Виç ÿнерçĕ пĕр ялтан
Сĕнтĕрвăрри е Тăвай районĕсемпе танлаштарсан манăн тăван енрен - Елчĕк тăрăхĕнчен - ÿнер ăстисем сахалрах тухнă.
Чăваш Енĕн кăнтăр енчи районсенче çуралса ÿснĕ хальхи вăхăтри чи мухтавлă сăрă ăсти, паллах, Аслă Елчĕкре 1932 çулта кун çути курнă - Владимир Агеев. Владимир Иванович Совет Çарĕнче виçĕ çул ытла хĕсметре пулнă хыççăн 1956 çулта Шупашкарти ÿнер училищинчен вĕренсе тухнă, çавăнтанпах республикăн тĕп хулинче ĕçлесе пурăнать. Вăл - Чăваш АССР халăх художникĕ, К. Иванов ячĕллĕ ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕ.
Юлашки чĕрĕк ĕмĕрте Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕн хисеплĕ ятне Владимир Агеевăн сумлă ентешĕсем, Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕ Николай Максимовпа Петр Петров тивĕçрĕç. Николай Петрович 30 çул ытла К. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи театрĕнче тĕп художникра ĕçленĕ. Петр Варфоломеевич вара 1972 çулта И. Яковлев ячĕллĕ педагогика институчĕн ÿнерпе графика факультетне пĕтернĕ хыççăн илемлĕ те кăсăклă пурнăç шыраса Раççейĕн темиçе регионне çитсе курнă: Дагестанри Избербаш хулинчи педагогика училищинче тата Тува АССРĕн Кызылти интернат шкулта рисовани тата черчени вĕрентнĕ. Каярахпа тăван тăрăха таврăннă, тĕрлĕ ĕçре вăй хунă.
Манăн сăмахăм малалла çак ялтах çуралса ÿснĕ тепĕр ÿнерçĕ пирки пырĕ. Вăл - Валерий Краснов. Каччă ялти вăтам шкулта 9 класс пĕтернĕ хыççăн сумлă ентешĕ Николай Максимов сĕннипе тĕп хулана ÿнер училищине вĕренме кĕрес ĕмĕтпе кайнă. Шел, 15 çулти яш вырăс чĕлхипе экзаменра «3» паллă илнĕ. Пĕр преподаватель тăрăхласа: «Çитес çулччен Ленинпа Пушкин чĕлхине вĕренсе çит. Тинех вара пирĕн училищĕн студенчĕ пулса тăрăн», - тенĕ.
Валерий Краснов пуçне усман, çулталăка яхăн тăван «Дружба» колхозра ĕçленĕ. Каярахпа Йошкар-Олари ÿнер училищине вĕренме кайнă. Ăна лайăх паллăсемпе пĕтернĕ хыççăн тăван ялне таврăннă, тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă. Çав вăхăтрах Чăваш педагогика университечĕн ÿнерпе графика факультетĕнче ăс пухнă.
Юлашки чĕрĕк ĕмĕрте çамрăк художник 200 ытла картина ÿкернĕ. Вĕсене вăл пысăк куравсенче халăха кăтартма васкаман. Çак кунсенче Чăваш Наци библиотекин «Кĕмĕл ĕмĕр» галерейинче Валерий Алексеевичăн «Тăван çĕршыва халалласа» выставки уçăлчĕ. Унта - чăваш халăхĕн юратнă уявĕсене, йăли-йĕркине, тăван тавралăхăн илемĕпе пуянлăхне сăнланă 50 яхăн ÿкерчĕк.
Çирĕклĕ Шăхалĕнчен тухнă пултаруллă виççĕмĕш художникăн куравне Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн пай ертÿçи Геннадий Иванов-Орков уçрĕ. Владимир Агеев çамрăк художник тăван ялне, Елчĕк районне, çутçанталăка мĕнле хитре çутатма пултарнине палăртрĕ. ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Шелтуков Валерий Красновпа пĕр класра вĕреннине пĕлтерчĕ. «Эпĕ Валерăпа мĕн пĕчĕкрен пĕрле выляса ÿснĕ, яш чухне спорт ăмăртăвĕсене яланах пĕрле çÿренĕ. Çывăх юлташăм малашне Агеев е Енилин пек ăста художник пуласси çинчен ĕмĕтленме те пултарайман ун чухне. Унăн куравне Елчĕк районĕнче йĕркелесен те аванччĕ», - терĕ Сергей Сильвестрович.
Пултарулăх каçĕнче çавăн пекех паллă ытти ÿнерçĕсем, çывăх тăванĕсем, «Елчĕк ен» ентешлĕхĕн хастарĕсем пулчĕç.
Петр СИДОРОВ.
Комментари хушас