Ăста аллинче ĕç вылять

18 Пуш, 2015

Тимĕр хапха çинче икĕ çунатне çапса халь-халь шартлатса авăтса ярасла автансем, çÿлелле кармашакан пакшасем, пуçĕсене мăнаçлăн каçăртнă акăшсем... Çÿллĕ тимĕр хÿме çинче вара тискер чĕрчунсем, килти выльăх-чĕрлĕх «хуçаланать». Вĕсен кăмăлне çĕклесе юнашарах çил арманĕ кăлтăртатса ларать. Чăн-чăн зоопарк тейĕн. Анчах вĕсем пурте тимĕртен касса эрешлесе тунăскерсем. Тĕрлĕ тĕспе сăрланă илемлĕ кÿлепесем аякранах курăнаççĕ. Иртен-çÿрен чарăнса тăрсах тĕлĕнтермĕш ÿкерчĕксене сăнать.

Сенкер экранран – пурнăçа

- Пĕррехинче Кивĕ Шелттеме Тутарстанран выльăх-чĕрлĕх пуçтарса çÿрекенсем килнĕ. Пирĕн хапха патĕнчен уйрăлмасăр çур сехете яхăн сăнаса тăнă. Ĕненмесĕр тытса та пăхнă. Вĕсене уйрăмах çурт умĕнчи карта кăмăла кайнă. Кайран юриех манпа тĕлпулма тепĕр хут çаврăнса çитрĕç. «Пире те карта туса пар-ха, укçине лайăх тÿлĕпĕр», - тесе йăлăнаççĕ. Килĕшмерĕм. Тимĕрпе ĕçлеме вăй-хал нумай кирлĕ, çамрăк мар ĕнтĕ эпĕ. Тата тăрăшса тунă япаларан темле укçа парсан та уйрăлас килмест, - каласа парать Канаш районĕнчи Кивĕ Шелттемри Николай Воронцов.

Пÿрт умĕнчи сада эрешлесе тунă тимĕр хÿмепе тытса çаврăннă. Тимĕртен чĕре евĕрлĕ ÿкерчĕксем авса кăларса карта çумне шăратса çыпăçтарнă. Такам та ăмсанмалла çав.

- Пĕррехинче телевизорпа пĕр паллă çыннăн Австрири чаплă керменне кăтартрĕç. Куç умне тÿрех çурт йĕри-тавра тытса çавăрнă карта ÿкрĕ. Передача пĕтиччен хут çине ÿкерсе юлма ĕлкĕртĕм. Паллах, кайран ÿкерчĕке хама майлă улăштаркаларăм, анчах тĕп тĕшшине хăвартăм, - асаилет Николай Николаевич.

Унăн тимĕр касмалли-шăратмалли ятарлă цех çук. Ĕлĕкхилле пĕчĕк тимĕр лаççинчех ăсталать вăл. Алли витĕр мĕн кăна тухман-ши? Хулăн тимĕртен касса-шăратса кăларнă кÿлепесем вара хÿмепе хапхана чĕрĕлĕх кĕртнĕ.

 

Утарçă та, тимĕрçĕ те

Николай Воронцов 43 çул шкулта ачасене биологи, хими, географи предмечĕсене вĕрентнĕ. Ачасене нихăçан та ятласа-кăшкăрса курман вăл. «Кирек мĕнле ача та предмета виççĕлĕх пĕлетех, - терĕ вăл. - «Иккĕ» лартса панипе вăйпах вĕрентеймĕн». Ахальтен-им, унăн урокĕсене ачасем савăнсах çÿренĕ, сăпайлă та ырă кăмăллă педагога хисепленĕ. Вĕрентÿ кабинетне хăех йывăçран касса стендсемпе, çÿлĕксемпе илемлетнĕ, пуянлатнă. «Сирĕн пÿлĕмре кĕнекесĕрех вĕрентме пулать», - тенĕ ăна ĕçтешĕсем.

Йывăç çине ÿкерчĕке кислотапа çунтарса кăларнă. «Килтех ĕçлеттĕм. Хĕллехи вăхăтра пÿртре çунăк шăршă кăна тăратчĕ. Юрать, мăшăрăм, Надежда Николаевна, педагог пулнипе ăнланатчĕ, урама хăваламан», - асаилет вăл. Çунтарса ÿкернисем килĕнче те çакăнса тăраççĕ. Хăй ăсталанă япаласене кÿршĕ-арша, тăван-пĕлĕшне сахал мар парнеленĕ.

43 çул шкулта ĕçленĕ хыççăн тивĕçлĕ канăва тухнă педагог.

Анчах ăшă кăмака çинче хĕртĕнсе выртас вырăнне алла тимĕр тытнă. Унран тĕрлĕ кÿлепесем касса кăларма тытăннă.

«Ĕлĕкренех тимĕре юратнă эпĕ. Алăран тимĕр кайман темелле. Йывăçпа танлаштарсан унпа ĕçлеме йывăр, вăй-хала илет. Ĕç хатĕрĕ - мăлатукпа каскăч. Хĕлле - котельнăйĕнче, çулла пахчара иртен пуçласа каçчченех мăлатукпа шаккатăп. Пĕр хĕрсе кайсан чарăнма та йывăр. Малтан хытă хут çине ÿкерсе касса кăларатăп, унтан ăна тимĕр çине куçаратăп», - каласа парать ăстаçă. Пур тимĕр те каймасть-мĕн. Çÿхине касса кăларма çăмăлрах, анчах çилпе вĕлтĕртетсе тăнипе илемĕ çухалать. Çавăнпа 2 миллиметр хулăнăшран кая мар тимĕр суйласа илет. Пÿрт умĕнчи чаплă картана ăсталама çăвĕпех тар тăкнă.

- Пĕр канмасăр, чарăнми ĕçлени те пулкалать. Хăвăртрах вĕçлес килет-çке. Хăш-пĕр чухне алă пымасть, темиçе кунлăха «манатăп» вара юратнă ĕç пирки. Хама пусăхласах ĕçлеттерме хыçалтан хăвалакан çук вĕт.

Воронцовсем хурт-хăмăр та ĕрчетеççĕ. Çурт умне, пахчана чăх-чĕп вĕçсе каçайми çÿллĕ хÿмепе тытни çакăнпа та çыхăннă.

«Тепĕр чух хуртсем ушкăнпа çÿлелле вăр-р хăпарса каяççĕ те куçран çухалаççĕ. Асăрхаса çитерме йывăр. Пĕррехинче çăкана хура пĕлĕт пек сырса илнĕччĕ те каялла тавăртăмăр, - каласа парать кил хуçи. - Халĕ те вĕсем пирки шухăшласа ларатпăр-ха, мĕнле хĕл каçрĕç-ши? 80-мĕш çулсен пуçламăшĕнче сахăр çителĕклех тупса илеймерĕмĕр. Ун чухне шалу та йĕркеллĕ паман. Апат çитменнипе хурт чылай пĕтнĕччĕ», - терĕ утарçă. Пыл çителĕклех туса илеççĕ пулин те ăна сутмаççĕ иккен. «Эпир, ĕлĕкхи çынсем, суту-илÿпе аппаланма хăнăхман. Пылак та сиплĕ çимĕçе ачасене, тăвансене парса яратпăр, хамăр çиетпĕр. Эпир ĕлĕкренех хурт-хăмăр усранă. Кукаçи мана 12 çултах пыл хурчĕсем патне ĕçлеме илсе тухатчĕ, вĕрентсе хăварма тăрăшатчĕ. Ăруран-ăрăва пыракан ырă йăлана манăн та пĕтерес килмест», - сăмахлать вăл.

Николай Воронцова 76 çулта тесе калама чĕлхем çаврăнмасть. Типтерлĕ те яка çÿрет. Сăн-пичĕ чипер, тарăн пĕркеленчĕксем «çырăнма» ĕлкĕреймен-ха. Çакă сывă пурнăç йĕркине тытса пынипе те çыхăннă-тăр. «Йăхран та килет. Ман тăвансенчен нумайăшĕ тăхăрвуннăран иртнĕ. Çĕре çитнисем те пур. Хамăра упрасан, эрех-сăрапа иртĕхмесен пурăнма пулатех», - вăрттăнлăха уçрĕ ĕç ветеранĕ.

Воронцовсем икĕ ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтернĕ. Вĕсем тахçанах хăйсен çемйисемпе пурăнаççĕ. Çапах ашшĕ-амăшне те манмаççĕ, килсех тăраççĕ. Ывăлĕсем вара тÿрех ашшĕпе тимĕр лаççине утаççĕ. «Вĕсем мана вĕçĕмех мĕн те пулин туса пама ыйтаççĕ. Хăйсем те пĕрле ĕçлеççĕ, каскалама тимĕр тупса килеççĕ, - тет РФ вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ. - Хам та яланах çĕннине шыратăп».

Лариса Никитина.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.