"Туртмастăп, сана та сĕнместĕп..."

9 Утă, 2014

Федерацин 2013 çулхи нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕнчи "Граждансен сывлăхне таврана сарăлнă табак тĕтĕмĕн тата ăна туртнă хыççăнхи сиенĕн витĕмĕнчен сыхласси" саккунĕ кăçалхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен туллин ĕçлесе кайрĕ. Унăн хăш-пĕр статйи маларах вăй илнĕччĕ-ха. Чăваш Республикинче, тĕслĕхрен, асăннă документ кун çути куричченех влаç органĕсенче, культурăпа спорт, сиплев, вĕренÿ учрежденийĕсенче тата ытти вырăнта пирус тĕтĕмĕнчен ирĕклĕ хутлăх туса хунă.

Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вара общество апатланăвĕн предприятийĕсенче, хăна çурчĕсемпе общежитисенче, пуйăссенче мăкăрлантарма, йытă çимен апата пĕчĕк киоск-ларекра сутма, пысăк лавккасенче сентре çине кăларса хума чарнă. Çĕнĕ йĕркесене Улатăрта пурнăçа кĕртнипе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви çумĕнчи табак туртнипе кĕрешекен Координаци канашĕн ĕçлĕ ушкăнĕ тата республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем асăннă хулана çитсе курчĕç.

Çакна палăртма кăмăллă: урамра пирус мăкăрлантаракан çукпа пĕрех. Общество вырăнĕсенче туртма чаракан саккуна çынсем мĕнлерех йышăннине уçăмлатас шухăшпа хăйне евĕр ыйтăм ирттерĕмĕр.

Паллах, хуравĕ тĕрлĕрен. Çапах пĕри те çĕнĕ йĕркене тиркемест-хирĕçлемест: пирус тĕтĕмĕ этем ĕмĕрне кĕскетнине пурте ăнланаççĕ.

Çăмăл автомашина умĕнче мăкăрлантаракан хĕрĕхелле çывхаракан таксист: "Туртма юрамасть тесе манăн çул çитмен ача евĕр тĕмĕ хушшине пытанмалла-и ĕнтĕ?"

Афган вăрçи витĕр тухнă арçын: " Халĕ тин мана пирусран пистереймĕн, туртнă та, туртатăп та..."

Тивĕçлĕ канури хĕрарăм: "Упăшка çамрăкранпах пируспа туслă. Тен,çав сăлтавпах йывăр чире кайрĕ. Хăй тухса çÿрейменнипе ку тавара хамах туянса паратăп вĕт. Пĕрлешсенех хирĕçлемелле пулнă та-ха, çине тăманни пĕтерчĕ. Çамрăксем, уйрăмах хĕрсем, пируспа туслашнине ырламастăп. Вĕсем - йăха тăсакансем, обществăна вара сывă ăру кирлĕ".

Çар тумĕ тăхăннă çамрăк: "Эпĕ туртмастăп, сире те сĕнместĕп. Ĕмĕр тăршшĕпе мăкăрлантарнă çынсене çапах та пĕр самантра туртма пăрахтарни организм ĕçне сиенлĕ витĕм кÿме пултарать. Ман шухăшпа - табака çăвара пачах хыпмалла мар. Кун пек чухне чару мелĕ те кирлĕ пулмĕ".

Хулари Ленин районĕнчи общество апатланăвĕн предприятийĕсенче, лавккасенче те пултăмăр. Вĕсенче табак туртнине хирĕçлекен саккун ыйтнине пăхăнни куç ĕрет. Чи малтанах вырăс тата яппун апат-çимĕçĕпе сăйлакан кафене кĕтĕмĕр. Кăнтăр кунĕнче халăх йышлах мар паллах. Хăтлă залра табак тĕтĕмĕн шăрши-марши çукки кунта ăна туртманнине пĕлтерет.

"Смак" кафе хуçи Геннадий Бодров пĕлтернĕ тăрăх - заведенире 10 çул ĕнтĕ туртмаççĕ. Чăн та, мăкăрлантаракансем валли халĕччен ятарлă пÿлĕм йĕркеленĕ, ăна таса мар сывлăша туртакан оборудованипе майлаштарнă. Çĕнĕ саккун вăй илнĕ хыççăн çав хатĕр-хĕтĕре илсе хунă. Табаксăр пурăнайманнисен вара уçă сывлăша тухма тивет, кăмăл çуккисене йĕрке хуралçисем вăйпах кăлараççĕ. Кальяна та пăрахăçланă кунта.

"Пирус туртма чарнă май апатланма çÿрекенсем сахалланнипе тăкак тÿсместĕр-и?"- тесе кăсăклансан Геннадий Александрович халăх малтанхи евĕрех йышлă пулнине пĕлтерчĕ. Çапах та чунĕнче шикленÿ пурах хăйĕн: вăрттăн туртма шухăш тытнисем снтермен пируса унта-кунта пытарма хăтланнипе вут-çулăм тухас хăрушлăх канăçсăрлантарать ăна.

Валентина Еремеева тытса тăракан кафере те туртакансене хапăлламаççĕ. Пирусĕ сутлăхра пур паллах, анчах ăна ыйтакан сахал. "Çак пĕчĕк пÿлĕмре çăвара пирус хыпма хал çитмессĕн туйăнмасть, - тет вăл. - Çынсем пирĕн пата пуçĕсене минретме мар, техĕмлĕ апатпа сăйланма çÿреççĕ".

"Нива" лавккари табак сутакан уйрăмра сентре çинче пирус таврашĕ кураймăн, ăна куç тĕлне пулман вырăна илсе хунă. Вĕсен прейскуранчĕ вара - сĕтел çинчех, тавар ассортиментне алфавит йĕркипе кăтартнă, шурă хут çине хура тĕспе çаптарнă. Наталья Ширманова сутуçă çирĕплетнĕ тăрăх - ăна туянакан юлашки вăхăтра йышланнă, çакă чи малтанах ларек-павильонта унпа сутă тума чарнипе çыхăннă.

Улатăр хула администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Марискин палăртнă тăрăх - федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пурнăçа кĕнĕ мерăсене пăхмасăр йĕркене пăхăнман çынсем çав-çавах тупăнаççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ туртнин сиенне аван ăнланать, халăх йышлă çÿрекен вырăнта пирус тĕтĕмĕпе ыттисене тĕтĕрме юраманни çинчен аса илтерсенех унăн тĕпне урнăна пăрахать.

"Тин кăна хулари предпринимательсемпе тата общество апатланăвĕн организацийĕсен ертÿçисемпе çак ыйтупа ĕçлĕ тĕл пулу ирттертĕмĕр, ăна пĕрлехи вăйпа татса памашкăн калаçса татăлтăмăр", - пĕлтерчĕ вăл. Сăмах май, Улатăрсем халăха пирусран пистермелли ытти мелпе те анлăн усă кураççĕ. Михаил Марискин ку тăрăхра пурăнакансен 36 проценчĕ физкультурăпа туслине асăнчĕ /республика кăтартăвĕ - 32/, спорт сооруженийĕсем, бассейнсем йышлине, çынсем вĕсене кăмăлласа çÿренине палăртрĕ. Апла тăк вĕсемшĕн сывă пурнăç йĕркине тытса пыни пахарах.

"Чăваш Ен" фонд ертÿçи Михаил Федотов çĕнĕ саккун пирус туртакансемпе кĕрешмешкĕн йышăннăскер маррине уйрăммăн палăртрĕ, унăн тĕллевĕ - общество вырăнĕсенче мăкăрлантарма чарасси, туртманнисен ирĕкне хÿтĕлесси, вĕсене табак сĕрĕмĕнчен хăтарасси.

Çакнашкал ĕçлĕ çÿрев - пĕрремĕш мар. Иртнĕ кунсенче кăна фонд волонтерĕсем Канаш хулинче пулса табакпа çыхăннă лару-тăрупа кăсăкланнă. Палăртма кăмăллă: унта та çĕнĕ саккун ăнăçлă пурнăçланать, никотин наркăмăшĕнчен хăтăлас тĕллевлисем йышлансах пыраççĕ.

Рубрика: