Хресчен сасси

20 Пуш, 2015

«Суйлава кандидат пулса хутшăнма хатĕрленетĕп»

Республикăри МИХсен ĕçченĕсемпе Михаил Игнатьев пĕлтĕр çурла уйăхĕнче тĕл пулнăччĕ. Унтанпа мĕн кăна пулса иртмерĕ. Калем ăстисен, республика Пуçлăхĕпе тĕрлĕ мероприятире час-часах тĕл пулма тивсен те, ыйту нумай пухăнса кайнă.

20 Пуш, 2015

Сиенĕ те пур

Часах çурхи йывăç-курăкран эмел хатĕрлемелли вăхăт çитет. Хурăн кăчки организмшăн усăллине илтрĕм. Ăна хăçан пухмалла?

Вера Кузьмина.

Шăмăршă районĕ.

Хурăн кăчкине тулса çитсен, сухăрлансан пуçтармалла. Ăна маларах пухсан усăллă япаласем çителĕксĕр пулни палăрать. Çак ĕçе пурнăçлас тĕллевпе хурăна хуçма, амантма кирлĕ мар. Вăл хăрма пултарать. «Çинçе пилĕклĕ йывăçăн» кăчки çеç мар, çулçи те усăллă-çке.

20 Пуш, 2015

Сивĕ пÿлĕмри тутлă ыйхă

Порфирий Иванова халĕ сайра-хутра асаилеççĕ. Çирĕм çул каярах ячĕ-шывĕ халăхра кĕрлесе тăратчĕ. Унăн сиплев мелĕсемпе усă куракан та чылайччĕ. Çынсем пăрлă шывра чÿхенетчĕç, вак касса чăмпăлтататчĕç, юр çийĕн çарран утатчĕç.

Паллах, эпĕ ку мелсемпе пуринпе те усă курман. Çапах вĕсенчен хăшĕ-пĕринпе ÿт-пĕве çирĕплетме тăрăшнă. Сăмахран, паянхи кунччен сивĕ шывпа чÿхенетĕп. Сивве пула тутлă ыйхăпа çывăратăп.

18 Пуш, 2015

Пахалăха кура тÿлесчĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче сĕт туса илекенсен чĕртаварĕн пахалăхне, калăпăшне тата хакне патшалăх енчен тĕрĕслемеллине каланă. 2015 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен хушма хуçалăхсене сĕтшĕн пахалăхне кура тÿлессине йĕркелеме ыйтнă.

Pages