Сурăхсене çулла шутлаççĕ

18 Пуш, 2015

Куславкка районĕнчи Йĕршерти шурă кирпĕчрен эрешлесе купаланă илемлĕ çурт аслă урамра аякранах курăнса ларнипе Петровсене хăвăрт шыраса тупрăмăр. Машина сассине илтсе хуçисем те урама тухрĕç.

- Пирĕн кăтартмалли, мухтанмалли темех çук, - терĕ сăпайлăн кил хуçи хĕрарăмĕ Светлана Петрова пире алăк уçса кĕртнĕ май. - Вăй илсе пыратпăр кăна-ха.

Плита сарса якатнă картишпе пахчана тухрăмăр. Унччен пахчаçимĕç ÿстернĕ лаптăкра ферма çĕкленсе ларнă! Вăрăм витесем йĕри-тавра хÿме тытса çавăрнă. Хĕвеллĕ çанталăкра выльăх-чĕрлĕх те картарах. Шурă-хура сурăхсем утă купине çавăрса илнĕ те тăрăшсах кавлеççĕ. Хăюллисем вара ĕне выльăхсен картинех сиксе кĕнĕ. Вĕсен сăмси айĕнчи ешĕл апата туртаççĕ.

«Ырлăх çинчен хурлăх курма»

- «Куйбышевский» ăрат-ха ку, - пăру пек пысăк, çăмламас шурă сурăхсене тĕллесе кăтартрĕ Светлана Петрова. - Тытса чарма йывăр, таçта та çĕмĕрсе кĕреççĕ.

Витере те сурăхсем. Нумаях пулмасть пăранланисене ăшă çĕрте тытаççĕ. Витери куритерен симĕс утă татăлмасть темелле. Сĕлĕ параççĕ вĕсене. Айсарăмĕ улăмран. Хĕл каçа вăл самай хулăнланать. Çавна май шартлама сивĕре те ăшă. Тислĕке çулталăкра пĕр хут кăлараççĕ. Ку ĕçе тăванĕсене, ялта пурăнакансене те явăçтараççĕ.

Выльăх-чĕрлĕхе икĕ пысăк йытă хураллать. Вĕсене юриех туяннă хуçисем. Хальхи вăхăтра усал шухăшлă çын сахал-им? Пысăк хуçалăха Петровсем хăйсемех тытса пыраççĕ.

- Хула çыннисем яла пурăнма куçнинчен тĕлĕнеттĕм унччен. «Ырлăх çинчен хурлăх курма каяççĕ-ши?» - теттĕм вĕсем пирки. Хама та çав шăпа пырса çапасса кам шутланă? - каласа парать Светлана Валентиновна. - Халĕ хăнăхрăмăр ĕнтĕ, ялтан каяс та килмест.

Петровсем ялти çурчĕпе унччен дача вырăнне усă курнă. Çу кунĕсенче ялти вун-вун çемье пек ĕçлеме-канма килсе çÿренĕ. Хĕлле Йĕршер пушансах юлать темелле. Акă, Тельман урамĕнче каçсерен виçĕ килте кăна çутă çунать, çав шутран Петровсен те. Иккĕшĕнче ватă çынсем тĕпленнĕ. Йĕршер аслă çулпа юнашарах вырнаçнă, çутçанталăк газĕ, таса шыв тахçанах çитнĕ кунта. Куславкка та инçех мар темелле. Çапах темшĕн илĕртмест вăл çынсене.

- Ял пушанса пыни пăшăрхантарать паллах. Тепĕр енчен пире фермер хуçалăхне аталантарма çул уçса парать. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем сахаллипе кĕтÿ çÿретме ирĕклĕрех, - пĕлтерчĕ хĕрарăм.

Пилĕк çул каялла кил хуçи Валерий Николаевич сурăхсем ĕрчетессе пĕлтерсен çемье хирĕçлемен. Ырă пуçарăва Максим ывăлĕ те хаваспах йышăннă, пулăшма килĕшнĕ. Çакна кура амăшĕ те вĕсен ĕмĕтне татас темен, чунне хытарсах яла пурăнма куçнă.

Хушма хуçалăха аталантарма укçа самай тăкакланнă. Выльăх-чĕрлĕх йышлă тытма вите-сарай пулман. Çемье васкавлăн хуралтăсем çĕкленĕ.

2012 çулта Валерий Петров фермер хуçалăхĕ йĕркелесе янă. Çав çулах «Фермер ĕçне пуçăнакансене пулăшасси» программăпа 1 млн та 100 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ. Ку вĕсемшĕн сумлă пулăшу темелле. Укçапа Петровсем «Романовский» ăратлă сурăхсем, ялхуçалăх техники туяннă, вите тунă.

Кĕтÿ пысăклансах пынă. «Ку ăрат харăсах темиçе путек пăранласа панипе йыша кĕске хушăрах ÿстерме пулать. Çавăнпа фермерсем хуçалăха аталантарма çак сурăха суйласа илме тăрăшаççĕ», - ăнлантарчĕç вĕсем. Анчах кунта хăйĕн йывăрлăхĕ-мĕн. Харăсах виçĕ-тăватă путеке тăрантарма амăшĕн сĕчĕ çитеймест. Çĕклем хуçисем çине тиенет. Петровсем те çавăнпах виçĕ ĕне тытаççĕ. Вĕсен сĕчĕ пĕчĕк путексене çитерсех пĕтет.

 

Улми йывăççинчен аякка ÿкмест

Ашшĕне пулăшса, вĕренсе пынă май Максим хăй те фермер хуçалăхĕ йĕркелесе янă. Вăл «Куйбышевский» ăратлисене ытларах кăмăллать-мĕн. Самар облаçĕнчен 120 сурăх туянса килнĕ.

- Сурăх 1-2 путек кăна пăранлать, анчах ыттисемпе танлаштарсан пысăкрах, çирĕп те чăтăмлăрах, - терĕ çамрăк фермер. - Малтанах ĕлкĕрсе пыма йывăрччĕ. Халĕ хăнăхса çитрĕм ĕнтĕ. Кирек мĕнле ĕçре те йывăрлăхсăр-чăрмавсăр пулмасть. Çитĕнÿ тăвас тесен хака пăхмасăр ăратлă, лайăх выльăх туянмалла. Кайран вăл хăйĕн хакне кăларать. Ăратсăрри кĕтĕве пăсать кăна, ăна сутса пысăк тупăш илеймĕн. Тата кирек мĕнле выльăха та йĕркеллĕ пăхмалла, çитермелле, - вăрттăнлăха уçать каччă.

Петровсем ытти районти сурăх ĕрчетекенсемпе те çыхăнса тăраççĕ, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашаççĕ, ĕçри çĕнĕлĕхсене сÿтсе яваççĕ. Хальлĕхе ашшĕпе ывăлĕн 400 пуçа яхăн сурăх. «Миçе иккенне тĕп-тĕрĕс калама йывăр, мĕншĕн тесен кунсерен путек хушăнать. Икĕ-виçĕ çултан йыш пин пуçа çитмелле», - пĕлтерчĕ фермер. Сурăхсем пăранланă май хуçисене те ларса канма вăхăт çук. Вĕсене талăкĕпех асăрхаса тăраççĕ: çак вăхăтра выльăхсен аманасси те, чирлесси те пулать.

- Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ тенĕ. Эпир вара сурăх пуçне çу енне шутлатпăр. Тухăç халĕ мĕнле ĕçленипе тÿрремĕнех çыхăннă. Кашни путекĕ тĕрес-тĕкел ÿстĕр тесен самай вăй хумалла. Пĕрне çухатни те пирĕншĕн сисĕмлĕ, - терĕ Максим Валерьевич.

Иртнĕ çул выльăх апачĕ туса илме çĕр çителĕксĕррипе ăна ытларах туяннă. 700 тĕркем утă, тырă илни кĕсьене пушатсах хăварнă. Хуçалăх арендăна 18 гектар çĕр илнĕ. Кăçал лаптăка тата 20 гектара яхăн ÿстересшĕн. Пĕлтĕр фермер нумай çул ÿсекен курăк акса хăварнă. «Кăçал хамăрах утă туса илесшĕн-ха, тырă кăна туянасшăн. Ăна валли техника пур ĕнтĕ», - пĕлтерчĕç вĕсем.

- Ĕне тытсан тупăш ытларах кĕрет теççĕ. Эсир вара сурăхсем суйласа илнĕ. Унăн продукцине вырнаçтарма çăмăл мар-тăр?

- Ĕне пирки те шухăшласа пăхнă. Вĕсем виççе çитрĕç ĕнтĕ. Анчах кĕтĕве тек ÿстермĕпĕр. Ĕне тытма вăй-хал, çынсем кирлĕ. Ялта ытларах ватăсем пулнипе пулăшу ыйтаймăн. Сурăхсемпе çăмăлрах, хамăрах вăй çитерĕпĕр.

Ĕçлеме пĕлсен сурăх та тупăшлă. Такисене илсе кайсах тăраççĕ. Путексене ĕрчетме туянаççĕ. Хамăр районтан та, Тутарстанран та килеççĕ илме. Юлашки вăхăтра сурăх ĕрчетекен нумай. Куславкка районĕнчи Юрий Петров та пирĕнтен сурăх туянсах фермер хуçалăхĕ йĕркелесе ячĕ. Сурăхран тĕрлĕ продукци илме пулать: какай, çăм, сĕт, çу. Çăмĕ йÿнĕпех каять ĕнтĕ, илекен те çукрах. Вите тунă чухне сурăх çăмĕпе хăмасем хушшинчи çурăксене хупларăмăр.

 

Хуларинчен кая мар

Яла пурăнма куçсан Петровсем çурт-йĕрне тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Грантпа йăла ыйтăвĕ валли 200 пин тенкĕ пани чухах пулнă вĕсемшĕн. Унччен çу кунĕсенче кăна пурăннă çуртра хĕл каçма условисем пулман темелле. Пулăшу укçипе хушма çурт çĕкленĕ, канализаци кĕртнĕ. Ваннăпа туалет та пÿртрех, кранран вĕри шыв юхать. Çурт тултан кăна мар, шалтан та илемлĕ, хăтлă. Хулари ырлăх яла çитнĕ темелле. Пысăк керменре амăшĕпе ашшĕ пурăнаççĕ. Кил хуçи, Валерий Петров, ĕçре пулнипе унпа тĕлпулаймарăмăр. «Фермер хуçалăхĕ йĕркелесен те çирĕм çул ĕçленĕ вырăнтан пăрахмарĕ. Талăк ĕçлесе виçĕ кун килте каннă май хуçалăхĕ валли те вăхăт тупать», - каласа парать мăшăрĕ. Максим хальлĕхе Куславккаран тĕппипех куçса килеймен-ха. Ĕç нумай чухне кăна пулăшма яла юлать. Çамрăка çурма пушă Йĕршерте кичемрех çав. Мĕн тăвăн, çын ĕçпе кăна пурăнаймасть, уйрăмах çамрăксен вăхăта хаваслă ирттерес килет.

- Авлансан, тен, пирĕнпех ялта пурăнĕç-и? - ĕмĕтне çухатмасть аслă ăру.

Амăшне итленĕ май ывăлĕ ытарлăн кулса илчĕ. Чăн та, çывăх çынсем юнашар пулнине, лава пĕрле туртнине мĕн çиттĕр?

Лариса Никитина.

Ольга Карпова сăнÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.