МАРУÇ

28 Кăрлач, 2015

Таиç 8 класс хыççăн суту-илÿ училищине вĕренме кайрĕ, унăн тус хĕрĕ Маруç вара вăтам шкул пĕтерме шутларĕ (ун чухне шкулта вĕренÿ йĕрки урăхлаччĕ ĕнтĕ). Уйрăлчĕç «Сиам йĕкĕрешĕсем». Вăтам пĕлÿ илме тепĕр яла çÿремеллеччĕ. Маруç часах кÿршĕ ялти хĕрпе Маринепе туслашрĕ. Характерĕпе хăйĕнпе пĕр майлăскерехччĕ лешĕ. Иккĕшĕ те сăнĕсемпе чиперччĕ, пĕвĕсемпе йăрăс та хÿхĕмччĕ, çÿл­­­­лĕ­ччĕ.

Хĕрарăм консервативлăхĕ - пурнăç улшăнăвĕн хунарĕ. Енчен те хĕрарăм халăх йышăннă йĕркерен тухма, намăс-симĕс тата кăмăл-сипет пирки манма тытăнсан - пĕтĕмлетÿ çапла: общество кăмăлĕ тата пурнăç хакĕ­­сем улшăнаççĕ, халăхра çĕнĕ курăм, урăх йĕрке вăй илсе пырать. Мораль те кивелет иккен пурнан пурнăçра. «Питĕ япăх, чăтма çук начар!» - тесе пат татса калар мар хĕрарăмсем арçын-аппана тухса кайнишĕн, вĕсене çеç айăплани ниме те пĕлтермест. Арçынсем те çылăхсăр мар ку ыйтура.

Пурнăç тем пек пăркалансан та кăмăл хыççăн суккăрла сикмелле марри çинчен журналăн иртнĕ номерĕнчи «Таиç» статьяра çырнăччĕ ĕнтĕ. Ку номерте вара, шантарнă пекех -

«Камчаткăра», пĕр парта хушшинче ларатчĕç хĕр туссем. Парта вара вĕсемшĕн вĕренме пулăшакан сĕтел-пукан марччĕ, парфюмери лавккин витрини вырăнĕнчеччĕ. Хальхилле каласан, Маруç тăрăшнипе класс кĕтесĕнче «Илемлĕх салонĕ» уçăлчĕ. Тăхтав вăхăтĕнче сăрланса çеç ларатчĕç икĕ пике. Ытти хĕрсем те пыркалатчĕç «салона». Арçын ачасем вара пыл курки тавра явăнса çÿрекен сăпсасем пек сĕрлетчĕç унта. Вĕсене татах та хĕтĕртсе-астарса тăма та ăстаччĕ ĕнтĕ Маруçпа Марине. Иккĕшĕн пуçĕнче те вĕренÿ шухăшĕ çукчĕ - йĕкĕтсем, йĕкĕтсем чунне илетчĕç вĕсенне.

Шкул форминчен питĕ илĕртÿллĕ-астаруллă тум туса хучĕç тус хĕрсем. Иккĕшĕн те урисем хитреччĕ те кĕске кĕпесемпе çеç çиçтерсе çÿретчĕç. Учительсем те асăрхаттарнă вĕсене, директор вара ашшĕ-амăшне шкула чĕннĕ. «Çамрăксен хитре пулмалла. Ватăлсан - кама кирлĕ эпир? Кĕске кĕпе е юбка тăхăн! тесе тархасласан та тăхăнас çук ун чух. Çамрăк чухне савăнса, хăйсене кăтартса юлччăр!» - тесе хуравланă тет шкул директорне Маруç амăшĕ. Вăл хăй те ял виçипе «пысăк модницăччĕ».

Ялта вăл вăхăтра 8 класс пĕтерсен хĕр шутне кĕнĕ шутланнă. Маруç ĕнтĕ пĕр каç та клубран юлмастчĕ. Салтакран килнĕ каччăсем те ăсатма пыратчĕç ăна. Час-часах урăх ялсене та ташă каçĕсене вĕçтеретчĕ чиперкке, çăмăл машинăпах килсе лартса каятчĕç. Шкулта «виççĕсемпе» çеç вĕренкеленĕ пулсан (физкультурăпа çеç малтаччĕ вăл), клубра вара чăн-чăн «çăлтăрччĕ» Маруç. Мĕн каласси - юрлама-ташлама чăнахах ăстаччĕ ĕнтĕ хĕр пĕрчи.

Вăтам шкул пĕтерсе аттестат илсен хулана каймарĕ вăл. Ялти фермăра дояркăра ĕçлеме тытăнчĕ. Марине вара таçта Çĕпĕре, темле хулана таптарчĕ, аслă аппăшĕ унта пурăнатчĕ. Техникума вĕренме кĕнĕ тет вăл, кайран аслă шкул та пĕтернĕ. Яла пĕр-икĕ хутчен çеç килсе кайнă, ашшĕ-амăшĕ çĕре кĕнĕ. Ăçта вăл халĕ, кам пулса ĕçлет - Маруç та пĕлмест.

Кăшт тăрсан Маруçăн ашшĕпе амăшĕ уйрăлчĕç. Амăшне ашшĕ ют арçынпа тытнă тет-и? Уйрăлсан вара хĕрĕ - тăван тĕпренчĕкĕ - иккĕшне те кирлĕ мар пулса тухрĕ. «Те хамăн хĕрех-ха вăл? Такамран çуратнă та манăн тесе суйнă», - тесе каланă пулать ашшĕ. Амăшне вара çĕнĕ еркĕнĕ: «Санăн хĕрÿ мана кирлĕ мар», - тесе тÿрремĕнех каланă тет. Юрать Маруç ун чухне 18 тултарнă. Уйрăлнă ашшĕ­пе амăшĕ ялта тытăнса тăмарĕç, хулана тухса кайрĕç. Хĕр пĕрчи вара килте пĕчченех юлчĕ. Çанă тавăрса фермăра ĕçлерĕ.

Вăл вăхăтра ял пурнăçĕнче ферма мĕнле вырăн йышăннине хальхи çамрăксем пĕлмеççĕ. Дояркăсем ял активĕ­н­­­че тăнă. Янравлă сăмахсемпе хакласан - партипе правительство политикине тытса пыракансем пулнă! Сĕт антарса ĕнесене рекрод тума хистекен хĕрсем ял интеллигенцийĕ вырăнĕнче те шутланнă. Маруç доярка ĕçне суйласа илнинчен аптрамалли çук. Унăн характерĕ тĕлĕнмелле интереслĕччĕ: тринкки-тринкки те йăкăл-якăл сиксе çÿресен те нимĕнле ĕçрен те хăрамастчĕ çак пике, темĕн тума та ÿ­р­­­­­­­­­кенместчĕ. Хуть те мĕнле ĕç те выляса-юрласа тăратчĕ унăн аллинче. Хурланса-хуйхăрса çÿреместчĕ, сăмса усмастчĕ хастар доярка. «Ковбой мар Маруç аппу! Маруç аппу - ковгерл!» - тесе кулатчĕ хаваслă пике.

Тепĕр икĕ çултан качча тухрĕ Маруç. Шупашкартан пĕр арçын килкелесе каятчĕ яла. Хăйне шанса панă ĕнисемпе социализмла ăмăртура малта пыракан чипер те хастар доярка паллашнă та хайхискерпе - вĕсен хăрушла роман тытăннă. Хăйĕнчен 7-8 çул аслăрах арçынна качча тухрĕ Маруç. Лешĕ иккен патшалăх пурлăхне вăрланăшăн тĕрмере те ларса тухма ĕлкĕрнĕ пулнă.

Ывăлпа хĕр çуратса пачĕ Маруç. Чиперех пурăнатчĕç упăшкипе. Арçынни чăвашла лайăх калаçма вĕренсе çитрĕ. Мĕнле сăмахланине илтсен вăл хулара çуралса ÿ­с­­­­­­­нĕ çын пулни çинчен асра та çукчĕ. Пăтăрмах сиксе тухрĕ Маруçăн: тем вăрласа упăшки милици аллине лекрĕ. Каллех хупса лартрĕç ăна. Тĕрмери мăшăрне килĕнчен ниçта тухмасăр, кĕтесре тăварлă куççуль юхтарса кĕтсе ларма шутламарĕ хĕрарăм. Ку вăхăт тĕлне туслă ушкăн чăмăртаннăччĕ вĕсен - хăйсен компанийĕ. Уявсенче ял урамĕпе лавкканалла вĕçĕмсĕр ĕрĕхтерсе кăна çÿретчĕç хаваслă компаньонсем. Юрласа-ташласа савăнатчĕç. Тем пек уявлансан та вара Маруç ачисем пирки пурпĕр манса каймастчĕ. Тĕпренчĕкĕсем те маттурччĕ вара, ĕç тĕлне пĕлетчĕç, юлхавланса лармастчĕç.

Колхоз арканса кайрĕ, ферма хупăнчĕ. Маруç шкула техничкăна ĕçлеме вырнаçрĕ. Нумаях та ĕçлемерĕ - пĕр арçынпа явăçса кайрĕ. Каллех вут-çулăмлă роман хыпса тухрĕ: Маруç чунĕ яланах 17-ре çав! Килне кĕртрĕ çав арçына. Тăван мар ачисене питĕ пăхатчĕ лешĕ, тăван ашшĕ вырăннехчĕ. Кăшт тăрсан хĕрарăмăн хырăм палăрма тытăнчĕ - йывăр çын иккен вăл.

Тĕрмерен саккунлă упăшкине пĕчĕк ачапа та юратнă еркĕнĕпе кĕтсе илчĕ Маруç. Лешĕ вăрçăнса-хирĕлсе тăмарĕ, арăмне ылхана-ылхана каялла çаврăнса та утмарĕ. Пĕр çуртра икĕ арçынпа пурăнма тытăнчĕ хастар та кăмăллă хĕрарăм. Çакна хытарсах каламалла: упăшкисем пĕр-пĕ­­ринпе туслăччĕ, хуçалăхри ĕçсене тăрăшса тăватчĕç, арăмне ал çинче çĕклесе çÿременни çеçччĕ. Саккунлă мăшăрĕ кĕçĕн ачине ыттисенчен уйăрмастчĕ.

Тĕлĕнмелле туслă та ĕçчен çемье çавăрма пултарчĕ Маруç. Икĕ упăшкапа ыр курса пурăнчĕ. Уявсене мĕнлерех ирттеретчĕç тата - çын ăмсанса тăтăр çав. Сĕтел хушшинче ачисем лараççĕ, икĕ упăшки те кунтах. Саккунли гитара лайăх калама пĕлетчĕ, еркĕнни купăс ăстиччĕ. Малтан ачисене те юрлаттаратчĕç ашшĕсем, лешсем питĕ пултаратчĕç вара - музыкальнăй çемье, мĕн каласси! Маруç валли те кĕвĕ калатчĕç кайран. Шăрантаратчĕ-тĕк шăрантаратчĕ вара юрра телейлĕ хĕрарăм.

Саккунлă упăшки тем вăрласа каллех тĕрмене ларсан çемье оркестрĕ йышпа кăштах чакрĕ. Айăпĕ пысăк мартан çулталăкран ирĕке тухрĕ Маруçăн арçынĕ. Саккунлă упăшки киле таврăннине паллă тума мĕнлерех концерт йĕркелерĕ туслă çемье!

Илемлĕхĕ пĕрлехччĕ вара Маруçăн. Виçĕ ача çуратсан та кĕлетки йăрăс та яштакаччĕ, сăн-питĕнче те пĕркеленчĕ­к­­­сем çукччĕ. Ларма канма пĕлместчĕ хăй. Вăл: «Ывăнтăм», - тесе каланине никам илтмен ялта. Кăштах сыпкалатчĕ пулин те чаракне пĕлетчĕ, ÿсĕр йăваланса выртса çÿремен. Ĕçме вĕренсе кайнă, яла таврăннă Таиçпе те туслашмарĕ, ютшăнатчĕ унран. Лешĕ пĕр хушă ун патне çÿрекелерĕ те кайран ал сулчĕ.

Ăсĕ те, характерĕ те пур çав Маруçăн. Кăмăлпа та ырă çын вăл. Шÿтлеме питĕ юратать. Сăмахне те яланах тытать, мĕн шантарнине пурнăçлать. Çынна пулăшма та хавас. Кÿршисем ăна мухтаса кăна калаçаççĕ. Маруçăн саккунлă упăшки, вăрăпа тĕрмене темиçе хутчен те ларнăскер, çын япалине çаратса чапа тухман. Патшалăх пурлăхĕ астарать ăна, çынăнне тивмест вара. Пур енĕпе те пултаруллă хĕрарăмăн упăшкисем те кăмăлпа лайăх, кÿршĕ-аршăна та яланах пулăшаççĕ.

Маруçăн арçыннисем çапла туслă пурăннинчен ялĕпе пĕççе шарт çапса тĕлĕнеççĕ. Хĕрарăм тухатма пĕлет, упăшкисене темĕскер юмлать пуль тесе шутлаççĕ çынсем. Атту пулсан тахçанах пĕр-пĕринпе хирĕçсе каймалла вĕсен. Ваттисем астунă тăрăх, Маруçăн мăн асламăшĕ тухатмăш карчăк пулнă, ун патне ĕлĕк-авал юмăçа таçтан-таçтан килсе тăнă тет. Мăн асламăшĕн хăвачĕ вăраннă пулать хĕрарăмра. Кам пĕлсе пĕтерет...

Чиперех пурăнчĕç çапла. Аслă ывăлĕпе хĕрĕ шкул пĕтерсе хулана кайрĕç. Иккĕшĕ те лайăх вĕренчĕç. Хĕрĕ амăшне хывман, йăкăл-якăл сиккелемест.

Лавккана урай çума ĕçе вырнаçрĕ Маруç. Сутуçăпа туслашса кайрĕ. Лешĕ пирĕн ял марччĕ, хуларан килнĕскерччĕ - упăшкипе уйрăлнăскер. Маруç ăна арçын та тупса пачĕ. Уявсене те пĕрле ирттерме тапратрĕç туссем: пĕчĕк хор йĕркелерĕç. Чăнах та, хитре юрлатчĕç хăйсем. Чăвашла та, вырăсла та шăрантартчĕç.

Кредит нумай илсе тултарнă иккен лавккаçă. Темиçе çын унăн поручителĕ пулнă. Маруç та алă пусса панă. Кăшт тăрсан сутуçă таçта тухнă та вĕçтернĕ, кредичĕсене вара тÿлеме шухăшламан та. Укçана каялла поручительсенчен тавăрмалла тунă.

Хуйхăрса ларнипе тÿперен укçа йăтăнса анмасть. Упăшкисене шанса тăмарĕ Маруç. Кредит нушине тÿлесе татма Мускава ĕçе çуреме тытăнчĕ. Мускав куççуле ĕненмест тени тĕрĕсех ĕнтĕ, илеме вара хапăл тусах йышăнать иккен тĕп хула. Маруç виççĕмĕш упăшка тупса ячĕ çĕнĕ çĕрте. Темле хусах арçын чунне витĕр амантнă та - лешĕ ĕнтĕ унсăрăн пурăнайми пулнă тет. Ахаль çынпа явăçса кайман чăваш матки: ăнăçлă бизнесменпа юрату кăшăлне çавăрттарма тытăннă. Ял сăмахне ĕненсен, ăнса пулнă хĕрарăмăн 3-мĕш упăшки çĕр чăтайми çĕнĕ юратăвĕн кредит кивçенне те тÿлесе татнă. Пустуй тухман пуль çак сăмах. Маруçăн хĕрĕ Шупашкартан Мускава куçса кайрĕ, пурăнма вара вăл амăшĕпе 3-мĕш ашшĕ патĕнче пурăнать.

Яла хушăран килкелесе каять Маруç. Хытă улшăнчĕ вăл, 200 процентлă Мускав майри пулса тăчĕ. Ялти гаремне хальхинче хĕл ларсан çитнĕччĕ вăл, упăшкисене парне-кучченеç илсе килсе савăнтарчĕ. Нумай тытăнса тăмарĕ хĕрарăм савнă мăшăрĕсем патĕнче - ăна илме Мускавран пысăк машина çитрĕ. Виççĕмĕш юратăвĕ тунсăхланă, пурăнаймасть вăл Маруçсăр. Амур çĕмренĕ мĕн тăвать çынсемпе? Çулланнă çынсене ытларах та ухмаха кăларать пулмалла юрату сĕрĕмĕ.

Тĕлĕнмелле тепĕр сăмах-юмах çÿрет ялта. Çăва тухсан Маруç тăван тăрăха 3-мĕш мăшăрĕпе килет тет. Кунта пурăнакан икĕ упăшкипе паллашасшăн тет лешĕ. Те чăнах, те суя ку халап, анчах туслă икĕ арçын кил-çуртне тĕпрен юсама тытăнчĕç ĕнтĕ. Пÿрте çĕнетме укçа-тенкине Маруç панă вĕсене.

Мĕн пулать ĕнтĕ - кĕтетпĕр...

Редакцирен.

«Ĕмĕр сакки» ярăм малалла тăсăлать, юбкăллă «султансем» пирки сăмах пĕтмен-ха.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.