Çынсен пурнăçне çăласси пархатарлă

9 Утă, 2014

Студентсенчен чылайăшĕ çуллахи вăхăта усăллă та кăсăклă ирттерме тăрăшать. Нумайăшĕ каннипе пĕрлех хăйне тыткаламалăх укçа ĕçлесе илме те ăнтăлать. Акă Мускав автомобильпе çул-йĕр патшалăх техника университечĕн Атăлçи филиалĕнче автомобильпе çул-йĕр факультетĕнче вĕренекен Егор Гилимзянов çак тĕллевпе виççĕмĕш çул ĕнтĕ Хура тинĕс хĕррине васкать.

Икĕ çул каялла вăл, студентсен педагогика отрячĕн хастарĕ, ача-пăча сывлăхне çирĕплетмелли лагерьте вожатăйра вăй хунă, унтан - каçхи вожатăйра. Пĕлтĕр Егор ишес енĕпе инструкторта тăрăшнă. Кăçал вара каччă çăлавçă-матрос пулас тенĕ. Ку специальноçпа ĕçлес тесен аттестаци витĕр тухмалла, çавăнпа йĕкĕт Чăваш Енри çăлавçăсен çамрăксен корпусне кайнă. Унта ятарлă программăпа килĕшÿллĕн вĕреннĕ. "Пире пĕр-пĕр инкек тухсан мĕн тумаллине, шар курнисене еплерех пулăшу кÿмеллине тата ыттине тĕплĕн вĕрентрĕç. Тĕрĕссипе, çак самантсем çăлавçă пулас текенсемшĕн çеç мар, пуриншĕн те кăсăклă та питĕ кирлĕ", - пĕлтерчĕ Е.Гилимзянов. Çак кунсенче вăл инçе çула кайма пуçтарăнать: кăçал та каччă Туапсе çывăхĕнчи "Асамат кĕперĕ" ача-пăча лагерĕнче вăй хурĕ.

Чăваш Республикинчи çăлавçăсен çамрăксен корпусне 2001 çулта йĕркеленĕ. Вăлах "Çăлавçăсен Пĕтĕм Раççейри студентсен корпусĕ" общество организацийĕн /ăна 2002 çулта туса хунă/ Чăваш регион уйрăмĕ шутланать. Унтанпа пĕтĕмпе 760 çын асăннă корпус членĕ пулса тăнă, вĕсен йышĕнче - вăтам тата аслă професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ учрежденийĕсен студенчĕсем, ĕçлекен хĕрсемпе каччăсем. Асăннă йышран 556-шĕ Раççей МЧСĕн çăлавçăсене пуçламăш тапхăрта хатĕрлемелли программипе килĕшÿллĕн вĕреннĕ тата "Çăлавçă" специальноçпа аттестаци витĕр тухнă. ЧР çăлавçăсен çамрăксен корпусĕн председателĕ Сергей Сеткин пĕлтернĕ тăрăх - ку занятисене /пĕтĕмпе - 140 сехет/ Чăваш Енри чрезвычайлă лару-тăрупа граждан оборонин ĕçĕсен патшалăх комитечĕн, граждан хÿтĕлевĕн вĕренÿпе методика центрĕн, çăлавпа шырав службин, пĕчĕк карапсен патшалăх инспекцийĕн, МЧС тата катастрофа медицинин центрĕн ĕçченĕсем ирттереççĕ. Çак тапхăрта студентсем тĕрлĕ синкерте шар курнисене медицинăпа психологи тата ытти пулăшу пама хăнăхаççĕ, çынсене çăлассин хăрушсăрлăх мерисемпе, вĕсене эвакуацилессин йĕркипе паллашаççĕ, пушар тухнине асăрхасан чи малтан мĕн тумаллине тишкереççĕ, тĕтĕм-сĕрĕм тыткăнне лекнисене пусмапа, вĕренпе усă курса урама илсе тухма вĕренеççĕ... Кăмăл пуррисем катерпа, мотокимĕпе, гидроциклпа çÿреме хăнăхаççĕ, чăн та, ку курссем тÿлевлĕ.

Теорие шĕкĕлчесе практика тухнă хыççăн çамрăксен патшалăх экзаменĕ тытма тивет. Аттестациленнĕ çăлавçăсене çуллахи вăхăтра пляжсенчи тата çыран хĕррисенчи дежурствăсене явăçтараççĕ. Хăшĕсем хăйсен ăсталăхне ача-пăча сывлăхне çирĕплетмелли учрежденисен çăлав посчĕсенче ÿстереççĕ. Студентсене Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи пĕчĕк карапсен патшалăх инспекцийĕн ĕçченĕсем Атăлта йĕркелекен рейдсене те хутшăнтараççĕ. Тĕслĕхрен, "Пляж-2013" тĕрĕслевпе профилактика операцийĕ вăхăтĕнче, çĕртме-утă уйăхĕсенче, корпус хастарĕсем шывра путма пуçланă 5 çынна çăлнă. "Пĕрне хам туртса кăлартăм, васкавлă пулăшу кÿнĕ хыççăн "112" номерпе шăнкăравларăм", - аса илет иртнине Сергей Сеткин кун пек лару-тăрура çухалса каймалла маррине аса илтернĕ май. Вăл каланă тăрăх - 2010-2013 çулсенче çамрăксен корпусĕн аттестациленнĕ 40 студенчĕ çĕртме-юпа уйăхĕсенче Геленджик, Анапа, Туапсе хулисенчи тата Краснодар крайĕнчи аквапарксемпе лагерьсенче практикăра пулнă. Кăçал та тинĕс хĕррине çăлавçă должноçĕнче ĕçлеме каякан сахал мар. Çăлавçă-общественниксенчен чылайăшĕ - Пĕтĕм Раççейри шывра путакансене çăлакансен обществин членĕсем.

Çакна та палăртса хăварар: 2010 çулта пирĕн республикăра вăрман пушарĕсене сÿнтермешкĕн БЕ-200 самолетпа усă курнă, ăна Атăлта шыв илнĕ чухне хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ĕçе корпус членĕсем те хутшăннă.

Кĕркуннепе çуркунне çăлавçăсен çамрăксен корпусĕн членĕсем "Асăрханăр, пăр çÿхе!" акцире пуçарулăх кăтартаççĕ, çÿхе пăр çине кĕрекенсене тата пулă тытма юратакансене информаци хучĕсемпе буклетсем валеçсе параççĕ, хăрушсăрлăх мерисене аса илтереççĕ. Хĕллехи вăхăтра та çакнашкал мероприятисенчен айккинче юлмаççĕ вĕсем. Корпус хастарĕсемшĕн обществăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ ытти акци те ют мар, тĕслĕхрен: "Хăвăн çуртна хÿтĕле" /çынсемпе тĕл пулса пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене тишкерни/, "Пирус тĕтĕмĕнчен ирĕклĕ вырăнсемшĕн" т.ыт.те. Çамрăк çăлавçăсем 2013 çулта Шупашкар хулинчи "Общество хисепĕ-2013" конкурсра "Канăçсăр чĕресем" номинацире 3-мĕш вырăн йышăннă.

Спорт ăмăртăвĕсенче те маттур вĕсем. Ахальтен мар ĕнтĕ корпус хастарĕсем федерацин Атăлçи округĕнче студентсен отрячĕсен хушшинче çăлавçăсен нумай енлĕ кĕрешĕвĕ енĕпе ирттернĕ ăмăртура 3-мĕш вырăна тухнă. Çăлавçăсем çулсеренех вĕренÿпе тренировка пухăвĕсенче /сборы/ хăйсен ăсталăхне ÿстереççĕ, кĕлеткине пиçĕхтереççĕ. Атăл леш енче кашни çулах "Çăлавçă" слет иртет. "Унсăр пуçне кăçал утравра "Хăтăлу шкулĕ" йĕркелес тетпĕр. Шăрпăк тата кăштах апат-çимĕç илсе çут çанталăкра пĕр эрне пурăнса пăхасшăн", - тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ Сергей Сеткин.

Хальхи вăхăтра çăлавçăсен çамрăксен корпусĕнче 50 çын. Унта 18 çул тултарнисене илеççĕ. Вĕренÿ заведенийĕсене пĕтерекенсем, ĕçлемешкĕн ют региона каякансем, çемьеленекенсем, уйрăмах хĕрсем, организаци йышĕнчен тухаççĕ. Вĕсем вырăнне çĕннисем килеççĕ. 30 çул тултаракансем вара Раççей çăлавçăсен пĕрлешĕвĕн /РОССОЮЗСПАС/ регион уйрăмне куçаççĕ. Сăмах май, икĕ çак организаци пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлет. С.Сеткин пирĕн республикăра шкул ачисем валли "Хăрушсăрлăх шкулĕ" ĕçленине пĕлтерчĕ. Унти ачасенчен нумайăшĕ 18 çула çитсен çăлавçăсен çамрăксен корпусне килет. Вĕсем пурте тенĕ пекех спортпа, туризмпа туслă. Ку организацире ăсталăхне туптакан çамрăксен хушшинче малашнехи кун-çулне пĕр-пĕр инкекре шар курнисене пулăшассипе çыхăнтаракансем те пур: вĕсем МЧСăн вĕренÿ заведенийĕсене пĕлĕвне тарăнлатма е пушар хуралне ĕçлеме каяççĕ. Çынсен пурнăçне çăласси пархатарлă тивĕç пулнине лайăх пĕлеççĕ вĕсем.