Юпа: «Самантăн» 10-мĕш номерĕ!
Юпа уйăхĕн кăларăмĕ «Раççей спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне халалланă «Çунат сарнă Шупашкар» сăн ÿкерчĕксемлĕ тĕрленчĕкпе уçăлать.
Чăваш тĕнчишĕн хавхаллă Ишек тăвĕ çинче ларакан шкулта вĕренекен пикепе паллашас килет-и/ Тархасшăн!
Тăван культурăра, мифологире сăваплă чĕр чунсем мĕнле вырăн йышăнаççĕ/ Мифологи январĕсене кĕскен сăнарлани пурне те интереслĕ пулĕ.
Нью-Йоркри полицейскисемпе фотосесси ирттерме питĕ те питĕ кăткăс – мĕншĕн тесен чăн малтан Атлантика леш енне çитмелле. Хăшĕ-пĕри 777-мĕш «Боингпа» 77 тинĕс леш енне каçса килнине вуласа пĕлĕр.
«Пĕрремĕш юрату» ярăмра - «Кăтик-кăтик ас-илÿ». Пирĕн вăрттăн автор Ninel-Хĕвел ыратуллă та куççуллĕ савăк вăхăта аса илет. Юпа уйăхĕнчи кăларăмра «Никама та усал ан сун» çĕнĕ ярăм тытăнать. Вăл «Лиска йытă е Йăвари кайăк» статьяпа уçăлать.
«Самант хăни» - ытарайми Ирина Николаева. Унăн кĕмĕл сассине радиопа чылайăшĕ илтнĕ, халĕ вара хăйĕнпе паллашăр.
Хĕр-упраçсен «Илемлĕх шкулĕнче» каникул çук, вĕренÿ малалла пырать. «Чиперлĕх кĕтречĕн» 2-мĕш урокĕ пуçланчĕ.
«Самант» тусĕсем, вуламалли-шухăшламаллипе, савăнмалли-тĕлĕнмеллипе яланхи пекех тулăх пирĕн журнал.
Ас тăвăр: çырăнтару пырать! Ан манăр!
Комментари хушас