Новости по теме

29 Çу, 2014

Культура çулталăкне халалланă мероприятисем йышлансах пыраççĕ

Юлашки тапхăртисенчен пысăк пайĕ, тĕпрен илсен, халăхсен хушшинчи VII Шупашкарти кинофестивальпе çыхăннăччĕ. Тĕп хулари пур кинотеатрта тенĕ пекех иртрĕç унпа çыхăннă ĕçсем. Мероприятисене пин-пин çын çитсе курчĕ. Шупашкарсем çеç мар, Патăрьелсемпе Хĕрлĕ Чутайсем те паллашрĕç кинофестиваль хăнисемпе.

29 Çу, 2014

Пуля айĕнчи интервью

Тăван çĕр-шывшăн Аслă вăрçинче пуç хунă паллă журналист тата çыравçă Федот Александрович Çитта çуралнăранпа 100 çул çитнине паллă тума Патăрьел районĕнчи Йăлăма халăх нумай пуçтарăннă. Унăн пултарулăхне тишкернисĕр-аса илнисĕр пуçне пархатарлă тепĕр пулăм та пуçтарăннисен асĕнче юлĕ.

28 Çу, 2014

«Самант» 5 №, çу уйăхĕ

«Самант» тусĕсем кĕçех алла журналăн çĕнĕ номерне илĕç. Черетлĕ кăларăм тухнишĕн вĕсем чунран хĕпĕртессе шанатпăр. Ахальтен мар: «Пичетленнĕ кашни сăвă-калавшăн савăнатăп!» - тет журнал тĕпелĕн çамрăк хăни Элина Иванова.

28 Çу, 2014

Приватизаци бюджета тĕревлетĕр

Министрсен Кабинечĕн ĕнерхи ларăвĕнче 2015-2019 çулсенче республика электроэнергетикине аталантармалли схемăпа программăна ырланă. Чăваш Енĕн патшалăх пурлăхне приватизацилемелли планне пăхса тухнă. ЧР Чĕр чунсен тĕнчин объекчĕсене сыхлакан патшалăх службин ертÿçи Владимир Кузюков хăй ертсе пыракан тытăм ĕçĕ-хĕлĕ çинчен отчет тунă.

Тĕплĕнрех - ыранхи номерте.

28 Çу, 2014

Палăка пограничниксене халалланă

Ĕнер пограничниксем хăйсен уявне анлăн паллă тунă. Шăмăршăсем çав кун чикĕ сыхлавçисене халласа лартнă палăка уçнă. Ăна салари кану паркĕнче вырнаçтарнă.

Палăка спонсорсен тата пограничниксен çарĕнче пулнисен укçи-тенкипе çĕкленĕ. Ырă çак ĕçĕн пуçаруçи тата йĕркелÿçи - Шăмăршă районĕнчи "Пограничное братство" общество организацийĕн председателĕ Е.Сетриванов. Палăка савăнăçлă лару-тăрура уçма Мускавпа Шупашкар хулисенчен килнĕ пысăк хăнасем те хутшăннă. Кану паркĕнчи çак вырăна шкул ачисемпе çамрăксем питĕ килĕштереççĕ.

28 Çу, 2014

"Тăлăхсене аслă юлташ кирлех"

Чăваш Республикинчи ача çурчĕсемпе интернат шкулсенчен çуллен 50-100 тăлăх е ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ача вĕренсе тухать. Вĕсенчен чылайăшĕ малашнехи çулне професси пĕлĕвĕ паракан организаципе е аслă шкулпа çыхăнтарать. 2012-2013 вĕренÿ çулĕнче, тĕслĕхрен, 12 интернатран 58 çавнашкал çамрăк тухнă.

28 Çу, 2014

Çеçпĕлте ăна манмаççĕ

103-мĕш гварди сывлăш десант дивизийĕ Афганистан çĕрĕ çинчен юлашкинчен тухнă. 350-мĕш полк колоннăна хăрушсăрлăхпа тивĕçтернĕ. Çеçпĕл ялĕнче çуралса ÿснĕ П.Константинов çак полкра 1987 çултанпа хĕсметре тăнă. Вăл çар операцийĕсене 15 хутчен хутшăннă. 1988 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнче Пактия провинцийĕнче хуралта тăнă вăхăтра 3 душман ункăран çăлăнма хăтланнине асăрханă. Лару-тăрăва хăвăрт хак парса Константинов рядовой автоматран тĕл персе вĕсен çулне пÿлнĕ.

28 Çу, 2014

Ыттисен сывлăхĕ çинчен шухăшла...

Федерацин 2013 çулхи нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕнчи "Граждансен сывлăхне таврана сарăлнă табак тĕтĕмĕн тата ăна туртнă хыççăнхи сиен витĕмĕнчен сыхласси" 15-мĕш саккунĕ кăçалхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче туллин ĕçлеме пуçлать. Унăн хăш-пĕр статйи малтанах вăй илнĕччĕ-ха.

Pages