ЧР Художниксен пĕрлĕхĕн членĕ, халăх ӳнер промыслисен ăсти Галина Васильевна Изратова пурăннă пулсан кăçалхи кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнче 60 çул тултармаллаччĕ. Шел, йывăр чире пула вăл пиртен пĕлтĕр уйрăлса кайрĕ.
Çамрăксене ял хуçалăх отраслĕпе ытларах кăсăклантарма районсенче аграри класĕсем уçмалли пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура та каларĕ. Паянхи куна çакнашкал классем республикăра Шупашкар, Çĕрпӳ, Красноармейски, Патăрьел районĕсенче йĕркеленнĕ. Акă нумаях пулмасть Шупашкар районĕнчи Кăшавăш тата Янăш шкулĕнчи профильлĕ классенче вĕренекенсем Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине экскурсие килнĕ. Вĕсене унта ятарлă тумтирпе тивĕçтернĕ. Малашне çамрăксене çири симĕс жилетсене пула тӳрех палласа илĕн.
"Ачалăхăм нушапа иртрĕ. Эпир, выçăллă-тутăллă ÿс-нĕскерсем, пурнăç тути-масине аван чухлатпăр. Ун чухне эпĕ 5-мĕш класра вĕренеттĕмччĕ пулас. Чĕкеç Михали пĕррехинче мана сурăх кĕтĕвне илсе кайрĕ. Тепĕр çул вара ĕне кĕтĕвĕ кĕтме хам кĕрĕшрĕм. Уншăн апат-çимĕç, кĕркунне темиçе кĕрепенкке тырă паратчĕç", — иртнĕ кун-çулне куç умне кăларчĕ Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхалĕнче пурăнакан Степан Павлов.
Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхальте пурăнакан Васильевсемшĕн Упăте çулĕ уйрăммăн асра юлнă. Галина Ивановнăпа Виктор Порфирьевич Голландие мăнукне курмашкăн кайса килнĕ. Хĕрĕ Светлана Верверсхоф поселокĕнче 8 çул пурăнать. Ялти шкулта вĕреннĕ чухнех акăлчан чĕлхипе кăсăкланнă хĕр.
«Ялта ĕç çук теекене ăнланмастăп эпĕ, - калаçăвне пуçларĕ Валерий Ермолаев хурт-хăмăр ăсти. - Ĕçлес шухăшлă çыншăн вăл çителĕклех. Тĕрĕссипе, çывăрма та вăхăт çук».
Вăл çак ĕçре 24 çул тăрăшать. Ял-йышпа, шкул ачисемпе тĕл пулса хăйĕн опычĕпе паллаштарать. Ытти çын та вĕлле хурчĕ ĕрчетсе тупăш илтĕр тесе тăрăшать. Мĕн тĕллевпе-ха? Çамрăксем çуралнă тăрăхра юлччăр, тăван çĕре юратчăр тесе.