Комментари хушас

10 Çурла, 2017

Энĕшпуçĕнчи культура çурчĕ сасă çырма пуçлĕ

Ĕнер, çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Вăрмар районĕнчи Енĕшпуçĕнче культура çурчĕ уçăлнă. Вырăнти культура вучахне туса лартма федераци, республика тата вырăнти хыснасенчен 27,3 миллион тенкĕ уйăрнă. Пысăк пайĕ, 18,6 миллионĕ, - Мускавран килнĕ "кĕмĕл".

Культура çуртне уçма республикăн культура министрĕ Константин Яковлев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин тата вырăнти пуçлăхсем хутшăннă. Культура министрĕ вырăнта культурăна аталантарнăшăн Енĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхне Олег Иванова ведомствăн Тав хучĕпе хавхалантарнă. Патшалăх Канашĕн депутачĕ те пушă алăпа кайман: вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн вице-президентне Василий Нягина республика парламенчĕн Хисеп хучĕпе чысланă. Патшалăх Канашĕн тепĕр депутачĕ, "Акконд" фабрика директорĕ Валерий Иванов, Культура çуртне уçма хутшăнман пулин те парне хатĕрленĕ. Вăл сасă çыракан аппаратура туянма панă сертификата вырăнтисене "Акконд-Агро" предприяти ертÿçи Виталий Фомин тыттарнă.

  • Сăмах май çакна та палăртар: кăçал пирĕн республикăри тăватă ялта: Патăрьел районĕнчи Ыхраçырминче, Канаш районĕнчи Ăвăспÿрт Кипечре, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Шулюра, Тăвай районĕнчи Чутейра - культура çурчĕ тума республика тата вырăнти бюджетсенчен 44 миллиона яхăн тенкĕ уйăрнă.

 

Рубрика: