Новости по теме

9 Утă, 2014

"Туртмастăп, сана та сĕнместĕп..."

Федерацин 2013 çулхи нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕнчи "Граждансен сывлăхне таврана сарăлнă табак тĕтĕмĕн тата ăна туртнă хыççăнхи сиенĕн витĕмĕнчен сыхласси" саккунĕ кăçалхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен туллин ĕçлесе кайрĕ. Унăн хăш-пĕр статйи маларах вăй илнĕччĕ-ха.

9 Утă, 2014

Куçа курăнман эрех инкекĕ

Çулталăк пуçламăшĕнче патшалăх эрех тăвакан спиртран тытакан акцизсене пысăклатни пирки "Хыпарта" сăмах пуçартăм. Вĕсем патне каллех таврăнас килет. Нумайăшне кăсăклантаракан хыпарсемпе паллашар-ха. Нумаях пулмасть РФ Финанс министерствин яваплă ĕçченĕсем шурă эрех Правительство шайĕнче йышăну кăларса çирĕплетнĕ планпа килĕшÿллĕн хакланмĕ тесе пĕлтерчĕç. Питĕ кăсăклă сăмахсем. Ыйтăва тишкерме хистеççĕ.

9 Утă, 2014

Ĕç сыхлавне - тимлĕх

Министрсен Кабинечĕн ларăвĕсенче пысăк пĕлтерĕшлĕ вăл е ку ыйтупа тĕплĕ докладсем тăвасси йăлана кĕчĕ. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ĕнерхи ларура вице-премьер - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова "Чăваш Республикинчи 2013 çулхи ĕç условийĕсемпе сыхлавĕн лару-тăрăвĕ çинчен" патшалăх доклачĕпе паллаштарчĕ.

9 Утă, 2014

"Сывлăх", 27 /792/ №, 10. 07. 2014

  • Çурăм çине - мелисса.
  • Йÿçĕ тĕк йÿçĕ!
  • Юман кĕлĕпе герань тымарĕ.
  • Курăк çăвĕ кирек хăçан та вырăнлă.
  • Гематит юн тымарĕсене пулăшать.
  • Холестеринпа кĕрешнĕ чухне.
  • Гастрит вĕрĕлсен - пахча салачĕ.
  • Улма-çырла хуппин хăвачĕ пысăк.
  • Хамăр çĕр-шывра кăларни витĕмлĕ.
  • Тĕрĕс çăкăр суйламалла.
  • Лăплантарать, ирĕлтерет.
  • Алă тарласан.
  • Ирсерен куç уçăлмасть...
  • Шăл туни юнăхать.
  • Сĕтеле шакка-шакка.
  • Çăвĕпех чечекне тăкмасть.
8 Утă, 2014

Уяв ентешсене пуçтарчĕ

Чăвашсен ламран лама пыракан уявĕсенчен пĕри - Акатуй. Ун пирки хаçатра çырса кăтартнă. Çав вăхăтрах Тутарстанпа Самар хутлăхĕсенчи йăхташсем çурхи ĕçсем хыççăн паллă тăвакан пысăк праçник Уяв ятпа çÿрет.

8 Утă, 2014

Татьяна АРХИПОВА: «Олимп пьедесталĕ çине тепĕр хут хăпарас килет»

Спортăн тĕнче класлă мастерĕ, Вăрмар районĕнчи Карăкçырми ялĕнче çуралса ÿснĕ Татьяна Архипова /Петрова/ 2012 çулта Аслă Британире иртнĕ Олимп вăййисенче марафон турнирĕнче бронза медаль çĕнсе илсе пĕтĕм çĕр-шыва тĕлĕнтернĕччĕ. Анчах та юлашки çулсенче Чăваш Ен ят-сумне çÿле çĕкленĕ спортсменка таçта «çухалчĕ».

Pages