Куçа курăнман эрех инкекĕ

9 Утă, 2014

Çулталăк пуçламăшĕнче патшалăх эрех тăвакан спиртран тытакан акцизсене пысăклатни пирки "Хыпарта" сăмах пуçартăм. Вĕсем патне каллех таврăнас килет. Нумайăшне кăсăклантаракан хыпарсемпе паллашар-ха. Нумаях пулмасть РФ Финанс министерствин яваплă ĕçченĕсем шурă эрех Правительство шайĕнче йышăну кăларса çирĕплетнĕ планпа килĕшÿллĕн хакланмĕ тесе пĕлтерчĕç. Питĕ кăсăклă сăмахсем. Ыйтăва тишкерме хистеççĕ.

Финмин кашни çул Правительствăран акцизсене ÿстерме çирĕп ыйтать. Хыснара укçа нумай пуçтармалла-çке. Патшалăх тăкакĕ пайтах. Унăн пĕр пайне саплаштарма акцизсенчен кĕмĕл "юхтармалла" терĕç. Çил урăх енчен вĕрнĕ пек туйăнчĕ. Министерство вĕсене çуллен пысăклатса пымалла текен шухăша ырлама пăрахни кăштах хĕпĕртеттерет. Паллах, чиновниксем шурă эрехрен хыснана налук кăçалхи пĕрремĕш çур çулта пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен сахалрах пырса кĕнине, алкоголе хаклатнăран вăл темиçе çул каяллахи пек çăмăллăн сутăнманнине лайăх пĕлеççĕ.

Тăхăр градусран çирĕпрех шывсăр пĕр литр спирт акцизĕ кăçал 500 тенкĕпе танлашать. Правительствăн иртнĕ çулсенчи планĕпе килĕшÿллĕн ăна килес çул - 600, 2016 çулта 700 тенкĕ шайĕнче тытма палăртнăччĕ. Ыйтăва нумаях пулмасть РФ Правительствинче тепре сÿтсе явнă та акцизсене пысăклатмалли тĕллеве вăрахрах пурнăçа кĕртме йышăннă. Финминăн налук енĕпе ĕçлекен департаменчĕн ертÿçи И.Трунин вĕсене 2015 çулта кăçалхи шайра хăварассине пĕлтернĕ. «Йышăнăва çĕр-шывăн 2015-2017 çулсенчи налук политикин программине кĕртсе хăварнă ĕнтĕ, - тенĕ вăл. - 2016 тата 2017 çулсенче акцизсем епле пулассине хальлĕхе уçăмлатман. Тен, вĕсене 2016 çулта та индексацилемĕпĕр е 10 процентран сахалрах индексацилĕпĕр». «Ведомости» хаçат акцизсем 2015 тата 2016 çулсенче 500 тенкĕ шайĕнче юлассине, 2017 çулта маларахри çумне 23 тенкĕ çеç хушассине пĕлтернĕ.

Мĕнле пĕтĕмлетÿ тăвăпăр? Килес икĕ çулта акцизсем 500 тенкех юлнăран, 2017 çулта вĕсене 523 тенкĕ кăна палăртнăран, газ, электроэнерги хакланассине, ытти хăш-пĕр тăкак хушăнассине пĕлсе тăрса заводсем шурă эрехе кăшт çеç хаклатасса шанатпăр.

Акцизсене çуллен нумай ÿстерсе пыни /тăхăр градусран çирĕпрех шывсăр пĕр литр спирт акцизĕ 2010 çулта 210 тенкĕпе танлашнă, кăçал - 500 тенкĕ/ спирт тата алкоголь çаврăнăшне криминализацилеме пулăшнине, шурă эрех туса кăларакан, налук органĕнче шутра тăракан тата тăман заводсемпе цехсем хыснана акциз куçарас мар тесе саккунсене пăснине, çĕр-шывра кăçал шурă эрехрен налук пĕлтĕрхинчен сахалрах пуçтарăннине курса ĕнентĕмĕр. Вăл Чăваш Енре те малтан палăртнă чухлĕ пухăнаймасть.

Акцизсене нумай пысăклатсан уçă алкоголь çаврăнăшĕ вăрттăн рынока кĕрсе пытанассине, эрех пахалăхĕ начарланассине иртнĕ çулсенче РФ Патшалăх Думин депутачĕсем, кĕпĕрнаттăрсем асăрхаттарчĕç. «Çÿлте» вĕсен сĕнĕвне шута хумарĕç, пысăк акциз хурса бюджета пуянлатма тĕллевлерĕç. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен чи йÿнĕ çур литр шурă эрехе 210 тенкĕлле сутма тытăнчĕç. Ял лавккинче чылайăшĕ ĕнсе хыçса тăчĕ.

Пысăк акцизсем мĕн кăтартрĕç-ха? Суррогат алкоголь калăпăшĕ пысăкланчĕ. Пин-пин çын ăна ĕçсе е пурнăçран уйрăлать, е сывлăха хавшатать. Ĕç укçи ĕçлесе илессипе Мускаври е Санкт-Петербургри ĕç çыннипе танлашайман чăваш хĕрарăмĕсенчен ытларахăшĕ арçын ыйтмассерен 210 тенкĕ парса кашни праçник тĕлне çур литр шурă эрех илеймест: укçине хĕрхенет. /Тен, йăнăшатăп?/ Çемье бюджетĕнчи укçана перекетлес тĕллевпе е лаçра сăмакун юхтарать, е ялти вăрттăн цех хуçинчен пахалăхсăр эрех туянать. Паян полици киле кĕрсе сутма мар, хăйĕн валли аншарли юхтаракан кинемее алăран ярса тытмасть, суд тенкелĕ çине лартмасть. Çурт-йĕр çавăракана, килти хуçалăх тытакана, фермера, ытти ĕçлĕ çынна хаярри шăм-шака çемçетме кирлĕ. Вĕсен лавккари шурă эрехе çителĕклĕ туянма укçа çитмест.

Роспотребнадзорăн Шупашкарти управленийĕн ертÿçи Наталья Луговская кăçалхи I кварталта республикăра спирт хутăшĕ ĕçсе 270 çын наркăмăшланнине, 30-шĕ пурнăçран уйрăлнине пĕлтерчĕ. Наркăмăшланнисен хисепĕ 2013 çулхи çав хушăринчен 20,6% пысăкрах е кашни 100 пин çын пуçне 21,7 тивет. Кăçалхи виçĕ уйăхра çулталăк каяллахинчен пахалăхсăр эрех ĕçсе 1,8 хут нумайрах вилнĕ. Наркăмăшланнисен кăтартăвĕ Раççейĕн вăтам цифринчен - 2,8, федерацин Атăлçи округĕн шайĕнчен 2,3 хут пысăкрах. Суррогат алкоголь ĕçсе вилесси пирĕн федераципе Атăлçи округĕн кăтартăвĕсенчен 21,3] тата 9,6% ытларах. Кăçалхи кăрлач-пуш уйăхĕсенче пахалăхсăр тата çирĕплетнĕ йĕркене тивĕçтермен 3700 литр алкоголь продукцине конфискациленĕ.

Çак цифрăсенчен пĕтĕмлетÿ тума йывăр мар. Наркăмăшланнисене больницăпа моргра шута илеççĕ. Мĕнле спиртран хатĕрлени паллă мар эрехе ĕçсе аптранисенчен нумайăшĕ больницăна пулăшу ыйтма каймасть. Официаллă статистика эрех ĕçсе пурнăçран уйрăлнисен хисепне тĕрĕс шута илеймест. ЧР Экономика министерстви кăçал суту-илÿ организацийĕсем суя эрех унта та кунта сутнине çирĕплетрĕ. Вăрттăн типографире патшалăхăн ятарлă маркировки евĕрлĕ хĕрлĕ-шурă цифрăсем çырнă хут татки çапса хатĕрлеççĕ те эрех кĕленчисем çине çыпăçтараççĕ. Вĕсене цехра хатĕрленĕ спирт хутăшĕ тултараççĕ. Раççейре ырă ят çĕнсе илнĕ, брендлă эрех завочĕсен ячĕпе ăна суту-илÿ организацийĕсене йÿнĕрех хакпа вырнаçтараççĕ. Вĕсене лавккасенче те йÿнĕрех сутаççĕ. Кĕскен: экспертсем çĕр-шыври алкоголь калăпăшĕн 50 проценчĕ ытла курăнман рынокпа çыхăннине йышăнаççĕ.

Шухăшăма çапла пĕтĕмлетес килет: эрех тумалли спирт акцизĕсене 2017 çулччен пĕр шайра тытса тăрас текенсен шухăшне ырлатăп. Иртнĕ уйăхра пĕлтернĕ çĕнĕ акцизсене тытса тăрсан çÿлте асăннă çивĕч ыйтусене татса пама çăмăлрах.