Чуна уçăлтармалли уяв Кушарта

15 Утă, 2014

Халĕ ял уявĕсем ирттересси çĕнĕрен йăлана кĕрсе пырать. Авалах вĕсен пĕлтерĕшĕ калама çук асамлă пулнă: кулленхи ĕç-хĕле çут çанталăк календарĕпе çыхăнтарасси, вĕсене чун вăйĕсемпе сăвапласси. Паянхи уявсем вара çак тĕллеве пурнăçлаяççĕ-и?

Тÿрех каламалла: ял уявĕсем хăйсен ячĕпех çак тĕллеве пурнăçлама тытăнаççĕ. Акă мĕн çырнă хăй туйăмне палăртса Çавалăн çак тăрăхĕн паллă сăвăçи Иван Ивник:

Çаран йăмри çине шур уйăх утлансан

Чĕремçĕм кăкăрта пушар пек вутлансан

Уçăлтарма каяттăм чунăма

Çавал хĕрне - каç лăпкă тăнă май.

/"Çавал çинчи каç", 1934 ç./

Çавал тăрăхĕнчи КУшар Юнтапара çак тăрăхри ялсен уявĕ пулассине илтсесн ман пекех "чуна уçăлтарма" халăх йышлăн пухăнчĕ.

Капăр хăюсемпе, тĕрлĕ тĕслĕ вун-вун хăмпăпа илемлетнĕ клуб, унăн картишĕ, ачалăхпа тачă çыхăнăнран-ши, чĕрере ырă туйăмсем вăратрĕç. Хальхи клуб, 70-80 çулсенче кĕçĕн классене вĕрентнĕ шкул çурчĕ пулнăскер, пĕчĕкскерсене капмар та аслă пек курăнатчĕ. Пысăк чÿречесем, шап-шурă тĕспе сăрланă шкул пире куллен пĕлÿ çуртне йыхăратчĕ. Хулари пысăк çуртсене курса йăлăхнă куçсемшĕн халĕ вăл пĕчĕк çеç курăнать пулин те çак кун уяв тумĕпе чиперленнĕскер, таврана сăмсана кăтăклакан техĕмлĕ шÿрпе шăршипе асамлăн уяв тĕнчине илсе кĕчĕ.

Гвардеецсем

Ярмушка ял тăрăхĕ 8 яла пĕрлештерет: Ярмушка, Пуканкас, Мăн Элмен, Авшак Элмен, Кив çурт Мăрат тата виçĕ юнтапа - Уйкас, Кушар, Хурапыр. Совет саманинче те вăл пĕр тытăмраччĕ. "Гвардеец" колхоз пĕрлештернĕ хуçалăх çирĕппĕн, тикĕссĕн аталанатчĕ. Районта та, республикăра та тĕрлĕ çитĕнĕвĕсемпе паллаштармалли, паллă çынсемпе хăпартланмалли пулнă. Хуçалăхсем йăшнă тапхăрта "Гвардеец" икке пайланчĕ. Вунă çул ытла уйрăмшар тапăлтатнă хыççăн 8 ял каллех пĕрлешрĕ. Анчяах "Уйрăм пурăннă" çулсенче те социализмăн пĕрлехи çуртне купаланă халăх пĕр пĕр-пĕринпе яланхиллех хутшăнатчĕ. Кушар каччисем Уйкаса чупнă, ярмушкасем Кушартан хĕр илнĕ...

Алран кайми

Çуллен иртекен ял тăрăхĕн уявне кăçал тĕп ялта, Ярмушкара мар, Кушарта ирттеме йышăннă. Ярмушкари "Утмăл турат" пултарулăх ушкăнĕ /кунта утмăл çултан иртнĕ çамрăк чунлă хастарсем çÿреççĕ/ картишĕнче хатĕрленĕ сцена çинче "Алран кайми аки сухи" юрра янратса ярсан пуçтарăннă халăх ура çине тăчĕ. Пирĕн тăрăхра йăли çавнашкал: кирек мĕнле пулăм пултăр - уяв е чÿк, пăтă çиеççĕ е акатуй уçăлать - чи малтан "Аки-сухине" виçĕ çавра шăрантараççĕ. Халăхăн манăçми гимнĕ вăл. Уява Ярмушка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕ уçрĕ Алексей Петров. Ырă ĕçпе палăрнисене Тав çырăвĕпе, Хисеп хучĕпе чысларĕç. Культура çулталăкĕнче халăх тăван тăрăхне тирпей-илем, хăтлăх кÿме ăнтăлнине палăртрĕ. Вырăнта пурăнакансем çеç мар, ялтан тухнă предпринимательсем те ачалăхри çĕр-шывне манманни, аталантарма тăрăшни чăннипех те савнтарать.

Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.Петров, район Пухăвĕн депутачĕ Г.Спиридонов, ял тăрăх депутачĕ В.Н.Анисимов уява килнисене саламларĕç.

Пайтаçăсен пуçарулăхĕ

Уйкас Юнтапара кăçал 4-5 çын курăмлă чылай ĕç тунă. Юрийпе Андрей Фендотовсем Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк тавра çĕнĕ карта тытма укçа панă, Николай Захаров хăй шутĕнчен айлăмри çула хăпартса 200 метра яхăн асфальт çул сарнă. Сергей Сотников Тури пĕве хĕрринчи çула тикĕслесе çирĕплетнĕ, Лев Раков çăва картине çĕнетме укçа уйăрнă. Виçĕ ял çăвине ниме пухса тирпейленĕ, çĕрĕшнĕ картана улăштарнă. Çакă мар-и тăван тăрăха юратма, ăна çĕклеме, аталантарма хавхалантаракан тĕслĕх. "Ыр ут хыççăн пин ут шыв ĕçет", - тенĕ халăхăмăр. Тен, ыран теприсем ырă ĕçе хăйсен тÿпине хывма мехел çитерĕç.

Уяв Кушар Юнтапара иртнĕ май тĕп тиеве туртма шăпах вĕсене лекрĕ. Ирина Федотова виçĕ уйăхри ачипе пĕрлех шÿрпе пĕçерме килнĕ Валентина Хундяковăпа иккĕшĕ хатĕрленĕ техĕмлĕ шÿрпине кашниех кăмăл туличчен çисе савăнма пултарчĕ. Валерьян Перепелкин Кушарти культура çурчĕ валли парне - плазмăллă пысăк телевизор - хатĕрленĕ.

Ÿркенмен ăста пулнă

Ал ĕç ăстисен курав сентрисем умĕнчен те халăх татăлмарĕ. Хамăр хушăрах пурăнаççĕ вĕсем, асамçăсем. Çăм çипрен çыхса ăсталанă смешариксем, çыхнă кавир-виткĕç, тĕрленĕ ал шăлли тата ыт. те. Пуканкассинчех Зоя Семеновăн вĕтĕ шăрçаран ăсталанă илĕртмĕшĕсем - "Кĕрхи хурăн", "Укçа йывççи", "Кăвак чечек" - ĕçĕсем ятарлă хаклава тивĕçрĕç. Чун туртсан алă тăвать. Ахальтен каламан: ÿркенмен ăста пулнă. Çапах та ал ĕçĕсенче авалтан килекен асамлă чăваш эрешĕсем çухалса пыни сисĕнчĕ.

Мĕн сас лайăх?

Ирхи тăхăр сехетрех вырнаçтарнă батут-керменте ача-пăча сасси чарăнмарĕ. Сцена çинче вара миçе юрă шăранмарĕ-ши çав кун, миçе çын тăпăртатса тĕрĕслемерĕ-ши Кушарсен урайне? Халăх фольклор ушкăнĕсем "Шурăмпуç", "Чашлама", Кушар, Уйкас Юнтапа пултарулăх ушкăнĕсем, Авшак Эльмен, Кивçурт Мăрат ялĕнчи шкул ачисем, Çĕмĕрле, Элĕк, Канаш районĕсенчен, Канаш хулинчи "Россиянка" ансамбль, Шупашкар юрăçисем... Пĕрин хыççăн тепри улшăнчĕç юрăсем. Пултарулăх пайне йĕркелесе ертсе пынă Александр Ивановпа Алина Спиридонова халăха хĕвел йывăç тăррисене перĕничченех сцена умĕнчен пистермерĕç. Тавах вĕсене.

Манăçми ятсем

Кашни ялăн, тăрăхăн сумлă çыннисем пурах. Кушартан тухнă, халĕ Шупашкарта тĕпленнĕ Людмила Киргизова /Шестакова/, Раççей, Чăваш республикин тава тивĕçлĕ учителĕ ята тивĕçнĕскер Кушар ялĕн историйĕпе, унти паллă çынсемпе паллаштарчĕ. 1842 çулхи историе "Шурча вăрçи" ятпа кĕрсе юлнă пăлхава пирĕн тăрăх çыннисем хастар хутшăннине пĕлетĕп-ха. 1792 çулта çуралнă, 26 çул хĕсметре тăрса патша тавне темиçе те тивĕçнĕ Кушарти Çитăр мучи - Сидор Семенов - халăха пăлхава çĕкленĕ. Халăх хăй паттăрĕсене асра тытни мăнаçлă.

Акă, сăмахран, Авшак Элменрен тухнă Надежда Иванова, РФ вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, доцент, Митта Ваçлей, Иван Ивник премийĕсен лауреачĕ ертсе пынипе ялти çынсемпе калаçса, кивĕ сăн ÿкерчĕксене пухса фото-видео архивсем йĕркелеççĕ, ятарлă хаçатсем кăлараççĕ. Çак ялта çуралса çитĕннисенчен нумайăшĕ тĕрлĕ хулара пурăнаççĕ пулин те хăйсен ентешлĕх чăмăртанăвне хавхалануллăн ĕлĕкхиллех "Гвардеец" ят панă. Вĕсем ялăн ватăлас сулнăклăхне сирес тесе май çитнĕ таран тăрăшаççĕ. Ял уявĕсем ирттереççĕ, асăнмалăх видео архив йĕркелеççĕ. Паллашас тетĕн тĕк иртнине, тархасшăн, çыхăн çеç хастар "гвардеецсемпе".

Спорт вăййисене ентешлĕхĕн маттурĕ Г.Герасимов йĕркелесе пычĕ. Спорт вăййисенче Кушарти Павловсен çемйи палăрчĕ. Эпир ача чухнех пĕр ăмăрту та иртместчĕ пулĕ вĕсемсĕр, халĕ те правур.

Кире пуканĕ çĕклерĕç, вĕрен туртрĕç, михĕ тăхăнса сикрĕç, армреслинг, шашка, дартс... Хапăл тăвакана тархасшăн - тĕрĕсле вăй-хална кĕрхи ĕç-çи пуçланиччен. Пиçĕхтер ÿт-пÿне.

Анчах та ентешсен хастарлăхне урăхларах хаклакан та пур иккен. Авшак Элмен кинĕ Альбина Егорова уявсене пайтаçăсем пулăшнипе сулмаклă та курăмлă ирттернине ÿпкелекенсем те пулнишĕн пăшăрханнине пĕлтерчĕ. Çакă, паллах, хастарлăха чакарать. Хурапыртан тухнă Чăваш телерадио хорĕнче нумай çул ĕçленĕ Людмила Кузнецова /Быкова/ та юрăпа савăнтарчĕ уявçăсене, ентешĕсене харсăртарах, ăнтăлуллăрах пулма чĕнчĕ.

Мăн Элмен хĕрĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Надежда Ильина Иван Ивник 100 çул тултарнă ятпа унăн сăввисен пуххине пичетлесе кăларнă. Унта халĕччен пичетленмен нумай сăвă кĕнĕ. "Ивник тенĕрен, хальхи çамрăксем пĕлсех каймаççĕ пулĕ-ха. Вăл та хамăр ялах-çке, кукамăшĕ шăпах пирĕн ялтан Мăн Явăша качча тухнă", - сăмахларĕ Уйкас Юнтапа çынни Нина Флегентова.

Мăн Çавал тăрăхĕнчи ялсем çут çанталăк илемĕпе те, историйĕпе те, ĕçĕ-хĕлĕпе те, пултарулăхĕпе те калама çук пуян инкекне куртăмăр ĕнтĕ. Апла пулин те вĕсене упраса аталантармалли куç кĕрет. Çакна тума вара пĕр-пĕрин пуçарулăхĕпе паллашмалла, маттуррисенчен вĕренсе пымалла.

Ентешĕмĕрсен, кунта пурăнакан çынсен те, ку тăрăхран тухса аслă çĕр-шывăмăрăн тĕрлĕ кĕтесне саланнă ывăл-хĕрĕн те "чуна уçăлтармашкăн Çавал хĕрне" - тăван кĕтесне - килсе кайма сăлтавĕ пурах. Тăван çĕре-шыва сума сусан, манмасан тăван ялăмăрсем тĕрекленсе пырас шанчăк кÿчĕ уяв.

Рубрика: