Куравçăсем килĕштерекен уяв

16 Ака, 2014

Чăваш Енре Культура çулталăкĕ вăй илсе пырать. Çак юхăм Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче те палăрать. Юлашки вăхăтра çеç кунта чылай мероприяти иртнĕ.

Çывăх вăхăтра пурнăçа кĕмелли - Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕ. Вун саккăрмĕш хут иртĕ /ака уйăхĕн 22-26-мĕшĕсенче/ вăл кăçал.

Ташă уявне Ф.Амировăн «Тысяча и одна ночь» премьери уçĕ. Пуçласа ăна Чăваш Енре 1989 çулта лартнă пулнă, хальхинче Питĕр балетмейстерĕ Давид Авдыш тата Анна Устинова художник сцена çине кăларнă. Тĕп партисенче - хамăрăн солистсем.

Фестиваль кунĕсенче хăнасен пултарулăхĕпе те паллашма май килĕ. Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче сцена çине Мари патшалăх оперăпа балет театрĕн балет труппи А.Аданăн «Корсар» ĕçĕпе тухĕ. П.Чайковскин «Лебединое озеро» балетне Мускав ташă ăстисем хутшăнĕç. Шупашкарсем гала-концерта питĕ килĕштереççĕ. Унта вара чикĕ леш енчен те çăлтăрсем килме шантараççĕ.

Фестивале пирĕн ентешĕн Валентин Гладышев фотографăн Чăваш Ен балетне çутатнă куравĕ те илем кÿрĕ. Сăмах май, вăл юлашки 10 çул ытла Çĕнĕ Зеландире ĕçлесе пурăнать.

Рубрика: