Математикăна çул пама вăхăт çитрĕ

22 Çурла, 2014

Вĕренÿ тытăмĕн ĕçченĕсен çуллен пулакан республикăри конференцийĕ çурла уйăхĕн 20-21-мĕшĕсенче иртрĕ. Малтанхи кун вĕренÿ тĕрлĕ учрежденийĕнче ĕçлекен педагогсем секцисенче пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç.И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Культура керменне пĕтĕмлетÿллĕ канашлăва асăннă тытăмăн ĕçченĕсемсĕр пуçне республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, хăш-пĕр район администрациĕсен пуçлăхĕсем, пысăк предприятисен представителĕсем хутшăнчĕç.

Вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕн пĕрле пухăнса калаçмашкăн кашнинчех çитĕнекен ăрăва пĕлÿ тата воспитани парас ĕçри чи çивĕч ыйтăва суйлаççĕ. Хальхинче республикăри вĕренÿ ведомстви математикăна тата чăн наукăсене вĕрентессин пахалăхне ÿстерес темăна тĕпе хучĕ. Самана улшăннă, общество аталанса пынă май темиçе çул тăршшĕнче çирĕпленĕ йĕркесенчен пăрăнма, шухăшлава та кăшт улăштарма хистет пире пурнăç.

Конференци уçăлсанах пухăннисен умне Чăваш Ен Пуçлăхĕ тухрĕ. Республикăри мĕн пур педагога çывхарса килекен уявпа - Пĕлÿ кунĕпе - саламланă май хĕпĕртемелли хыпар пĕлтерчĕ: кăçал парта хушшине пĕрремĕш хут ларакансен йышĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан 500 ача ытларах. "Чăннипех парне ку. Унсăрăн вĕренÿ тытăмне тĕреклетме миллионсем тăкаклани мĕн усси? Акă пĕлтĕр республика бюджечĕн кашни виççĕмĕш тенки асăннă сферăна аталантарма кайнă. Ку - бюджет тăкакĕсен чи пысăк статйи", - палăртрĕ Михаил Васильевич.

Вĕрентĕвĕн мĕн пур шайĕнчи учрежденисене модернизацилессипе курăмлă ÿсĕмсем пур, çапах та Чăваш Енре юлашки тапхăрта шкулчченхи вĕренÿ ыйтăвĕпе пушшех тимлĕ ĕçлени куç кĕрет. Юлашки виçĕ çулта никĕс ярса хăпартнă тата реконструкциленĕ садиксен шучĕ 23-е çитнĕ. Çавна май шкул ÿсĕмне çитменнисем валли хушма 14 пин вырăн йĕркеленнĕ. 2014 çулта, республика Пуçлăхĕн сăмахĕ тăрăх, пурĕ шкулчченхи вĕренĕвĕн 14 учрежденине хута ямалла. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан çĕнĕ шкулсем те, телее, йышлах мар пулин те - çĕкленеççĕ: юлашки тăватă çулта хăтлă 8 учреждени ачасене йышăнма тытăннă.

Ырă улшăнусене асăннă май Михаил Васильевич педагогсен шалăвĕ ÿснине, вĕрентекенсен ытларах пайĕ сывă пурнăç йĕркине тытса пынине /динамика пурри савăнтарать/ палăртрĕ. Спорта аталантарас ыйту çинче уйрăммăн чарăнса тăнă май çакна çирĕплетрĕ: кăçалтан Раççейре ГТО нормисене шкул программине çĕнĕрен кĕртессине кура вĕренÿ тытăмĕн ĕçченĕсем те малашне çак йĕркерен пăрăнмĕç.

Унтан Михаил Игнатьев чаплă миссие пурнăçларĕ - тивĕçлисене патшалăх наградисемпе чысларĕ. Ертсе пыракансем сцена çине Леонид Черкесова, Шупашкар хула пуçлăхне, йыхравларĕç. Унăн кăкăрĕ çине республика Пуçлăхĕ "Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орден медальне çакса ячĕ. Галина Грач /Шупашкарти 46-мĕш лицей директорĕ/, Татьяна Дементьева /Улатăрти 1-мĕш садик ертÿçи/, Вера Кириллова /Тăвай вăтам шкулĕн директорĕ/, Ильсур Назмутдинов /Канашри транспортпа энергетика техникумĕн директорĕ/ Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ятне тивĕçрĕç. Шупашкар районĕнчи Треньккасси вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ираида Фоминана вара Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ пулса тăнă ятпа саламларĕç.

Вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов хăйĕн сăмахĕнче темăна пăхăнса математикăпа инженерие çул памалли меслетсем шырама вăхăт çитнине, пĕлтерĕшлĕ çак утăма ачасене хистемесĕр, хăйсенче туртăм çуратса тумаллине палăртрĕ. Хăйĕн шухăшĕсене тăтăшах тĕпчев кăтартăвĕсемпе çирĕплетсе пычĕ. Акă çакнашкал пĕтĕмлетÿ педагогсене кăна мар, ашшĕ-амăшне, мĕн пур обществăна шухăша кайма хистет: шкула кайиччен тата пуçламăш классенче ачасен 70 проценчĕ математикăна юратнине пăлартать, тăваттăмĕш класа çитнĕ тĕле кăтарту - 50, çиччĕмĕшне вĕренсе çитнĕ çĕре 30 процент таранах анать-мĕн. Мĕншĕн çапла пулса тухни çинчен шухăшламалăх пур.

Министр ППЭ кăçалхи кăтартăвĕсем çинче те чарăнса тăчĕ. Вĕсем начарах мар пулин те пăшăрханмалли сăлтавсем çук тееймĕн. Выпускниксен 80 проценчĕн кăтартăвĕсем республикăри вăтам шайрисене ларайманниех акă сисчĕвлентерет. "Тен, хăш-пĕр шкул никĕс учреждени статусне çирĕплетеймест апла?" - вĕренÿ пахалăхне ÿстермелли çинчен тÿрремĕн систереççĕ Владимир Николаевичăн сăмахĕсем.

Çакна палăртни пĕлтерĕшлĕ: "тĕп вĕрентÿçĕ" чăн наукăсемпе тата математика-физикăпа халĕчченхинчен çÿллĕрех шайра пĕлÿ памалли çинчен пусарса каланă вăхăтрах гуманитари ăслăлăхĕсене "нимĕнле майпа та хĕсмелле маррине" палăртрĕ. "Сочинени лайăх çыракан ачан логика шухăшлавĕ те аван аталанни паллă, калаçăвĕ те çыхăнуллă", - терĕ вăл физикăпа лирика юнашарах пынине çирĕплетсе. Хăйсем суйласа илмелли ППЭ тытакансен йышĕнче литературăпа экзамен паракан сахал пулни / Чăваш Енре - 3,5 процент/ асăннă предметсене вĕрентекенсен умне те çирĕп тĕллевсем лартма хистет. "Килес çула Константин Иванов çулталăкĕ тесе палăртатпăр пулсан ку пушшех актуаллă", - терĕ Владимир Николаевич.

Министрăн анлă калаçăвĕ хыççăн Шупашкарти 3-мĕш лицей директорĕ Ираида Полбенникова, 4-мĕш лицейри хими вĕрентекенĕ Евгения Лаптева, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ректорĕ Андрей Александров пухăннисене хăйсен сĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕç. Шупашкарти электроаппарат завочĕн элчи Сергей Кольцов хăйсен предприятийĕпе шкулсен, професси пĕлĕвĕ паракан тата аслă вĕренÿ заведенийĕсен хушшинчи партнерлăх вăй илсе пынă май кадрсен тĕлĕшпе лару-тăру еплерех улшăнса пынине уçăмлатрĕ. Унăн калаçăвĕнчен хальхи вăхăтра инженерипе техника класĕсем йĕркелесси чăннипех çивĕч ыйтăва çаврăнни куç кĕрет.

- Паянхи конференцин тĕп тĕллевĕ - палăртнă темăна сÿтсе явнă май пĕр-пĕрне илтесси. Ман шухăшăмпа, вăл пурнăçланчĕ, - пĕтĕмлетрĕ педканашлăва Владимир Иванов.

Ирина ПУШКИНА

Рубрика: