Ял кинофестивалĕпе ялтан яла çÿреççĕ
Çак кунсенче пирĕн республикăра "Пирĕн аннесем, пирĕн аттесем" ял кинофестивалĕ иртет. Тунтикун, юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче, уçăлнăскер пилĕк куна пырать. Аса илтерер: пирĕн тăрăхра ку фестивале кăçал виççĕмĕш хут йĕркеленĕ. Ăна "Чăвашкино" патшалăх киностудийĕ тата электрон документацин архивĕ пуçарнă.