Ферма пикисем
Вырăнта хуçалăх пурришĕн савăнаççĕ Вăрнар районĕнчи Уйкас Явăшра пурăнакансем. «Мураты» ЯХПК ферминче паянхи кун 334 пуç ĕне выльăх шутланать. Вĕсенчен 100-шĕ - сăвăнаканни. Владимир Петров ферма заведующийĕ палăртнă тăрăх - кунсерен 1500 л сĕт патшалăха ăсанать. Сăвăм шайĕ - кашни ĕнерен вăтамран 16-17 л. Ĕçченсенчен ытларахăшĕ - хĕрарăмсем. Вĕсем ĕне пăрулаттараççĕ, сăваççĕ, пăру пăхаççĕ.
«Ялта ĕç пурри савăнтарать, - терĕ Надежда Волкова. - Фермăна килсен чун уçăлать. Пĕр-пĕринпе калаçатпăр, шÿтлетпĕр. Уявсене те пĕрлех ирттеретпĕр».
Оксана Маркова вара çиччĕмĕш çул дояркăра вăй хурать. Унсăр пуçне хушма хуçалăхра та самаях выльăх-чĕрлĕх усраççĕ вĕсем. Апла пулин те пур çĕре те ĕлкĕрет хĕрарăм. Паллах, килте ăна мăшăрĕ, ачисем пулăшаççĕ.
Тамара Кириллова - дояркăсене улăштаракан. Унта-кунта каймалла-и е урăх ĕç тупăнать вĕсен - Тамара Константиновна яланах хатĕр тăрать. Дояркăсем каннă вăхăтра вăл ĕçлет.
Хуçалăхра вăй хуракансене ертÿçĕсем выльăх апачĕпе, тыр-пулпа тивĕçтереççĕ. Çитменнине йÿнĕрех хакпа параççĕ. «Çакă пирĕншĕн питĕ пысăк пулăшу», - терĕç ĕçченсем.
Выльăх апатне кунта çулсеренех çителĕклĕ хатĕрлеççĕ. Пĕлтĕр кашни условлă выльăх пуçне 32 центнер хатĕрленĕ. Иртнĕ çул ытлашши сенажа сутма та тивнĕ.
Пĕлтĕрхи кăтартусем те япăх мар: çулталăкра кашни ĕнерен 6412 л сĕт сунă, 100 выльăхран 103 пăру илнĕ.
Ялта ĕç пурри, чăн та, телей. Дояркăсем калашле ĕçлеме хăнăхнă çын унсăр пурăнаймасть. Вăл чуна канăç кÿрет, шанчăк çуратать, пĕр-пĕринпе туслаштарать.
Валентина ПЕТРОВА.
Комментари хушас