Манăн ĕмĕтĕм - Хусан!
Ĕмĕт пур пулсан - çын çунатлă. Енчен те вăл пурнăçланчĕ тĕк - ниçта кайса кĕрейместĕн.
Эпĕ çакна лайăх пĕлетĕп: пĕр вăхăтрах ташлас та, юрлас та, кулас та, йĕрес те, кăшкăрас та килет. Çунат шăтать, вăл сана çăлтăрсем патнех илсе улăхать. Ку туйăма сăмахпа каласа параймастăн.
Çу пуçламăшĕ кăçал пит савăнтармарĕ, кашни кун çумăр çуни питĕ пăшăрхантарчĕ. Ĕмĕтĕм пурнăçланаймасть пулĕ тесе те шутлама пуçларăм. Анчах телей ман çинчен манман иккен. Кун лайăхланчĕ пек. Çапах çĕрле ыйхă час килмерĕ, çумăр çăвасран питĕ шиклентĕм. Ирхине вăраннă-вăранман аннерен çанталăк çинчен ыйтрăм. «Хĕвел пăхать», - тесен ура çине сиксе тăтăм. Урра! Аранах, тинех! Иртнĕ эрнере пасарта илнĕ хитре кĕпене тăхăнтăм та тусăма кĕтме тытăнтăм. Вунă сехетре эпир çула тухрăмăр.
Акă вăл манăн ĕмĕт: аякран курăнса ларать. Ун патне çитме 3 утăм юлсан чун-чĕре юрласа ячĕ. Пит çинче çул тăршшĕпех сÿнме пĕлмен кулă тÿпе тăрнех хăпарчĕ пуль - пĕлĕт те çиçсе тăма тытăнчĕ. Эпир Хусан кремлĕ патне чарăнтăмăр.
Çăмăл машина çинчен анса карман тĕкки (крепостная стена) енне утрăмăр. Кремль хапхи умĕнче Муса Джалиль палăкĕ. Паттăр поэтпа юнашар сăн ÿкерĕнсен шурă крепоçе кĕтĕмĕр. Шала кĕрсенех Кул Шариф мичечĕ куçа илĕртет. 1552 çулта Хаяр Иван элпÿ Хусана илнĕ чух Кул Шариф имам Мускав çарĕсемпе çапăçса вилнĕ. Ăна халалланă мичете 1997 çулта тума пуçланă, 2001 çулта туса пĕтернĕ.
Мĕн тери хитре вăл, пăхса ытараймастăн. Минарет тăрне те улăхса пăхас терĕмĕр. Хусана çÿлтен пăхас текенсем нумай, çавăнпа черетре те тăма лекрĕ. Улăхма вара çăмăл мар, пусмисем питĕ чăнкă. Хăпарса çитсен кăмăл тулса тăкăнчĕ: Хусан алă тупанĕ çинчи пек курăнать. Пĕрре те анас килмест каялла, анчах ытти çĕре те çитсе курмалла.
Тепĕр урама куçрăмăр. Куç умне Благовещенск соборĕ тухса тăчĕ. Вăл та питĕ илемлĕ. Хусанти историпе архитектура чи авалхи палăкĕ шутланать. Юнашар Сююмбикен çичĕ хутлă турулĕ (башни) ларать. Ун пирки темиçе легенда та пур. Уйрăмах пĕри килĕшет мана. Çамрăк Иван патша Сююмбике сăнне ÿкерчĕкре курнă та пикене савса пăрахнă. Ăна качча илесшĕн пулнă, анчах лешĕ килĕшмен. Иван элпÿ вара çавăнпа Хусана вăйпа парăнтарнă. Сююмбикен ирĕксĕрех качча тухма лекет. Анчах çак ăслă хĕр Мускав патши Хусанта хитре те çÿллĕ турул туса лартсан кăна качча тухма килĕшнĕ тет. Çичĕ кун та çичĕ каç хăпартаççĕ башньăна. Ăна туса пĕтерсен Сююмбике ун тăррине хăпарать те халăха сутас мар тесе сиксе вилет. Чи кăсăкли вара: элпи хăш еннелле сиксе вилнĕ - турул та çавăн енне чалăшни. Тайăлни 2 метр яхăнах.
Шел, башня тăррине хăпарса кураймарăмăр: хупă. Турул çумĕнчех Хусан ханĕсене пытарнă мавзолей та пур. Хула хăпартакансене чысласа лартнă палăка та курмасăр каймарăмăр.
Малалла Çĕр ĕçченĕн керменне çул тытрăмăр. Епле тĕлĕнмелле те пысăк çурт. Варринчи аркăра туй-пăхăртан (бронзăран) тунă пысăк йывăç ларать, турачĕсем çÿлелле кармашаççĕ, кермене çупăрлаççĕ.
Бауман урамне кайса килмесен Хусан куртăмăр тесе калама та май çук. Вăл фонтансемпе пуян: «Вутăш», «Кăвакарчăнсем», «Шапасем». Çакăнтах Богоявленск чиркĕвĕ ларать. Пĕрре пăхма вăл ытти чиркÿсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть пек. Анчах унăн чан-турулне (колокольнине) пăхатăн та - таçта ют çĕршыва лекнĕн туятăн хăвна. Çав чан-турул темшĕн мана Инди киновĕсенче кăтартакан пысăк храмсен пайрăшĕ пек туйăнать. Тытнă та пĕрне Хусан хулине килсе лартнă тейĕн. «Шаляпин» ятлă отель те пур кунта. Унăн умĕнче вара Шаляпин палăкĕ ларать. Унран аякрах мар «Нулевой меридиан» текен компас. Ун çине пăхсан тĕнчен кашни кĕтесси курăнать. Паллах ĕнтĕ, мăсăльмансен сăваплă хулине - Меккăна та çул кăтартать вăл.
Бауман урамĕнче тутар культурин асамат кĕперĕ те карăннă. Ятлă-сумлă çынсен - тутар çăлтăрĕсен - аллейи вырнаçнă кунта.
Чуна тыткăнлаканни нумай çак паллă урамра. Мана II Кĕтĕрне патша майрин кÿми питĕ килĕшрĕ: чаплă урапа çине ун пек те-кун пек те ларса сăн ÿкерĕнтĕм. Питĕ чаплă кÿме. Юмахри Кĕлпин (Золушкăн) каретинчен нимĕнпе те кая мар, тен, чаплăрах та. Хусан кушакĕ патĕнчен те ахаль иртсе каймарăмăр. Туй-пăхăр чĕрчунăн кăмăлĕ мăй таранах тулнă: çынсем çине пысăк куçĕсемпе патша мăн кăмăллăхĕпе пăхса выртать. «Пуян çыннăн кушакки те тилĕ тытать», - текен каларăш пур пирĕн. Хусан кушакки мĕн тытать-ши?
Акă ĕнтĕ эпир фонтансем патне те çитрĕмĕр. «Фонтансен парачĕ» ят панă ку кĕтессе. Каçхине иккен шыв сиккисем тĕрлĕ çутăпа выляма пуçлаççĕ, кĕвви те вăйлăрах юрлать. Шел, фонтансен каçхи балне курасси пулмарĕ. Кăнтăрла курни те теме тăрать. Пĕр енче - шыв пайăркисене таçта çити сирпĕтекен пысăк фонтансем, тĕпĕр енче - урама сыхлакан часовойсем пек тăракан шыв сиккисем. Çÿллĕ тÿпепе тавлашаканнисем те пур.
Хамăр çула малалла тăсрăмăр. Миллениум паркне çитрĕмĕр. Кунта Кул Гали палăкĕ тата вĕресе тăракан пысăк хуран - казан - пур. Хуран икĕ айккипе аçтахасем (драконсем) шыв кăлараççĕ. Вĕсен йĕри-тавра вара пĕчĕк аçтахасем - çĕлен-калта. Паркран аякрах та мар питĕ чаплă та пысăк çурт ларать. Ку - «Экият» пукане театрĕ. Унăн капăрлăхне куратăн та - пĕтĕм юмахри сăнарсем ахăртнех çак çуртра пурăнаççĕ пуль тесе шухăшлатăн. Манăн та çавăнта пурăнас килсе кайрĕ! Вăл юмахри чăн-чăн кермен пек ларать. Сисместĕн те - хитре юмахри пĕр-пĕр элпи (принцесса) пекех туйса илетĕн хăвна.
Юлашкинчен эпир ЗАГСăн çĕнĕ çуртне кайса куртăмăр. Вăл та питĕ хăйне евĕрлĕ. Тÿпи тăрринче пысăк чашăк ларать. Енчен те пĕр-пĕр каччă: «Авланнă чух тульккă Хусан ЗАГСĕнче пĕрлешетĕп!» - тесе пĕлтерсен - ăна качча тухма хатĕр хĕрсем темĕн чухлĕн тупăнатчĕç пуль, иçмаса.
Хусантан мĕнле тулли кăмăлпа таврăннине пĕлесчĕ сирĕн! Атăлçире çакнашкал чаплă хула пулнишĕн чун савăнать. Унта кайса курнишĕн халĕ те хĕпĕртетĕп. Хĕллехи хулана та кайса курас килет - интереслĕ вĕт. Хусан, кĕт мана: часах çитетĕп!
Неонила ПЕТРОВА