Хресчен сасси

4 Нарăс, 2016

Ĕмĕр ĕмĕрлесси урам урлă каçасси мар

Нумаях пулмасть Муркаш районĕнчи Исетерккă ялĕнчи Раиса Максимова сумлă юбилейне анлăн паллă турĕ. Уяв сĕтелĕ хушшине ларма сăлтавĕ те пĕчĕк мар: хыçалта - 80 çул. Вăл вара 80 кун çеç мар. Темĕн те курма тивнĕ çак вăхăтра: япăххи те, лайăххи те.

29 Кăрлач, 2016

Акапуçшăн та куланай тÿленĕ

Кăçал, утă уйăхĕн 1 - çурла уйăхĕн 15-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ иртмелле. Пĕлтерĕшлĕ мероприяти çывхарнă май унăн историйĕпе паллашма кăсăк пулĕ.

29 Кăрлач, 2016

Сăвăма ÿстерес тесен

Сăвăм виçи тĕрлĕ сăлтавпа çыхăннă, вĕсене "тулаш" тата "шал" енчен витĕм кÿрекеннисем çине уйăрма пулать. "Шал" енчисенчен ĕне йăхĕ, выльăх сывлăхĕ, кÿлепи палăртуллă, "тулашрисенчен" – апат пахалăхĕпе виçи, сăвăмсем хушшинчи тăхтав вăхăчĕ, сăвăм меслечĕ, ĕне миçе çулти тата ытти те. Паян шăпах вĕсем çинчен калаçăпăр.

Pages