«Хĕлхем» çĕнтернĕ

16 Ака, 2014

Нумаях пулмасть Канаш районĕнчи Асхва ял тăрăхĕнчи Культурăпа библиотека аталанăвĕн центрĕнче ачасемпе çамрăксен районти «Юмах çăл куçĕ» фестивалĕ иртнĕ. Унта 13 ял тăрăхĕнчи коллектив хутшăннă.

«Ачасен хушшинчи чи лайăх театр коллективĕ» ята Сиккассинчи ачасен «Хĕлхем» ушкăнĕ тивĕçнĕ. Ăна кунти А.И.Миттов ячĕллĕ вăтам шкулăн пуçламăш классен вĕрентекенĕ Н.Горшкова ертсе пырать. Ачасем чăваш çыравçи Левтина Марье çырнă «Чечеклĕ кăмпа» юмахпа палăрнă. Коллектива çавăн пекех дипломпа тата хаклă парнепе чысланă. Сиккасси шăпăрланĕсем район чысне республика шайĕнче хÿтĕлĕç.

Рубрика: