Вера ТИТОВА хатĕрленĕ.

8 Çĕртме, 2020

Атăла путма пуçланă

Шупашкарти икĕ тус пĕр кунхине Атăла путма пуçланă.

Ÿсĕрскерсенчен пĕри амăшĕн «Лада Калина» машинине чĕртсе тухнă. Атăл çыранĕн хĕррипе пынă чух вăл руле тусне шанса панă. Лешĕн права пулман. Руль умне вăл машинăпа çÿреме вĕренмелле ларнă. Тахăш вăхăтра автомобиль хыçалалла чакса Атăл çыранĕ хĕррине пырса кĕнĕ. Машинăна хăйсем тĕллĕн шывран кăлараймассине ăнлансан каччăсем пулăшу чĕнсе илнĕ.

8 Çĕртме, 2020

Бизнес-план тÿлевсĕр хатĕрлĕç

Республикăн бизнес-инкубаторĕ предпринимательсене бизнес-план тата техникăпа экономика пĕтĕмлетĕвне тÿлевсĕр хатĕрлесе парать.

Çак документсем усламçăсене тĕрлĕ сăлтавпа кирлĕ: инвестици илĕртме, банкра кредит илме, патшалăх пулăшăвне курма, ытти тĕллевпе.

Бизнес-инкубаторпа çыхăнмалли телефон номерĕ: +7 (8352) 499-995, хушма номер 4002.

www.hypar.ru minec.cap.ru căн ÿкерчĕкĕ.

18 Çу, 2020

Шупашкарта онлайн-лагерьсем уçăлĕç

Шупашкарта шкул ачисем валли онлайн-лагерьсем уçма палăртнă. Кун пек форматпа хулари вĕренÿ учрежденийĕсенче халĕ те ĕçлеççĕ. Çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче уçăлнă «Шкул эфирĕсен марафонĕ» çак уйăхăн 29-мĕшĕччен пырĕ.

18 Çу, 2020

Хĕрлĕ Чутай районĕнче çул юсанине министр тĕрĕслет

Çак кунсенче республикăри тĕрлĕ район-хулара çулсене юсаççĕ. Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи ĕçсене Чăваш Ен транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Осипов хăй тĕрĕслесе тăрать. Вăл çак ыйтупа яваплиcемпе канашлу ирттернĕ.

18 Çу, 2020

Музей онлайн видеоэкскурси йĕркеленĕ

Паян, çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери музейсен кунне палăртрĕç. Ăна халалласа «Музейсен каçĕ» акци ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал ăна онлайн-мелпе ирттернĕ.

Pages