«Кĕтне» пурне те тарават

8 Утă, 2014

Комсомольскинчи спорт керменĕ айлăмра ларнăран аякран сăнасан ал лаппи çине вырнаçнăнах туйăнать. Илемĕпе илĕртекен çурта кĕрсе тухма васкарăм.

Чи пĕрремĕшсем, чи пултаруллисем

Республикăра «Урожай» спорт обществине йĕркеленĕ хыççăн Каçал тăрăхĕнче физкультура юхăмĕ вăй илме тытăннă. 1940 çулта «Искра» колхозра спортпа туслисен пĕрремĕш ушкăнĕ чăмăртаннă, çулталăк вĕçĕ тĕлне унăн йышĕ 24 çитнĕ. Каярах район спортсменĕсем тĕрлĕ ăмăртура палăрма пуçланă. 1952 çулта «Ленинская искра» колхозра вăй хуракан хĕр Ира Антонова çĕр-шыв тата СССР чемпионачĕсенче 100 тата 400 метрлă дистанцисенче çĕнтернĕ, Комсомольскинчи çĕвĕç Нина Боровкова пилĕк енлĕ кĕрешÿре республика рекордне çĕнетнĕ, тăршшĕне сикес енĕпе Чăваш Ен чемпионки пулса тăнă. Пикесем каярах йĕтре тĕртекенсен тата диск ывăтакансен турнирĕсенче те лайăх кăтартусемпе савăнтарнă. Пултаруллă йĕлтĕрçĕсем Николай Харитоновпа Анатолий Попова та Чăваш Ен чемпионатĕнче пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарнă, Николай ишес енĕпе те ăста пулнă. 1958 çулта Нĕркеçри çамрăк шашист Петр Гладков республика чемпионатĕнче мала тухса спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарнă. Çĕнĕ Кипеçри Вениамин Волковпа Аслă Çĕрпÿелти Николай Удин çÿллĕшне тата тăршшĕне сикес енĕпе, Аслă Чурачăкри Виктор Одинцов чупас енĕпе палăрнă. 1956 çулта Каçал тăрăхĕн футболисчĕсем Чăваш Ен чемпионатĕнче çĕнтерсе çĕр-шыв ăмăртăвне хутшăнма путевка çĕнсе илнĕ. Вĕсемех лапталла выляса республика чемпионĕн ятне 16 хут тивĕçнĕ.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче Каçал тăрăхĕн спортсменĕсем тата пысăкрах çитĕнÿсем тунă. Акă Тукайри кĕрешÿçĕ Петр Матросов Чăваш Ен чемпионатĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнннă, унăн вĕренекенĕсем Николай Смирнов, Александр Сорокин, Николай Краснов, Николай Супов тĕрлĕ турнирта палăрнă. Волейболистсен команди те республикăра чапа тухнă. 1966 çулта Комсомольски каччи Юрий Самарин ишес енĕпе рекорда çĕнетнĕ, пĕр тăван Гладковсем тата Ольга Кульгеева шашистсем Чăваш Ен чемпионатĕнчен тăван тăрăха ылтăнпа таврăннă. Çав тапхăртах Вăрманхĕрри Чурачăкри Вениамин Белков /ун чухне вăл педагогика институтĕче вĕреннĕ/ çĕр-шыв чемпионатĕнче 800 метрлă дистанцире тата эстафетăра мала тухнă. Палăртмалла: 1978 çулта унăн вĕренекенĕ Александр Михайлов Раççей чемпионĕн ятне икĕ хутчен тивĕçнĕ.

Каçал тăрăхĕ маттур спортсмен сахал мар çитĕнтернĕ, Комсомольскисем вара уйрăмах çаксемпе мухтанаççĕ. Чи палли - Вера Чернова. Аслă Чурачăк ялĕнче çуралса ÿснĕскерĕн пурнăçĕ питĕ кĕске пулнă, вăл 24 çултах çĕре кĕнĕ. Çапах та вăл спорт кун-çулĕнче пысăк йĕр хăварнă. Омскри физкультура институтĕнче вĕреннĕ йĕлтĕрçĕ СССР спорт мастерĕн нормативне тултарнă. Вăл - Пĕтĕм тĕнче Универсиадин çĕнтерÿçи, çĕр-шыв чемпионки, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăм йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕн тата Пĕтĕм тĕнчери хĕллехи вăйăсен паттăрĕ.

Сумлă тепĕр спортсмен вăл - Олимп чемпионĕ Владимир Воронков. Канаш хулинче ÿснĕ паллă йĕлтĕрçĕ Комсомольски районĕнчи Тукай ялĕнче кун çути курнине чылайăшĕ пĕлмест те пулĕ. Çĕнĕ Мăрат хĕрĕ Дина Григорьева та паянхи кун Канашра тĕпленнĕ. Ветерансен хушшинче иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче тĕрлĕ çулта 11 хут çĕнтерÿçĕ пулнă йĕлтĕрçĕ паянхи кун та тренерта ĕçлет. Çавăн пек полиатлон ăсти, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Тамара Краснова /Кĕçĕн Каçал/, пултаруллă велосипедçă, Олимп вăййисене хутшăннă Ирина Калентьевăпа Вера Андреевăна çитĕнтернĕ РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Владимир Краснов /Комсомольски/, велоспорт енĕпе СССР спорт мастерĕ, çĕр-шыв чемпионки Зоя Ефремова /Тури Тимĕрчкасси/ Каçал тăрăхĕн ят-сумне çÿле çĕкленĕ.

Пуянлăхĕпе тĕлĕнтерекен кермен

Чылай çул каялла тĕрлĕ ăмăртура палăрнă спортсменсем тата Комсомольскинче 1988 çулта уçăлнă спорт шкулĕнче вĕреннĕ ачасемпе çамрăксем илемĕпе тĕлĕнтерекен спорт керменĕ пирки ĕмĕтленнĕ-ши? 2011 çулта хута кайнăскер техникăпа пурлăх енĕпе пуян, спорт шкулĕн икĕ уйрăмĕнче /çăмăл атлетика тата ирĕклĕ мелпе кĕрешесси/ вĕренекен 288 ачана ăсталăха туптамашкăн услови çителĕклех. Çак тапхăрччен кунтан вун-вун каччăпа хĕр вĕренсе тухнă. Вĕсенчен чылайăшĕ - республика чемпионачĕсемпе турнирĕсен çĕнтерÿçисемпе призерĕсем. Паян та хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнтараканни - спортăн тĕнче класлă мастерĕ, Европа тата тĕнче кубокĕсен призерĕ, пултаруллă марафонçă Алевтина Биктимирова /Виçпÿрт/.

Хальхи вăхăтра учрежденире 25 тренер вăй хурать. Çавăн пекех спорт шкулĕн 8 ялта филиалсем ĕçлеççĕ. Акă Чурачăкри Валерий Плешковăн вĕренекенĕсем çăмăл атлетикăра пысăк çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăваççĕ. Артем Мартынов, Мальвина Корсунова, Снежанна Школьникова Олимп резервĕсен училищинче пĕлÿ илеççĕ. Николай Андреев тренер патĕнче те пултаруллă çамрăксем ăсталăха туптаççĕ, тимĕр вăййине кăмăллакансем унта хаваспах çÿреççĕ. Геннадий Петуховпа Валерий Денисов каччăсемпе хĕрсене ирĕклĕ мелпе кĕрешме вĕрентеççĕ, вĕсен воспитанникĕсем нумаях пулмасть Чăваш Ен ăмăртăвĕсенчен медальсемпе таврăннă. Сергей Остапенко ертсе пыракан баскетболистсен команди акă кăçал республика турнирĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă. Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен спорт мастерĕн кандидачĕ Инесса Андреева та Каçалти спорт шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Кросс чупма ăстаскер республикăри тата çĕр-шыври чылай ăмăртура çĕнтернĕ. Учреждени директорĕ Сергей Тихонов пĕлтернĕ тăрăх - çитес вăхăтра ишевçĕсем, волейболистсем, баскетболистсем, кире пуканĕ йăтакансем валли çĕнĕ секцисем уçма палăртнă. Çавăнпа малашне ачасен йышĕ нумайланасса, вĕсем пысăк çитĕнÿсемпе савăнтарасса шанать вăл.

Рубрика: