Новости по теме
"Хĕр Якку", е Чун пуянлăхĕ йывăрлăха парăнтаратех
Шупашкара Республика кунне уявлама çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килсе çитнĕ ушкăнсен хушшинче Тутарстанри "Чĕкеçе" малтанах асăрхарăм. Пултарулăх ушкăнĕн тумĕ те, çыннисем те, юрри-ташши те куçа илĕртрĕ. Елена Кондюковăпа /вăл ушкăн ертÿçи пулнине каярах пĕлтĕм/ Михаил Максимов уйрăммăн юрланине киленсе итлерĕм. Аппăшĕпе шăллĕ иккен. Ушкăнпа çывăхрах паллашнă май Максимовсен çемье ансамблĕ те пуррине пĕлтĕм. Паян унта 20 çынна яхăнах çÿрет-мĕн.
Хÿтлĕх шыраса - Чăваш Ене
"Хĕрлĕ автан" хĕрхенÿсĕр
Республикăри МЧС ĕçченĕсем çынсем пирус туртнă чухне асăрханусăр пулнăран тухакан пушарсен шучĕ ÿснине пăшăрханса пĕлтереççĕ. Туртакансенчен ытларахăшĕ, паллах, ÿсĕр пулнă. Çулталăк пуçланнăранпа çак сăлтавпа 100-е яхăн пушар тухнă, 32 çын вилнĕ, мăкăрлантарма юратакансенчен 23-шĕ суранланнă. "Хĕрлĕ автан" 7 млн ытла тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Танлаштарма: 2013 çулта асăннă сăлтава пула вут-çулăм 88 хут алхаснă, çав синкерсенче 28 çын пурнăçран уйрăлнă, 22-ĕн сиенленнĕ.
Салтак тивĕçĕ çăмăл мар
Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче пурăнакан М.Прокопьев 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Михаил Прокопьевич – вăрçă тата педагогика ветеранĕ. Вăл Ленинграда хÿтĕленĕ, Çĕнтерÿ çулĕ унăн Балти тăрăхĕнчи çĕр-шывсем, Польша витĕр Берлина выртнă. Вăрçăн хаяр та асаплă кунĕсем сывлăхне самаях хавшатнă. Чăтăмлăх, ĕненÿлĕх чунне çирĕплетнĕ, пурăнас туйăма вăйлатнă.
Мониторингпа çыхăннă сас-хура тавра
Массăллă информаци хатĕрĕсем çак саманта асăрхасах каймарĕç, анчах халĕ шăпах çамрăксем аслă шкулсене вĕренме кĕмелли тапхăр пулнине шута илсен - сÿтсе явмалли тема. Министрсен Кабинечĕн иртнĕ эрнери ларăвĕн кун йĕркинчи ыйтусене тишкерсе пĕтернĕ хыççăн ăна ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хускатрĕ.
Вĕрентÿ сферинчи управлени тухăçлăхĕ тĕлĕшпе тĕрлĕ сас-хура çÿрет, мониторинг ирттернĕ - кăтартусем еплерех? Çак ыйтăва Михаил Васильевич республикăн вĕренÿ министрне Владимир Иванова пачĕ.
«Геологăн 100 професси»
Чуна уçăлтармалли уяв Кушарта
Агропромышленноç паркĕ - лайăх тĕллев
Кăçалхи I кварталта республикăра 3880 хваттер, пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен 3,1% нумайрах тунă. Пурăнмалли çурт хăпартакан организацисем ăна иртнĕ çулхинчен 47,1% ытларах хăтлăлатнине, çынсем уйрăм пÿрт 2013 çулхи пĕрремĕш çур çулхинчен - 30,4%, ялсенче 21,4% сахалрах тунă.