"Хĕр Якку", е Чун пуянлăхĕ йывăрлăха парăнтаратех

16 Утă, 2014

Шупашкара Республика кунне уявлама çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килсе çитнĕ ушкăнсен хушшинче Тутарстанри "Чĕкеçе" малтанах асăрхарăм. Пултарулăх ушкăнĕн тумĕ те, çыннисем те, юрри-ташши те куçа илĕртрĕ. Елена Кондюковăпа /вăл ушкăн ертÿçи пулнине каярах пĕлтĕм/ Михаил Максимов уйрăммăн юрланине киленсе итлерĕм. Аппăшĕпе шăллĕ иккен. Ушкăнпа çывăхрах паллашнă май Максимовсен çемье ансамблĕ те пуррине пĕлтĕм. Паян унта 20 çынна яхăнах çÿрет-мĕн.

-Пирĕн çемьере ĕлĕкрен пурте юрра-ташша кăмăлланă. Хусанти культура институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Çыранçи Чаллă хулинче "Чĕкеç" ушкăн йĕркелерĕм. Шăпа пÿрнипе пирĕн хулана çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан чăвашсем пухăннă: Чăваш Ен, Пушкăртстан, Самар облаçĕн, Тутарстанăн тĕрлĕ хутлăхĕнче çуралнисем пур. Никама та артист пултарулăхне пăхса-хакласа илместпĕр. Пулать-и, хăлхи çине упа пуснă-и - аппаланса пăхтăр. Çакна палăртасшăн: çемйипех ансамбле çÿрекенсем пур. Акă манăн тăван шăллăм Михаил çемйипе Аксу районĕнче Саврăшпуçĕнче /тăван ялăмăр/ пурăнать пулин те асăннă ушкăна ÿркенмесĕрех çÿрет. 200 çухрăм çула кĕскетсе килеççĕ вĕсем Çыранçи Чаллăна мăшăрĕпе Татьянăпа, - каласа кăтартать юратнă ушкăнĕ çинчен Елена Кондюкова.

Пĕррехинче вара Максимовсем хăйсен çемье ансамбльне йĕркелеме мехел çитнине ăнланса илнĕ. Ушкăна ватă аслашшĕне халалласа "Хĕр Якку" ят парас тенĕ. Мĕншĕн çапла - унăн хăйĕн историйĕ пур-мĕн. Яков Григорьевич Максимов шÿтлеме ăста пулнă. Пĕррехинче ял çамрăкĕсем хĕр вăрлама каварлашнă. Хайхискер çак вăрттăнлăх çинчен хăлха хĕррипе илтет те вăрлас хĕр вырăнне хăй кĕпе тăхăнса ларать. Хĕпĕртенĕ йĕкĕтсен савăнăçĕ миххе уçиччен кăна пынă çапла. "Хĕр Якку" хушма ят вара Яков Григорьевич çумне ĕмĕрлĕхех çыпăçнă.

Еленăн шăллĕсĕр Михаилсăр пуçне виçĕ йăмăкĕ те - Лира, Полина, Ирина - юрлама юратаççĕ. Ача чухне хăйсене ашшĕ купăс каласа юрлаттарни-ташлаттарнине нихăçан асран кăлармаççĕ. 96 çулччен пурăннă, çĕре кĕричченех туя пек тÿрĕ утса çÿренĕ асламăшĕн Пелагея Алексеевнăн пултарулăхне те куç умĕнчен ямаççĕ.

Пулăç пулăçа аякран асрăхать тенешкел Михаилăн турă пÿрнĕ мăшăрĕ Татьяна Владимировна та халăхăн культурине чун-чĕререн хаклакан çын. Саврăшпуçĕнче библиотекарьте тăрăшакана вырăнти культура вучахĕн управçи теме те пулать. Фольклорпа туслăскер ялти кирек мĕнле савăнăçлă пулăма çемйипех хутшăнса илемлетет.

Аякри йăхташсем çинчен "Хыпар" тусĕсене "Çемье" рубрикăра каласа кăтартма вара пуринчен ытла акă мĕн хистерĕ. Михаилпа Татьяна 4 ачана çут тĕнче парнеленĕ, тепĕр икĕ пепкешĕн тăван ашшĕ-амăшĕ вырăннех пулса тăнă. Саккăрти Ангелинăпа çиччĕри Саша - хевтесĕр ачасем. Анчах вĕсен чир-чĕрĕ шиклентермен ăш пиллĕ çак мăшăра. Пушшех тепĕр майлă: сывă мар ачасемшĕн хăйсем шанчăклă хÿтлĕх пулса тăни çак кунсенче Максимовсене çунат айне тата икĕ тăлăха илме хавхалантарнă.

Нумаях пулмасть Пензăра иртнĕ "Атăлçи ăнăçлă çемйи" конкурса та хутшăннă Максимовсем. Ача усрава йышăннă çемьесен хушшинче чи пултаруллисем тесе палăртнă вĕсене. Паллах, мала тухма çемье ансамблĕ хастар пулни те пысăк витĕм кÿнĕ.

- Пĕлтĕр мăшăрăм Раççейри "Çулталăк хĕрарăмĕ" конкурсра Тутарстан ятне хÿтĕленĕччĕ. "Хĕрарăм - амăшĕ" номинацире çĕнтерчĕ Татьяна. Ăна Мускавра тупăшу вăхăтĕнче хавхалантарма пурĕ 18-ăн кайрăмăр. Чăваш юрри-ташшипе конкурсантсемпе йĕркелÿçĕсене тĕлĕнтертĕмĕр, - хавхаланса каласа кăтартать кил хуçи Михаил.

Этем ĕмĕрĕ, пĕр шухăшласан, çав тери кĕске. Кулленхи ĕç-пуç айне путнине пăхмасăр чун киленĕçĕ, ырă пуçарусем валли май-вăхăт тупакансем чăннипех мухтава, хисепе тивĕç. Максимовсен те - картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, сад-пахча. Чунпа пуян çынсемшĕн нимĕн те чăрмав пулса тăмасть. Туслă йышра ĕç те кал-кал пыни пĕртте иккĕлентермест.