Валентина ПЕТРОВА

3 Пуш, 2016

Ферма пикисем

Вырăнта хуçалăх пурришĕн савăнаççĕ Вăрнар районĕнчи Уйкас Явăшра пурăнакансем. «Мураты» ЯХПК ферминче паянхи кун 334 пуç ĕне выльăх шутланать. Вĕсенчен 100-шĕ - сăвăнаканни. Владимир Петров ферма заведующийĕ палăртнă тăрăх - кунсерен 1500 л сĕт патшалăха ăсанать. Сăвăм шайĕ - кашни ĕнерен вăтамран 16-17 л.

25 Нарăс, 2016

«Ял пуласлăхĕ шухăшлаттарать»

Геннадий Ларионов - Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн биотехнологи тата ял хуçалăх продукцине тирпейлес ĕç кафедрин профессорĕ, ăсчах, Çут çанталăк пĕлĕвĕсен Раççей академийĕн член-корреспонденчĕ.

18 Нарăс, 2016

Ĕç сиплет

Полиартритпа нушаланнă Анастасия Раськина аллине чĕнтĕр йĕппи тытсан чир пирки маннă. Стройкăра штукатур-малярта чылай çул вăй хунăскерĕн алли-ури ыратнă. «Витре йăтайми пултăм, 15 çул нушалантăм», - терĕ ватă. Ал ĕç туни ăна чиртен сыватнă та.

18 Нарăс, 2016

Ашшĕнчен - ывăлне

Елчĕк районĕнчи Патреккел ялĕнчи Александр Миловидов йывăçран тĕрлĕ кĕлетке касса кăларма кăмăллать. Тĕрĕсрех, Африка тотемĕпе кăсăкланаканскер кÿлепесене çак енĕпе сăнарлать.

18 Нарăс, 2016

Пуканене чун кĕртекен

«Вĕрентнĕ чухне пурне те ăша хывмаллине, пурнăçра кирек хăш ĕç те кирлĕ пулнине ăнлантаратăп эпĕ ачасене», - тет Любовь Романова. Шупашкарти 18-мĕш шкулта черчени, рисовани тата технологи предмечĕсене вĕрентекенскер пĕлÿ çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ изостудие те ертсе пырать.

Pages