Хресчен сасси

29 Кăрлач, 2016

Пур ĕçе те пултарать

"Етĕрне районĕнчи Карикасси ялĕнче ăна "хĕрарăм-универсал" теççĕ. Ял çынни кăна мар, ачи-пăчи те çапла калать, амăшĕпе мухтанать. "Ылтăн алăллă" ăстасемпе ку таранччен хамăн та сахал мар тĕл пулма тивнĕ. Анчах вĕсемпе танлаштарсан Алевтина Петровна Михайлова мана та тĕлĕнтерчĕ.

Хĕрарăм-универсал

22 Кăрлач, 2016

Сĕчĕ - сиплĕ, ашĕ - сĕтеклĕ

«Шанма шан та - тĕрĕсле», - тенĕ халăхра. Йĕпреç районĕнчи «Путиловка» хуçалăх ертÿçи Эдуард Марушев ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май кантурти видеосăнавран куçне илмерĕ темелле, техника паркĕнче тăрăшакансене сăнарĕ. «Шăпăра пĕр çыхăра тытмалла, пĕччен хулă хуçăлать», - ытарлăн палăртрĕ вăл.

22 Кăрлач, 2016

Малашне те халăхшăн ĕçлесчĕ

"Хаçат тăрăх ырра вĕренесчĕ", - тенĕ хăй вăхăтĕнче чăваш журналистикин никĕслевçи Николай Васильевич Никольский. Унтанпа 110 çул иртнĕ пулин те çак сăмахсем паян та пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен ку çĕршыври, регионти обществăпа политика лару-тăрăвне çирĕплетме, упрама пулăшнине палăртрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей тата Чăваш пичечĕсен кунĕ ячĕпе йĕркеленĕ савăнăçлă мероприятире.

Pages