Валентина ПЕТРОВА

25 Çурла, 2016

Ăсталăх пĕлекен çăкăрсăр лармасть

«Ачасемсĕр пурăнаймастăп, - тет Патăрьел районĕнчи Сăкăтра пурăнакан Вера Кузнецова. - Пĕр кун репетицие килмесен те мана темĕскер çитмест. Хăйсем те ман пата туртăнаççĕ. Вĕсемпе ĕçлеме кăмăллă. 60 çул тултартăм пулсан та чун çамрăк-ха».

Вăл - ачасен тусĕ

11 Çурла, 2016

Йĕтем тулли тырри-пулли

Патăрьел районĕнчи «Труд» хуçалăхра та ĕç вĕресе тăрать. Кунта кĕрхи культурăсене çапса тĕшĕленĕ, тасатса кĕлете кĕртнĕ. Черетре - çурхи тулă. Уй-хирте 3 комбайн ĕçлет.

11 Çурла, 2016

Вăрманта, çăтмахра

Йĕпреç районĕнчи Çĕнĕ Кĕлĕмкассинче маларах 44 кил пулнă. Халĕ 17-шĕнче пурăнаççĕ. Пурĕ - 30 яхăн çын. «Урамра ача-пăча кĕрлетчĕ çеç. Килсерен 8-11-шерччĕ. Паян шкула каякан ача та пĕртен пĕрре - Артем Рыжкевич. Пирĕн ача-пăчасем çĕршывĕпех саланчĕç. Ял уявне çеç пуçтарăнаççĕ.

4 Çурла, 2016

Ах, каятпăр, ах, каятпăр...

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнăранпа кăçал 75 çул çитрĕ. Раççей халăхĕ çак куна манма пултараймасть. Вăл чĕрере тарăн йĕр хăварнă, кашни киле инкек илсе кĕнĕ. Вăрçă пуçланнă кун Шупашкар районĕнчи Урай Макаçра кăçал çар комплексĕ уçнă.

14 Утă, 2016

Тăван енче чул та ĕнчĕ

Вăл ытти ÿнерçĕ пек хулара тĕпленмен. Ял сывлăшне сывлать, çăлкуçран шыв ĕçет. Аслă ăрăва ÿкерме кăмăллать. Ял ватăлса пынишĕн чунран кулянать. Сăмахăм Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхалĕнче пурăнакан Валерий Краснов художник çинчен пырĕ.

Pages