Комментари хушас

18 Ака, 2017

Кăçалхи Сабантуй çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче иртĕ

Тутарсен Сабантуй уявне кăçaл епле ирттерессине паян Шупашкарта сÿтсе явнă. Канашлăва республикăн культура министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Ирина Клементьева, Тутарсен Чăваш Енри наципе культура автономийĕн председателĕ Ферит Гибатдинов тата ыттисем хутшăннă.

Шупашкарти Сабантуя темиçе çул ĕнтĕ Лакрей вăрманĕнче ирттереççĕ. Кăçалхине те унтах пухăнма шут тытнă. Хальхинче ăна çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче уявласшăн. Йĕркелÿ комитечĕн паянхи пĕрремĕш ларăвĕнче мероприятисен планне тишкернĕ.

Сăмах май, Шупашкарти Сабантуй тутарсен Астраханьте иртекен Пĕтĕм Раççейри наци уявĕпе пĕр куна лекĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: