Тулли уйăх юм-асамĕ, е Телей ухмахлăхĕ
Юрату асамлă, хăватлă, çунатлă тенине мĕн ачаран илтнĕ. Çак ăнлавсем пирки сăмахсен хитре те астаруллă вылявĕ çеç тесе шутланă эпĕ. Вĕсем вара чăнахах иккен!
Юрату асамлăхĕ пуррине, хитре сăмахсем нимĕн те улталаман-вăлтманнине пĕлтĕр декабрь уйăхĕнче хам куçпа курса, чун-чĕрепе туйса ăнлантăм. Урăх тĕнчере, урăх виçере, урăх вăхăтра пулса куртăм пуль эпĕ - халĕ ĕненетĕп çакна.
Октябрь уйăхĕнче пĕр йĕкĕтпе - Викентийпе паллашрăм. Малтан ахаль кăна тĕл пулкаларăмăр - вылямалла-кулмалла тенĕ пек. «Сан ятлă каччăпа çÿреме кулăш туйăмĕ кирлĕ», - тесе шÿтлеттĕм пĕрмай. Чăн сăмахăн суййи çук - Викентий ятлă йĕкĕтсем, чăнах та, купи-купипе йăваланса выртмаççĕ Шупашкар урамĕсенче.
Кайран чĕренех кĕрсе ларчĕ çак каччă. Ялан аса илме тытăнтăм ăна, пĕр-пĕринпе тĕл пулмасан, курмасан темĕн çитми пулчĕ. Çут тĕнче Викентийсĕр пушă пулнине туйма тытăнтăм юлашкинчен. Нумай та кирлĕ мар иккен хĕр чĕрине тыткăнлама, ăс-тăнне арпаштарма: сăпайлă чунлă, ăшă кулăллă, сана итлекен çын юнашар пулсан - эсĕ юрату авăрне пуçĕпех чăматăн, сиссе те ĕлкĕрейместĕн.
Юрату мĕнне ăнланнă хыççăн унăн юмахри пек асамне-юмне те туйса илтĕм. Каларăм ĕнтĕ - декабрьте пулчĕ ку. Каçпа, 9 сехетсенче, туссем патĕнчен таврăнатпăр. Викентий, чунтан парăннă Дон Кихот, мана ăсатса ярать. Маршруткăна ларма васкар мар, пĕр чарăну çуранах утас терĕмĕр. Питĕ илемлĕ каç урамра - çутçанталăк кĕтречĕ чуна тĕппипех ирĕлтерет. Кăштах сивĕтнĕ те сывлăшри нÿрĕк çухалнă. Пĕлĕтсем те сирĕлнĕ. Çĕрлехи тÿпе тулли вара çавра çутă уйăх хуçаланать. Урамри хунарсен çутисем те унăн ялкăшĕпе килĕшÿллĕн ялтăртатаççĕ. Юмахри каç Шупашкарта! Тулли уйăх каçĕ!
Алла-аллăн çавăтăнса пыратпăр савнипе. Тÿпере вара темĕн пысăкăш уйăх. Çакăн чухне ман ăс-тăн та, чун та чăнлăхран тухрĕç те ÿкрĕç. Эпир тротуарпа утса пынă пек туйма пăрахрăмăр хамăра. Ура-çунатлă эпир, утса-вĕçсе пыратпăр çĕрлехи тÿпепе! Кайăксем пек вĕçместпĕр, юмахри çунатлă пушмаксем тăхăннă пекех илтерсе пыратпăр!
Хăвăрт утма та хăрушă: Çĕр чăмăрĕ çинчен вĕçсе тухса кайăн та - каялла анаймăн вара. Ĕненетĕр-и, чупса кайсан хăш вăхăтра уйăх çине çитме пулнине те ăнланса илтĕм эпĕ! Алсене вĕçертмесĕр пĕр-икĕ утăм чупсанах Викентийпе уйăх çине çитерекен тÿрĕ сукмак çине тухатпăр, вара куç хупса иличчен эпир уйăх патне çитсе ун çине анса та ларатпăр. Тÿпе çулçÿревне тухасси нимĕн те маррине, кăшт ыткăнсанах Çĕр анне ытамĕнчен вĕçерĕнме май пуррине чунпа витĕр ăнланса-туйса илтĕм. Чăнах, тупатаран-тупата, утса-чупсах тĕнче уçлăхĕнче вĕçме май пурччĕ çав каç. Викентий çеç юнашар пытăр! Вара тĕнче тытăмĕн саккунĕсене нимĕн вырăнне хумасăр уйăх çине кайса килетпĕр. Унта вĕçсе-утса анма урамри 100 метрти чарăну патне çитиччен те çывăхрах: пурĕ те пĕр-ик утăм çеç. Транспорт чарăнăвĕ вара пĕр 100 çухрăмра та пуль. Çавнашкал виçесем те картсем пуç пулса тăракан тĕнче хутлăхне лекрĕмĕр эпир.
Уйăх та манăн чунра мĕн пулса иртнине ăнланчĕ пулмалла: эпир пыракан урама анса ларманпа пĕрех вăл! Алла тăс та - ăна ярса та тытатăн. Нимĕнле иллюзи те мар ку - чăн-чăнни, çутă уйăх юмахĕ пурнăçлани. Николай Гоголь «Диканька хуторĕ патĕнчи каçсем» хайлавĕнче пĕрре те суйман иккен. Чăнах та уйăха тытма пулать.
Тунмастăп, паттăрланмастăп: хăрарăм тулли уйăха кармашса тытма, ачашласа пăхма - шиклентĕм. Темрен тем пулса тухĕ терĕм. Тен хитре юмаха пĕтерес килмерĕ.
Чарăнăва çитичченех пĕрле - пуç тăрринче, пĕр хăлаç çÿллĕшĕнче - пычĕ тулли уйăх. Кайран вара, эпир «маршруткăна» кĕтсе тăнă чух, майĕпен каялла, çĕрлехи вĕçсĕр тÿпене хăпарма тытăнчĕ. Эпĕ пурăнакан çурт патне çитнĕ çĕре хăй вырăнĕнчех çакăнса тăратчĕ вăл. Алла-аллăн çавтăнса пыракан Викентий маншăн мĕнле тăван та çывăх çын иккенне чунпа туйса илтĕм эпĕ уйăх айĕнчи урампа пынă май. Çакă вара кайран тÿнтерлĕн çаврăнса тухрĕ пирĕн юратушăн. Телее пула ухмаха тухрăм эпĕ.
Çут асамăн та тухат хăватăн масинче пулса курнă хыççăн хама юрату профессорĕ пекех туйма тытăнтăм. Чун вĕçевĕ, телей кĕтречĕ мĕнне çут тĕнчере манран лайăхрах тата кам пĕлтĕр? Çĕр спутникĕ çине кайса килме Америка миçе миллион доллар тăкакланă? СССР пирки калаçма та кирлĕ мар - пĕр космонавт та ярайман. Эпĕ вара, юратăвăн асамне телей виçипе курнăскер, пĕрре сиксех уйăх çине çитсе тăма пултараттăм!
Тулли уйăх куçа-чуна уçнă хыççăн телей тени мĕнлереххине «питĕ те питĕ пĕлнĕрен» Викентие ялан вĕрентме пуçларăм, вĕçсĕр асăрхаттарусемпе чунне илтĕм. Юлашкинчен чăтаймарĕ вăл - ман çине ал сулчĕ. «Халех мĕнле çатăртатса тăратăн та, качча тухсан, арăм пулсан мĕн кĕтмелле санран?» - терĕ те пăрахса кайрĕ.
Çĕнĕ çула пĕчченех кĕтсе илтĕм эпĕ. Те уйăх асамĕ тухатларĕ мана, те ытлашшипех юратнăран ухмаха тухрăм? Юлашки вăхăтра тепĕр çылăхлă шухăш чуна пăвма тытăнчĕ: тен, характер енчен ăнман эпĕ?
Телейсĕр пĕр хĕрача
Комментари хушас