Ача сачĕсем, Крым тата ытти саккун тавра

9 Утă, 2014

Утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова пресс-конференци ирттерчĕ. Унта вăл Патшалăх Думин кăçалхи çурхи сессийĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ, йышăннă саккунсем тата норма-право акчĕсем пирки кĕскен каласа кăтартрĕ, çывăх вăхăтри тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ.

"Пирĕн те, парламентарисен, "экватор" текен ăнлав пур: РФ улттăмĕш суйлаври Патшалăх Думин депутачĕсен срокĕн çурри иртсе кайрĕ. Эппин, малтанхи пĕтĕмлетÿсене тума юрать. Çав хушăрах эпĕ "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти ĕçне хутшăнатăп. Регион эрнисене ытларах Чăваш Республикинче ирттерме тăрăшатăп, суйлавçăсен ыйтăвĕсене тата тĕп йывăрлăхсене татса пама ăнтăлатăп", - терĕ Алена Игоревна пресс-конференцие уçнă май. Вăл хăй Чăваш Ене килсен парти председателĕн Дмитрий Медведевăн Шупашкарти йышăну пÿлĕмĕнче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннине, пĕтĕмпе 100-е яхăн çынпа курса калаçнине пĕлтерчĕ. "Кашни ыйтăва уйрăммăн тишкеретпĕр эпир, унăн кăтартăвĕ пултăр тетпĕр. Чылай чухне вĕсене республика шайĕнчех татса пама май килет, çавăнпа регион влаçĕпе, республика Пуçлăхĕпе, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе çыхăнса ĕçлетпĕр", - ăнлантарчĕ депутат.

Вăл хăй РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ пулнă май шкулсемпе университетсене, ача сачĕсене тăтăшах кĕрсе çÿреме, ашшĕ-амăшĕпе, педагогсемпе, воспитательсемпе, студентсемпе курнăçма тăрăшнине палăртрĕ. Халĕ, вĕренÿ тытăмне çĕнетсе улăштаракан вăхăтра, çакнашкал тĕл пулусем питех те кирлĕ. Алена Аршинова "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин "Ача сачĕсем - ачасене" проекчĕн ертÿçи, унсăр пуçне вăл маларах асăннă комитетра шкулчченхи вĕренÿ енĕпе ĕçлекен эксперт канашĕн йышĕнче тăрать, çавна май парламентари ку учрежденисене куçран вĕçертмест. "Паянхи ача сачĕ - пепке вăхăтне ирттермелли вырăн çеç мар, вăл - пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн пĕр пайĕ", - тет. Алена Игоревна ача сачĕсен черечĕсене пĕтермешкĕн икĕ çулта федераци бюджетĕнчен 110 млрд тенкĕ уйăрнине пĕлтерчĕ, унсăр пуçне регионсем хăйсем те софинансировани мелĕпе хутшăнаççĕ. Ку кĕмĕлĕн пысăк пайĕпе - 80-90% таран - шкулчченхи çĕнĕ учрежденисем тумашкăн усă кураççĕ. Чăваш Ен юлашки икĕ çулта çак тĕллевпе федераци бюджетĕнчен 1,3 млрд тенкĕ илнĕ. "Пысăк укçа ку, - калаçăва тăсрĕ А.Аршинова. - Аса илтеретĕп: РФ Президенчĕн 599-мĕш указĕпе килĕшÿллĕн Раççейре 2016 çул тĕлне ача садне каяс текен 3-7 çулсенчи пепкесен черетне пĕтермелле".

Ача сачĕсем валли укçа-тенкĕ нумай уйăраççĕ - ку питĕ лайăх. Çапах унта çамрăк педагогсем кайĕç-ши тесе пăшăрханать хăшĕ-пĕри. Депутат шухăшĕпе - воспитательсен шалăвĕ 3-5 пин тенкĕ чухне çамрăксем ача садне кайма тăрăшман, халĕ вара, ĕç укçине 14-16 пин тенкĕ таран ÿстернĕренпе, тин çеç диплом илнисем те асăннă учрежденисене вырнаçма ăнтăлаççĕ. Чăн та, вĕсене пулăшакан персонал - няньăсем, логопедсем, поварсем тата ыттисем - пирки çапла калаймăн.

Çурхи сесси пĕтĕмлетĕвĕсем çапларах: депутатсем çак тапхăрта 300-е яхăн саккун йышăннă, тĕнче шайĕнчи 24 документа ратификациленĕ. Асăннă проектсем экономика, хăрушсăрлăх, вĕренÿ, социаллă хÿтлĕх тата ытти сферăна пырса тивеççĕ. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферине чылай улшăну кĕртнĕ. Суйлавсем тĕлĕшпе те çĕнĕлĕхсем пур: малашне депутатсен йышĕн çуррине - пĕр мандатлă округсем, тепĕрне списоксем тăрăх суйлĕç. Наци тÿлев системи çинчен калакан проекта ырланă, экстремизмшăн яваплăха ÿстернĕ... "Çурхи сессире тухăçлă ĕçлерĕмĕр. Çак тапхăр истори тĕлĕшĕнчен паллă самантпа та асра юлчĕ: Крым Республикипе Севастополь Раççей субъекчĕсем пулса тăчĕç. Çĕр-шывăмăрăн çак субъекчĕсем тĕлĕшпе çеç 15 саккун проекчĕ йышăнтăмăр, çав шутрах - Раççейпе Крымăн вĕренÿ тытăмĕсене пĕр пеклетессипе çыхăннине те. Патшалăх Думи ку енĕпе питĕ пысăк ĕç пурнăçларĕ. Çакна пулах Крымпа Севастополь шкулĕсенчен вĕренсе тухнисем кăçал Раççей аттестатне илчĕç. Хальхи вăхăтра вара çĕнĕ субъектсенчи шкулсенче авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Раççей стандарчĕсемпе тата программисемпе, учебникĕсемпе вĕренме пуçлаччăр тесе ĕçлетпĕр", - каласа кăтартрĕ Алена Аршинова. Вăл ытти депутатпа пĕрле çывăх вăхăтра Крыма каяссине, унти халăхпа тĕл пулусемпе йышăнусем ирттерессине пĕлтерчĕ. Тĕллев - çав регионсенче пурăнакансен ыйтăвĕсемпе йывăрлăхĕсем çинчен тĕплĕнрех пĕлесси.

РФ Патшалăх Думинче Чăваш Ен интересĕсене хÿтĕлекен депутат кăçал çурхи сессире 10 саккун проекчĕ тĕлĕшпе пуçарупа тухнă, 2,5 çулта - 40-е яхăн проект. Вĕсенчен пĕри вăл - аслă шкулсене йышăнмалли экзаменсен переченьне вĕренме кĕрес умĕн улăштарма юраманни çинчен калаканни. Алена Аршинова РФ Вĕренÿпе наука министерствин хушăвĕпе вузсем 2014 çул пуçламăшĕнче çакнашкал тĕрĕслевсен переченьне улăштарнине, ку кăçал аттестат илекенсемпе ашшĕ-амăшĕн хушшинче кăмăлсăрлăх тата ăнланманлăх çуратнине пĕлтерчĕ. Ача вăл е ку факультета кĕрес тесе малтанах палăртнă предметпа экзамен тытма хатĕрленнĕ-çке, халĕ унăн урăххипе тĕрĕслев витĕр тухма тивет-и? "Эпир саккун проекчĕ хатĕрлерĕмĕр, унпа килĕшÿллĕн аслă шкулсен çитес çул вĕренмешкĕн йышăнмалли экзаменсен переченьне юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн улăштарма юрамасть. РФ вĕренÿпе наука министрĕпе тĕл пултăмăр, вăл пире ăнланчĕ, çÿлерех асăннă хушăва пăрахăçларĕ. Ку проектпа малалла ĕçлетпĕр", - лару-тăрăва уçăмлатрĕ Алена Игоревна. Пысăк пĕлтерĕшлĕ саккун проекчĕсен шутĕнче - шкул форми пирки калаканни, çавăн пекех ашшĕ-амăшĕ ачине шкулчченхи учрежденире пăхнăшăн тÿлемелли хакран НДСа кăларни.

Алена Аршинова студентсен общежитийĕсемпе те кăсăкланать. 2013 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çамрăксен общежитире пурăннăшăн тÿлемелли хака тăруках ÿстерсе яни нумайăшне кулянтарнă, çынсем çакăнпа кăмăлсăрланнине пĕлтерсе депутатсем патне шăнкăравлама пуçланă. Ĕç ушкăнĕ туса хунă, унăн йышне депутатсемпе министерство-ведомство представителĕсем, студентсем кĕнĕ. Мониторинг çакна кăтартса панă: патшалăх аслă шкулĕсем федераци бюджетĕнчен укçа илеççĕ, анчах вĕсенчен 120-шĕ çеç общежити тÿлевĕн виçине стипендин 5% чухлĕ шайра тытса тăраççĕ. Тĕрĕслевсем ирттернĕ хыççăн çак хака ÿстермешкĕн чаракан саккун проекчĕ хатĕрленĕ, ăна Патшалăх Думи çĕртме уйăхĕнче йышăннă.

А.Аршинова - темиçе проектăн çум авторĕ те. Вĕсем те пурте халăхăн пурнăç шайне лайăхлатассипе çыхăннă. Юлашкинчен Алена Игоревна журналистсен ыйтăвĕсене - вĕсем патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕпе, ача сачĕсене юсассипе, Украинăран тарса килнĕ çамрăксем аслă шкулсене вĕренме кĕрессипе тата ыттипе çыхăннă - хуравларĕ. Вăл МИХсен представителĕсене парламентарисен ĕçĕпе халăха паллаштарнăшăн тав турĕ.

***

Çав кунах Алена Аршинова Шупашкарта шкулчченхи вĕренÿ аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе йĕркеленĕ "çавра сĕтел" ĕçне хутшăннă. Унта çавăн пекех ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, вăлах "Ача сачĕсем - ачасене" проектăн регион координаторĕ, Ача прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Вячеслав Рафинов, эксперт пĕрлĕхĕн представителĕсем, ача сачĕсен заведующийĕсем пулнă.

Алена Аршинова Чăваш Ен çак проекта пурнăçа кĕртекен чи лайăх регионсенчен пĕри пулнине палăртнă, ахальтен мар ĕнтĕ Владимир Иванова РФ Патшалăх Думин Председателĕн Тавĕпе чысланă. Парламентари çак проектпа ĕçленĕ чухне эскпертсен, ашшĕ-амăшĕн, шкулчченхи учрежденисен ертÿçисемпе воспитателĕсен шухăшне тĕпе хуни пĕлтерĕшлĕ тесе каланă. Экспертсен хаклавĕпе сĕнĕвĕсем ыйтусене вырăнтах, федераци шайне çитмесĕрех, татса пама пулăшаççĕ. Ку чи малтан ĕçлекенсен шалăвне, ашшĕ-амăшĕн тÿлевне, асăннă сферăра патшалăх бизнеспа çыхăнса ĕçлессин аталанăвне пырса тивет.

Депутат РФ Правительствин Председателĕн сăмахĕсене аса илтернĕ: ача сачĕсенче вырăнсемпе тивĕçтерессинче ырă туртăмсем пур, Правительство шкулчченхи вĕрентĕвĕн регион тытăмне иртнĕ çулта çĕнетме пуçланă, çакă черетсене палăрмаллах чакарма май панă та ĕнтĕ.

Владимир Иванов республикăри лару-тăрупа паллаштарнă. 2010-2012 çулсем валли çирĕплетнĕ "çул-йĕр карттипе" килĕшÿллĕн 12 ача сачĕ хута янă, 2013 çулта тепĕр 13 учреждени уçнă. Çав вăхăтрах шкулчченхи вĕренĕвĕн хальхи йышши инфратытăмĕ йĕркеленет, вĕсенче бассейнсем, физкультура-музыка залĕсем тăваççĕ. 2014 çулта Чăваш Енре çĕнĕ 14 садик уçăлĕ.

Рубрика: