Салтак тивĕçĕ çăмăл мар

15 Утă, 2014

Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче пурăнакан М.Прокопьев 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Михаил Прокопьевич – вăрçă тата педагогика ветеранĕ. Вăл Ленинграда хÿтĕленĕ, Çĕнтерÿ çулĕ унăн Балти тăрăхĕнчи çĕр-шывсем, Польша витĕр Берлина выртнă. Вăрçăн хаяр та асаплă кунĕсем сывлăхне самаях хавшатнă. Чăтăмлăх, ĕненÿлĕх чунне çирĕплетнĕ, пурăнас туйăма вăйлатнă. Сывлăхне сипленĕ хыççăн Хусанти педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. Пилĕк çултан тăван тăрăха физикăпа математика учителĕн дипломĕпе таврăннă. Хĕрĕх çула яхăн Шаккăл вăтам шкулĕнче ĕçленĕ. Унăн тăватă вĕренекенĕ ăсчах пулса тăнă, Раççейĕн тĕрлĕ хулинчи аслă вĕренÿ заведенийĕнче студентсене пĕлÿ параççĕ. Вĕсем юратнă вĕрентекенĕ патне тăтăшах килеççĕ. Михаил Прокопьевичăн мăшăрĕ те шкулта ĕçленĕ, икĕ ывăлĕ, икĕ кинĕ, икĕ мăнукĕ хăйсен пурнăçне педагогикăпа çыхăнтарнă.

Михаил Прокопьевич çамрăклăха, вăрçăн çулăмлă кунĕсене, ун хыççăнхи йывăр вăхăта аса илтерекен сăн ÿкерчĕксене, çырусене, çырса пынисене типтерлĕ упрать.Куç вăйĕ чаксах пынă унăн, вунă çул каялла çут тĕнчене уншăн яланлăхах хура чаршав карса илнĕ. Халĕ вăл - пĕрремĕш ушкăнри инвалид.

1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче вун çиччĕри Мишша юлташĕсемпе пĕрле юлашки экзамен тытнă. Аттестат илме ĕлкĕреймен - вăрçă пуçланнă. Салтака кайма ят тухиччен колхозра ĕçленĕ. 1942 çулта çурла уйăхĕнче çар комиссариатĕнчен чĕнÿ хучĕ килнĕ. Виçĕ уйăха яхăн кĕçĕн командирсен курсĕнче вĕреннĕ хыççăн Ленинград çывăхĕнче тăракан çар чаçне янă. Хула патне вĕсем Ладога кÿллипе пынă. «Пурнăç çулĕпе» машинăпа, лавпа апат-çимĕç, çар хатĕрĕ турттарнă. Пирĕн ентеш 55-мĕш армин стрелоксен 196-мĕш дивизине лекнĕ. Вăл Ижор завочĕ çывăхĕнче Тосна юхан шывăн пырĕ тĕлĕнче вырнаçнă. Çăвĕпех оборонăра тăнă.

- Çав кун нихăçан та асран тухмасть. Пĕчĕк хăвăртлăхпа пыракан, кузов тулли салтаклă полуторкăна /тонна çурă тиекен автомобиль/ ларас терĕм. Вырăн çук, мана хăйсен чаçĕнчен мар тесе тĕртсе хăварчĕç. Те турри çапла çырнă, те ăнсăртлăх пулчĕ: тем вăхăтран куç умне тискер ÿкерчĕк тухса тăчĕ - машина шыва кĕрсе кайрĕ те пăр айĕнче çухалчĕ. Никам та çăлăнаймарĕ - водитель те, салтаксем те. Вĕсен хушшинче эпĕ те пулма пултарнă вĕт-ха! – терĕ те Михаил Прокопьевич вăхăтлăха шăпланчĕ.

Тăшман самолечĕсем бомба тăкнă, снарядсем çурăлнă, пульăсем шăхăрнă. Ниме пăхмасăр, вилĕмрен шикленмесĕр пăр тăрăх çыран хĕррине çитсе хула патнелле талпăннă.Пĕррехинче Ахпÿрт каччи Ленинградра апат-çимĕç валеçекен пунктра Тăвай районĕнчи Тăрмăш ялĕн çыннипе Нил Казаковпа паллашнă. Унăн ывăлне Николай Казакова Чăваш Енре пĕлмен çын çук, вăл - паллă композитор,, Чăваш патшалăх филармонийĕн директорĕ. Николай Нилович кĕвĕленĕ чăваш эстрада юррисем халăх хушшинче анлă сарăлнă, чылайăшне хăех шăрантарать. Нилпа Мишшăна 196-мĕш пехота дивизине минометчиксен взводне янă. Командирĕ Иванов хушаматлăскер - чăвашран пулнă. М.Прокопьева сержант званине панă.

- Пĕрремĕш çапăçăва 1943 çулхи кăрлачăн 13-мĕшĕнче кĕтĕмĕр. Фашистсем Синявин тÿпемĕсем çинче çирĕпленсе ларнă. Кунта «А зори здесь тихие» кинофильмри пекех шурлăх нумай. Минăсемпе снарядсем лачакана ÿксе çурăлаймастчĕç. Юнлă çапăçусем пуçланчĕç. Мĕн чухлĕ пирĕн салтак пĕтмерĕ пуль. Йĕпе, пылчăк пулнипе автоматсемпе винтовкăсем пеменни темиçе хутчен те пулчĕ. Пур çĕрте те виле, аманнисем. Çак çапăçура эпĕ икĕ хутчен амантăм. Госпитальте виçĕ уйăх выртрăм. Сывалсан – каллех фронта, - аса илчĕ Михаил Прокопьевич.

1944 çулхи кăрлачăн 14-мĕшĕнче Ленинграда тăшман ункинчен хăтарма наступлени пуçланă. Ун чухне М.Прокопьев 220-мĕш уйрăм танк бригадин саперĕ пулнă. Икĕ эрнерен Нева çинчи хулана ирĕке кăларнă. Фашистсене Псков еннелле хăваланă. Унта вĕсем хÿтĕлевре тăнăран пирĕн çарсем пысăк çухату тÿснĕ. Тăшманăн тĕрлĕ техника нумай пулнă. Пĕр вăхăтрах 50 самолет тÿпене çĕкленме пултарнă.

- Куç умĕнчех юлташсем вилетчĕç. Шупашкар каччипе Подлекаревпа пĕр котелокран апат çиеттĕмĕр. Çапăçусенчен пĕринче вăл вилмеллех аманчĕ. Тепĕр салтак пирĕн танк айне пулчĕ. Вăл тăшман пульлисенчен хÿтĕленсе танк айне пытаннă. Механик-водитель техникăна çавăрса тăратнă чухне ăна асăрхаса ĕлкĕреймен. Тем те пулнă. Салтаксен хушшинче чăвашсем тăтăшах тĕл пулатчĕç. Артиллери полкĕнче Çатăрка Çырми ялĕнче çуралса ÿснĕ Чернов службăра тăратчĕ. Пирĕн танк чаçĕнче Пушкăртстан чăвашĕсем иккĕнччĕ. Иккĕшĕ те мина çурăлнипе пĕр самантрах вилсе выртрĕç. Пире, саперсене, малта пыракан танксем çине лартса çула минăсенчен тасатма илсе каятчĕç. Вăрçă вăхăтĕнче пурне те йывăр пулнă: фронтра та, тылра та. Тискер кайăксем те нуша тÿснĕ. Сăмахран, тупăсенчен пенĕ хыççăн мулкачсене хăлхисенчен ярса илме пулнă. Мĕншĕн тесен вĕсем хăранипе тата вĕçĕмсĕр чупнипе халтан кайнăскерсем тарса хăтăлаймастчĕç, пĕчĕк ачасем пек йĕретчĕç мĕскĕнсем. Мĕн чухлĕ лаша пĕтрĕ тата! - малалла калаçрĕ ветеран.

Псков çывăхĕнчи ăнăçсăр çапăçусем хыççăн М.Прокопьев хĕсметре тăракан танксен бригадине Сапилка текен вырăна куçарнă. Вăй илсе çирĕпленсен, çĕнĕ техника килсе çитсен чаçе Карели тăрăхне куçарнă. Çĕртме уйăхĕнче каллех çапăçăва кĕнĕ. Часах иккĕмĕш фронт уçни çинчен сас-хура тухнă. Хавхаланнă салтаксем кĕçех Выборг хулине ирĕке кăларнă. Каярахпа Финлянди вăрçăран тухни çинчен пĕлтернĕ. Танксен бригади техникăна платформăсем çине тиенĕ те нимĕçсенчен хăтарнă Нарва заставине куçса кайнă.

- Пирĕн армин командирĕ Н.Берзарин генерал пулнă. Каярахпа ăна Берлин хулин комендантне лартрĕç. 1945 çулхи кăрлачăн 18-мĕшĕнче Варшавăшăн пынă çапăçура ураран амантăм. Чаçрех юласшăнччĕ, анчах госпитале приказ парсах ăсатрĕç. Госпитальтен инçех мар Майданек вилĕм лагерĕ вырнаçнăччĕ. Кантăкран унăн тăрписем курăнатчĕç. Çăмăлрах аманнă салтаксем унта кайса курчĕç, кăмакасенче çунтарнă çынсен атă-пушмакĕ купи-купипе выртни çинчен каласа паратчĕç. Уйăхран сывалса çитрĕм, Потсдам çывăхĕнче тăракан юлташсем патне таврăнтăм. Ака уйăхĕн вĕçĕнче пиччепе, Тихонпа, тĕл пултăм. Иксĕмĕр те пĕчĕк ачасем пек хĕпĕртесе ÿкрĕмĕр. Сталин приказĕпе килĕшÿллĕн пĕр тăвансем тĕл пулсан вĕсене службăна малалла пĕр чаçре тăсма ирĕк панă. Эпĕ К.Рокоссовский маршал штабĕн çыхăнуçи пулса тăтăм. Паллă çар пуçне темиçе хутчен те курма тÿр килчĕ. Пиччепе, çар врачĕпе, Берлина çитрĕмĕр, рейхстаг стени çине «Прокопьевы из Чувашии» тесе çыртăмăр. 1945 çулхи чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕнче демобилизацилерĕç.Канаш станцийĕнче колхозра механизаторта ĕçлекен аппа, Полина, кĕтсе илчĕ. Тÿрех анне патне Çĕнĕ Ахпÿрте вĕçтертĕмĕр, - терĕ Михаил Прокопьевич.

Фронтра М.Прокопьев тутар каччипе З.Мардагалимовпа туслашнă. Иккĕшĕ те сапер. Çĕнтерĕве Берлинта кĕтсе илнĕ. Паттăрлăхпа хăюлăхшăн орденсемпе тата медальсемпе наградăланă. Вăрçă хыççăн вĕсен çыхăнăвĕ татăлнă. Пĕр-пĕрне тупма 220-мĕш танк бригадин ветеранĕсен канашĕ пулăшнă. 42 çултан вĕсем Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче Ленинградра пĕр-пĕрне хыттăн ыталанă. Аса илÿсен вĕçĕ-хĕрри пулман.Хусанта пурăннă З.Мардагалиев урăх тĕнчене кайнăрăнпа пилĕк çул иртнĕ ĕнтĕ. Михаил Прокопьевич тусне яланах аса илет. Мĕнле манăн-ха: вилĕме çĕнтерсе тăван киле тĕрĕс-тĕкел таврăннă вĕт-ха.

М.Прокопьевăн пиччĕшĕ Тихон та тахçанах çук ĕнтĕ. Тăванĕсен хушшинче вăрçăран таврăнайманнисем сахал мар. Сăмахран, Д.Константинов хыпарсăр çухалнă, трактористра ĕçленĕ Иванпа Алексей Цаплинсем Курск патĕнче пурнăçран уйрăлнă.

- Ветерансен канашĕ тата çамрăк йĕрлевçĕсен организацийĕ чĕннипе Çĕнтерÿ уявне ирттерме Ленинграда виçĕ хутчен кайса килтĕм. Çапăçнă вырăнсенче пултăм. Унта пĕтĕмпех курăк пусса илнĕ, нимле паллă та юлман.Хама амантнă вырăна пур пĕр шыраса тупрăм. Кашнинчех çарти туссемпе тĕл пулса çамрăклăха аса илтĕмĕр, чун каниччен калаçрăмăр. Çитĕнĕкен ăрăва çапла калас килет: Тăван çĕр-шыва тĕрлĕ йăх-яхран хÿтĕлеме яланах хатĕр пулăр, унсăрăн ăна çухатасси те инçе мар, - вĕçлерĕ сăмахне вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă ветеран.

Михаил Прокопьевич ачисен, мăнукĕсен, кĕçĕн мăнукĕсен пурнăçĕпе интересленсех тăрать, сĕнÿ, канаш парать. Ахаль салтак, ахаль вĕрентекен пулнă, тăванĕсемшĕн, юлташĕсемшĕн вара - яланах уçă кăмăллă чăн-чăн çын.

Виталий АЧЧА.

Канаш районĕ.

Çемье архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Новости по теме