Кашни ыйту хурав тупрĕ
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян «Хыпар», «Советская Чувашия» хаçатсен тĕп редакторĕсемпе, Чăваш наци телевиденийĕн, «Чăваш Ен» ПТРК ертÿçисемпе, республикăри ытти массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсемпе тĕл пулчĕ.
Çĕнĕ çул умĕн çакăн пек йышпа пухăнасси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Республика Пуçлăхĕ çулталăка пĕтĕмлетнĕ май журналистсен ыйтăвĕсене те хуравлать. Хальхи уçă калаçу вăхăтĕнче Михаил Васильевич 28 ыйтăва хуравларĕ. Вĕсем, тĕпрен илсен, Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе, экономика аталанăвĕпе çыхăннăскерсем.
Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх — пирĕн республика спортпа туслисен кăтартăвĕпе лайăххисен шутĕнче. Кун пирки вăл РФ Президенчĕ В.Путин сывă пурнăç йĕркипе пурăнакансен йышне 55 процента çитерме палăртни мĕнле пурнăçланни çинчен ыйтнине хуравланă май пĕлтерчĕ.
Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисене пĕрлештересси паян кăна çĕкленнĕ ыйту мар. Ăна тахçанах сÿтсе яваççĕ. Пресс-конференцире журналистсем кун пирки Михаил Игнатьев мĕн шухăшланине пĕлесшĕн пулчĕç. «Çĕнĕ хула ÿссе, аталанса пырать. Çавна май вăл тĕп хулана тата химиксен хулине пĕрлештересси куç кĕрет. Анчах администрацисем сыхланса юлĕç. Хуласене халăх килĕшмесĕр пĕрлештерме çук, ку ыйтупа референдум йĕркелемелле», — терĕ республика ертÿçи. Çĕнĕ çултан икĕ хулана çапах та тарнспорт çыхăнтарĕ. Çак тĕллевпе «мăйракасăр» тăватă троллейбус туяннă. Вĕсем кĕçех çула тухĕç.
Журналистсене хулара пăкăсем пурри те канăçсăрлантарать. Михаил Игнатьев шухăшĕпе — вĕсем çапах та чăтмалла мар пысăках мар. Мускавра, сăмахран, 1 сехетре пĕр çухрăм та кайма çук. «Пирĕн пăкăсем — вăхăтлăх пăкăсем. Вĕсем çулсене юсанă чухне пулма пултараççĕ», — терĕ Михаил Васильевич. Чăваш Ене хăвăрт аталантармалли территорисен шутне кĕртнине те, республика ертÿçи каланă тăрăх, начар енчен хаклама çук. Çак программăпа чухăнлăхпа кĕрешме Чăваш Ене пĕр миллиард тенкĕ уйăрса параççĕ. «Кунашкал пулăшу халĕччен пулман. Вăл пире ĕçе пуçласа яма май парĕ. Малашнехи вара йăлтах хамăртан килет», — палăртрĕ Михаил Игнатьев.
Республика ертÿçи «Хыпар» Издательство çурчĕн тĕп редакторĕн ыйтăвне те хуравсăр хăвармарĕ. Çав ыйту «вăрçă ачисемпе» çыхăннăскер. Редакцирен вĕсенчен сахал мар çыру килет. «Ашшĕсем вăрçăран таврăннисем хваттерсем те илеççĕ, ытти çăмăллăхпа та усă кураççĕ. Пире пулăшмалли мерăсене йышăнма çук-ши?» — чылайăшĕнче çакăн пек çыраççĕ. «Шантарма пулать паллах. Анчах каланине пурнăçламалла-çке. Республика бюджетĕнче те, федерацин те укçа çук», — терĕ уççăнах Михаил Васильевич.
Журналистсем республика Пуçлăхĕ Çĕнĕ çула мĕнле кĕтсе илме хатĕрленнипе те, ача чухне Хĕл Мучин хăш парни уйрăмах асра юлнипе те кăсăкланчĕç. «Сĕтел çине килте туса илнĕ апат-çимĕç лартатпăр. Какай, çĕр улми, пахча çимĕç, улма-çырла — йăлтах хамăрăн, — терĕ вăл. — Парне пирки калас тăк… Пире ытлашши иртĕнтермен. Хальхи пек темĕн те пĕр пулман ун чухне. Пĕчĕк шăккалатшăн та, пĕр вафлишĕн те питĕ савăннă».
Валентина БАГАДЕРОВА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕсем.
Комментари хушас