Салтак сăмахĕ витĕмлĕ те кăсăклă

18 Пуш, 2015

Çĕмĕрле районĕнчи Анат Кăмашари пуçламăш шкул-ача садне çÿрекенсем отставкăри подполковнике, Хĕçпăшаллă Вăйсен çарĕнче службăра тăрса çĕршыва хÿтĕленĕшĕн 3 степень орденне тивĕçнĕ, Афган вăрçине хутшăннă Михаил Федорович Севостьянова куç илмесĕр тенĕн итленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнă хĕрарăмсем çинчен вăл питех те кăсăклă каласа кăтартнă. Нумай пĕлекен ветеранăн кашни сăмахне асра хăварма тăрăшнă. Акă иртнĕ вăрçăри паттăрлăхпа хăюлăхшăн 90 хĕрарăм Совет Союзĕн Геройĕ пулнине текех манмĕç.

Е. И. Зеленко аслă лейтенантăн харсăрлăхĕ мĕнлерех тĕлĕнтернĕ тата! 1942 çулхи сентябрь уйăхĕнче вăл хăйĕн самолечĕпе /бомбардировщикĕпе/ тăшманăнне тăрăнтарнă. Хĕрарăм чĕрĕ юлайман, паллах, анчах унăн ячĕ те, паттăрлăхĕ те вилĕмсĕр.

Фронтри йывăр вăхăтра ялти хĕрарăмсем те маттур пулнă. Анат Кăмашара пурăнакансем Сăр юханшывĕ çинче хÿтĕлев сооруженийĕ тунă çĕрте ырми-канми тăрăшнă. Вăл питех те пĕлтерĕшлине аван ăнланнă. Çĕмĕрле хулинчи предприятисен ĕçне самантлăха та чарса лартма юраман. Ку тĕлĕшпе патшалăх ыйтнине пурнăçласа вăрман каснă, вутă хатĕрленĕ. Торф кăларнă, ĕç лашисем валли утă хатĕрленĕ, тимĕрçĕ лаççи валли йывăç кăмрăкĕ çунтарнă. Мĕн кăна тума тивмен хĕрарăмсен вăрçă вăхăтĕнче! Газ генераторĕпе ĕçлекен машинăсем валли вутă пуленкисем те çурса хатĕрленĕ. Çапла майпа тахçанах кĕтнĕ, нихçан асран тухми Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă.

Итленĕçемĕн ачасен ветеранпа çывăхрах туслашас килнĕ. Вĕсем унпа тĕплĕнрех паллашнă, тĕрлĕ ыйту панă.

Часах Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне паллă тăвăпăр. Унсăр пуçне кăçал Литература çулталăкне кĕтĕмĕр. Çакна шута илсе Михаил Федорович Севостьянов подполковник шкулта вăрçăри ачасен паттăрлăхне асаилсе пĕр-пĕр калава класпа вулама сĕннĕ. Ачасем В. Катаевăн "Сын полка" кĕнекине вулама килĕшнĕ.

Ирина ПАВЛОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.