Комментари хушас

22 Кăрлач, 2016

Сĕчĕ - сиплĕ, ашĕ - сĕтеклĕ

«Шанма шан та - тĕрĕсле», - тенĕ халăхра. Йĕпреç районĕнчи «Путиловка» хуçалăх ертÿçи Эдуард Марушев ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май кантурти видеосăнавран куçне илмерĕ темелле, техника паркĕнче тăрăшакансене сăнарĕ. «Шăпăра пĕр çыхăра тытмалла, пĕччен хулă хуçăлать», - ытарлăн палăртрĕ вăл. Калаçу ерипен шурă сухаллă выльăх çине куçрĕ. Хуçалăхра саккăрмĕш çул ĕнтĕ качака ĕрчетеççĕ.

- Маларах качака чухăн çын выльăхĕ шутланнă. Ăна ĕне туянма, усрама вăй çитереймен çемьесем тытнă.

- Ĕлĕкрех ĕнешĕн куланай тÿлеттернĕ, качакашăн - çук. Çавăнпа «Сталин ĕнине» хушма хуçалăхсенче йышлă усранă. Халĕ ăна ватăсен кăна мар, çамрăксен картишĕнче те курма пулать. Мĕншĕн тесен усрама çăмăл, сĕчĕ сиплĕ. Çын организмĕ ĕне сĕтне 60-65 процент йышăнать, качаканне - 95. Вăл ача-пăчашăн, чирлисемшĕн уйрăмах усăллă. Ачасене пĕчĕкрен тĕрлĕ апат хутăшĕ çитернĕрен аллергипе аптăраççĕ. Качака сĕчĕ шăпах вĕсене пулăшать. Ман сĕтел çинчен те татăлмасть вăл. Хама çамрăкланнăн, вăй хушнăн туятăп.

- Çапах качака сĕтне, ашне нумайăшĕ килĕштермест.

- Сĕтрен шăршă кĕресси ăратран, выльăха мĕнле усранинчен килет. Хуçалăхра «зааненская» текеннине ĕрчететпĕр. Унăн сĕтĕнче шăршă сисĕнмест. Ăна лайăх услови туса памалла, качакана такипе пĕрле тытмалла мар. Агрофирмăна пысăк хăнасем килсен те сиплĕ çимĕçе тутанмасăр кайман. «Шăршлă» тенине илтмен. Выльăха йĕркеллĕ пăхсан çимĕçĕ те паха.

«Зааненская» ăрат Раççейри çурçĕр-хĕвеланăç тăрăхĕнче, Беларуçра анлă сарăлнă. Эпир ăна кăнтăр тăрăхĕнчен 50 пуç туянтăмăр, пĕри 20 пин тенке ларчĕ. Халĕ унтанпа икĕ хут хакланнă. Путекĕ çеç 35 пин тенкĕрен кая мар. Такисем йÿнĕрех. Вĕсене çулсерен улăштаратпăр, тĕрлĕ çĕртен туянатпăр - йăх хутшăнасран. Хальлĕхе витере 471 качака, çав шутра сăвăнаканни - 202 пуç. Иртнĕ çул пĕри 751 кг сĕт антарнă. Талăкра вăтамран 2-3 литр параççĕ.

– Паха чĕр тавара вырнаçтарма чăрмав çук-тăр...

– Чăваш Енре качака сĕтне туянакан çукрах. Сиплевпе кану, ача-пăча учрежденийĕсем паха çимĕçе илмеççĕ. Пуçлăхсемшĕн çынсен сывлăхĕ мар, укçа-тенкĕ хаклăрах тейĕн. Ĕне сĕчĕ икĕ-виçĕ хут йÿнĕрех-çке. Тепĕр чăрмав - пастерилизацилеменскере сутма кансĕр. Республикăра качака сĕтне тирпейлекен предприяти çук. Ирĕксĕрех Мари Эла, 300 çухрăма, турттармалла. Пĕр литрĕ 50 тенке каять. Унта чĕр тавара тирпейлесе сĕт юр-варĕ хатĕрлеççĕ. Эрнере 2-3 хут, чĕр тавар пухăннине кура, çула тухатпăр. Ăна пăсăласран холодильникра упратпăр. Пĕр харăс 10 пин тонна илсе кайма май пур, анчах ун чухлĕ туса илейместпĕр. Халĕ качакасем пăранланипе сĕт сахалрах пуçтарăнать. Çулла вара талăкра 700 литр та сунă. Завод чĕр тавара çулталăкĕпех пĕр хакпа йышăнать. Хĕлле сутайманнине çулла саплаштарма пулать.

- Вырăнта кайман продукцие туса илсе нушаланма кирлех-ши? Тен, ял хуçалăхĕнче тупăш илмелли урăх çул-йĕр шырамалла?

- Хуçалăхăн усă куракан çĕр 1 пин гектар ытла. Анчах пĕлтĕр çулла типĕ тăнипе тырă япăх тухрĕ. Халĕ уй-хирте туса илнипе кăна аталанма кансĕр, выльăх кирлех. Мĕншĕн качака? Ăна пăхма çын шучĕ ытлашши кирлĕ мар. Унччен ĕне выльăх та пулнă, анчах ĕçлекен çукран витесем пушанчĕç.

Тупăш илме пысăк калăпăшпа ĕçлемелле, хамăрăн тирпейлесе сутмалла. Икĕ çултан тĕп кĕтĕве 500 пуçа çитересшĕн. Кăçал 300 пуç тăмалăх çĕнĕ вите, сĕт сумалли зал туса пĕтермелле. Пушанса юлнă ĕне витине те юсаса çĕнетесшĕн. Чĕр тавара вырăнтах тирпейлеме цех уçма палăртатпăр. Оборудовани 10 млн тенкĕ тăрать. Хальлĕхе ăна туянма выльăх йышĕ сахалрах. Мари Республикинчи хуçалăхра 1200 качака ытла. Вырăнтах завод пуррипе вĕсене çăмăлрах. Пирĕн вара алă çавăриччен самай тар тăкмалла. Пысăк тупăш илме выльăх-чĕрлĕх йышлă кирлĕ. Ĕне усрас пулсан та 200 пуçран кая мар тытмалла. Акă хушма хуçалăхра 8-10 ĕне усракансен тупăш чылай тухнăн туйăнать. Анчах çемье унта мĕн чухлĕ тар тăкать, сывлăхне пĕтерет. Шалăвне кăларсан таса тупăш курăнмасть те. Фермерсен те çаплах.

- Качакана алăпах сăватăр-и?

- Сĕт нумай памасан та алăпа сума кансĕр. Вĕсем валли ятарлă аппарат пур, тăваттă туянтăмăр ĕнтĕ. Сĕт сумалли зал хута кайсан икĕ доярка та çителĕклĕ.

- Ку выльăха ĕрчетес тесен мĕне шута илмелле?

- Качака питех чирлемест. Ăна ĕне туберкулезĕ те ермест. Витере 7 градусран ăшă пулмалла, витĕр çил вĕрмелле мар. Унăн çăмĕ хулăн мар, шăнать. Çĕнĕ витене ангартан турăмăр, урай вырăнне - хулăн ай сарăм. Тислĕкрен хĕлĕпех ăшă тухса тăрать. Ăна çулталăкра икĕ хут, çуркуннепе кĕркунне, кăларса çĕрĕшме купалатпăр. Шыв витенех пырать. Çапах выльăха ăшă шыв ĕçтерсен аванрах.

«Зааненская» ăрат илемлĕ. Шурă, шупкарах сарă тĕслĕ вăл. Урăх тĕслĕ пулни выльăх ăрачĕ хутăшнине пĕлтерет. Сухаллă е унсăр та пулаççĕ. Путекĕсене пăхса ытараймăн. Хуçине аван паллаççĕ. Улăха кăларсан йытă пек кĕтÿç хыççăн утса çÿреççĕ. Пĕр качака 1 е 3 путек таран пăранлать. Виçĕ кунран амăшĕнчен уйăратпăр, сĕт суса ĕçтеретпĕр. Пĕрле усрасан сĕтне ĕмсе пĕтереймеççĕ, çилли шыçнипе мастита каять.

Çемçе апата кăмăллаççĕ. Вĕсем валли люцерна, козлятник çитĕнтеретпĕр.

- Беларуçра сĕтлĕ качакана ĕрчетме патшалăх енчен пулăшаççĕ. Çавăнпа çак ăрат унта анлă сарăлнă. Ăратлăхпа ĕçлекен ятарлă хуçалăхсем пур. Пирĕн ертÿçĕсем çак отрасле пулăшма тăрăшни сисĕнет-и?

- Патшалăхран иртнĕ çул кăна пулăшу илме тытăнтăмăр. «Йĕмен ачана чĕчĕ памаççĕ», - тенĕ халăхра. Самай чупма тиврĕ. Çак ыйтупа Раççей Ял хуçалăх министерствинех тухрăмăр. Тинех пăр вырăнтан тапранчĕ. Шел, ыйтăва туллин татса панă теме иртерех. Качакашăн та ĕне пек пĕр коэффициентпа субсиди пани тĕрĕс мар. Вĕсенчен ниепле те пĕр пек продукци туса илеймĕн. Çапах малтанхи утăм пурри, тинех пирĕн çине çаврăнса пăхни шанăç парать.

Лариса Никитина.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.