Тухăçлă усă курмалла

22 Кăрлач, 2016

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2016 çула Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче çакна палăртнă: «Пусă çаврăнăшне миллион гектар çĕр кĕртмелле. Халĕ вĕсем пушă выртаççĕ, çĕрĕн пысăк лаптăкĕ харпăрлăхра, анчах нумайăшĕ ял хуçалăхĕпе ĕçлеме шутламасть те». Çĕршыв Пуçлăхĕ ун пеккисенчен тĕллевлĕ усă курман ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене туртса илме, аукцион урлă вĕсене йĕркеллĕ ĕçлекенсене пама сĕннĕ.

Чăваш Еншĕн те çак ыйту çивĕч тăрать. Усă курман ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе, пай çĕрĕсене муниципалитет харпăрлăхне парассипе ĕçлеç-çĕ темелле. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та 2014 çулта Патшалăх Канашне янă Çырура вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем умне тĕллев лартнă - 2016 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен хуçасăр пай çĕрĕсене муниципалитет харпăрлăхне куçармалла, унпа тухăçлă усă курса бюджета пуянлатмалла.

2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра çĕр фончĕн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 1834,5 пин гектар шутланнă, çав шутра 1008,7 пин гектарĕ ?55 проценчĕ% ял хуçалăх пĕлтерĕшли.

Çулталăк вĕçленнĕ тĕле муниципалитет харпăрлăхне ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 398,3 пин гектар çĕре регистрациленĕ. Ку - республикăри пĕтĕмĕшле лаптăкăн 73 проценчĕ. Куславкка, Шăмăршă, Етĕрне, Елчĕк, Канаш, Шупашкар, Тăвай, Пăрачкав, Комсомольски районĕсем уйрăмах лайăх ĕçленине палăртмалла.

Республика территорийĕнче хуçасăр пай çĕрĕсем - 210,4 пин гектар. Çав шутра муниципалитет пĕрлĕхĕн харпăрлăхне 125,3 пин гектар регистрациленĕ /60 процентне/. Канаш, Елчĕк, Комсомольски, Куславкка, Тăвай, Шăмăршă районĕсем ку енĕпе уйрăмах хастар ĕçленĕ.

2011 çулччен ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ, харпăрлăхри çĕр пайне 136,9 пин гектар регистрациленĕ /пĕтĕмĕшле çĕр пайĕнчен 25 процент/. Анчах муниципалитет пĕрлĕхне хуçасăр лаптăксене куçарман. Хальхи вăхăтра регистрациленĕ хуçасăр пай çĕрĕсене йĕркелесе патшалăх кадастр учетне 64,8 пин гектар тăратнă /52 процент/. 13,3 пин гектарне - сутма. Арендăна - 28,8 пин, харпăрлăха 363 пин гектар панă.

Çĕрпе мĕнле усă курнине муниципалитет пĕрлĕхĕсен те тĕрĕслесе вăхăтра мерăсем йышăнмалла. Анчах вырăнта çак ĕç çине çиелтен пăхаççĕ. Çавна май пĕр йĕркесĕрлĕх теприне çуратать.

Пĕлтĕр тĕрĕслев органĕсем Н. А. Пчеляков фермер хуçалăхне ?Пăрачкав районĕ% 200 пин тенкĕлĕх штрафланă. Вăл ирĕк илмесĕрех çĕрпе хуçаланнă-мĕн. Документсăр лаптăкра чĕр тавар туса илни патшалăх пулăшăвĕпе те усă курма чăрмантарать.

2013 çултанпа налук органне ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе тĕллевлĕ усă курман 483 тĕслĕх пирки хыпарланă. Тĕрĕслев хыççăн 401 харпăрçăн /318 çĕр лаптăкĕпе/ çĕр налукĕн ставкине 0,3-рен 1,5 процента ÿстернĕ.

Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре пусă çаврăнăшне кĕртни çĕр лаптăкĕсемпе тĕллевлĕ усă курассине упраса хăварма май парать. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çинче час-часах коттеджсем, промышленноç объекчĕсем ÿссе лараççĕ е уй-хире çум курăкпа йывăç-тĕм пусса илет. Йĕркесĕрлĕх ирĕксĕрех çирĕп мерăсем йышăнма хистет.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.