Самант

28 Чÿк, 2014

Ылтăн кимĕ

Атăлçи вăрă-хурахĕсем халăх асĕнче хăрушла романтиксем пулса юлнă: мĕн чухлĕ юрă-сăвă хывнă вĕсем çинчен! Степан Разинпа Ермак Тимофеевич хыççăн чи паллă пиратсенчен пĕри - Галаня (Галанка) атаман, Галактион Григорьев.

27 Юпа, 2014

Юпа: «Самантăн» 10-мĕш номерĕ!

Юпа уйăхĕн кăларăмĕ «Раççей спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне халалланă «Çунат сарнă Шупашкар» сăн ÿкерчĕксемлĕ тĕрленчĕкпе уçăлать.

Чăваш тĕнчишĕн хавхаллă Ишек тăвĕ çинче ларакан шкулта вĕренекен пикепе паллашас килет-и/ Тархасшăн!

27 Юпа, 2014

Океан леш енче

Пĕлтĕр эпĕ «Work and Travel USA» программăпа Америкăри Айдахо штатĕнче ĕçлерĕм. Айдахо - Лăпкă океанăн çурçĕр анăçĕ, штат Канадăн Британи Колумбийĕ провинцийĕпе чикĕленет. Эпĕ пурăннă хула - Кер-д’Ален (Ker-d’Alen). Ячĕ ку тăрăхра пурăннă индей йăхĕнчен юлнă, «Йĕп чĕри» тенине пĕлтерет.

Pages