ĕнтĕ ĕмĕртен пыракан йăламăр: «Тăван Аттелĕхĕмĕрте Пихампар-йыхравçă пулаймастăн». Пире хавхалантаракан пĕр япала кăна пур: Чăвашра ун пек-и, кун пек-и - «айхилĕх» ялан чĕрĕ пулнă, халăх хушшинче ăна манман /е манма паман «сыхă» критиксем чăваш литературинче Айхи ятне тĕрлĕ контекстра асăнкаланă, «çĕтсе çÿренĕ ывăлăмăр пулсан та - хамăрăн» тенĕ пекрех/, Раççей сăмахлăхĕнче вара - халĕ те! - вăл «ют кайăк» е усрав ача вырăнĕнче кăна» /Геннадий Айхи. Пĕтĕм пурнăçшăн çĕкленнĕ музыка // «Хыпар» кĕнеки. Шупашкар, 1992, авăн, 10, 3-4 с./.

«Пирĕн чăваш çыравçисенчен Европа шайĕнче ят илнĕ пĕртен пĕр çын - Айхи. Ун пекки художниксен хушшинче те çук-ха. /.../ Европăра Айхие вырăсла çырнă сăвăсем тăрăх çеç пĕлеççĕ, анчах та ăна чăваш тесе йышăнаççĕ. Жак Рубо - «Айхи, чăваш...», Виктор Ворошильский - «Хунсен ывăлĕ, хайхи». /.../ Айхи тĕслĕхĕ мĕн кăтартать-ха? Уйрăм поэтăн, аталанас тесессĕн, май çитнĕ таран тĕнче поэзийĕпе анлăрах та тарăнрах паллашмалла. /.../ Тĕнче культурипе паллашмалла ĕнтĕ унăн, хупăнса ларма юрамасть. /.../ Тĕнче культурипе паллаш, анчах хăвăн нацилĕхне упраса хăвар» /«Хыпар», 1994, çурла, 26, 3 с./.

«Унăн сасси Европăри, тĕнчери тĕрлĕ чĕлхепе янрать, Чăваш Сăмахĕ ăна пула аслă тĕнчере пур» /«Хыпар», 2001, ака, 11/.

 

Юрий ЯКОВЛЕВ

Рубрика: