Самант

28 Кăрлач, 2015

Тулли уйăх юм-асамĕ, е Телей ухмахлăхĕ

Юрату асамлă, хăватлă, çунатлă тенине мĕн ачаран илтнĕ. Çак ăнлавсем пирки сăмахсен хитре те астаруллă вылявĕ çеç тесе шутланă эпĕ. Вĕсем вара чăнахах иккен!

Юрату асамлăхĕ пуррине, хитре сăмахсем нимĕн те улталаман-вăлтманнине пĕлтĕр декабрь уйăхĕнче хам куçпа курса, чун-чĕрепе туйса ăнлантăм. Урăх тĕнчере, урăх виçере, урăх вăхăтра пулса куртăм пуль эпĕ - халĕ ĕненетĕп çакна.

28 Кăрлач, 2015

МАРУÇ

Таиç 8 класс хыççăн суту-илÿ училищине вĕренме кайрĕ, унăн тус хĕрĕ Маруç вара вăтам шкул пĕтерме шутларĕ (ун чухне шкулта вĕренÿ йĕрки урăхлаччĕ ĕнтĕ). Уйрăлчĕç «Сиам йĕкĕрешĕсем». Вăтам пĕлÿ илме тепĕр яла çÿремеллеччĕ. Маруç часах кÿршĕ ялти хĕрпе Маринепе туслашрĕ. Характерĕпе хăйĕнпе пĕр майлăскерехччĕ лешĕ. Иккĕшĕ те сăнĕсемпе чиперччĕ, пĕвĕсемпе йăрăс та хÿхĕмччĕ, çÿл­­­­лĕ­ччĕ.

28 Кăрлач, 2015

«Сăра курки те каяллах çаврăнса килет...»

Чăваш халăхĕн илемлĕх куравĕ - йăлана кĕнĕ уяв. Пĕлтĕр вăл ноябрĕн 28-мĕшĕнче Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ культура керменĕнче иртрĕ. Саккăрмĕш хут йĕркелерĕç ăна. «Чăваш пики - 2014» титула Етĕрне районĕн хĕрĕ Людмила Муравьева тивĕçрĕ.

28 Кăрлач, 2015

Ватă Чăваш

Раççей Федерацийĕн анлăшне пĕлтĕр Крым çурутравĕ таврăнчĕ. Тĕнче хакĕ­­пе пăхсан - пирĕн çĕршывшăн çакă геостратегипе геополитика çитĕнĕвĕсем çеç мар, истори чăнлăхне çирĕплетни те пулчĕ.

28 Кăрлач, 2015

Этнос аталанăвĕн критерийĕ

Раççей Федерацийĕнче чăвашсем йышлă халăх тесе туллин кăмăлланатпăр эпир. Пирĕн патшалăхра пĕтĕмĕшле - миллион çурăна яхăн чăваш. 2002 çулта вĕсенчен 889 268-шĕ Чăваш Республикинче пурăннă, 2010 çулта çак цифра 814 750 çынпа танлашнă. Паян çак кăтартусем тата пĕчĕкрех.

Pages