Тăван енче чул та ĕнчĕ
Вăл ытти ÿнерçĕ пек хулара тĕпленмен. Ял сывлăшне сывлать, çăлкуçран шыв ĕçет. Аслă ăрăва ÿкерме кăмăллать. Ял ватăлса пынишĕн чунран кулянать. Сăмахăм Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхалĕнче пурăнакан Валерий Краснов художник çинчен пырĕ.
- Ялта пурăнакан ÿнерçĕ, çыравçă сахал халăхра. Валерий Алексеевич, эсир те хулара ĕç тупма пултарнă-çке. Тăван кĕтес мĕнпе илĕртрĕ сире?
- Çапла. Эпĕ те хулана, ют çĕршыва тухса кайма пултарнă. Анчах манăн хамăн халăхпа юнашар пурăнас, ăна ÿкерчĕксенче сăнлас килет. Ÿкернисĕр пуçне эпĕ ял çыннин пурнăçĕпе пурăнатăп: çĕрулми лартатăп-кăларатăп, пахча çумлатăп, йывăç ÿстеретĕп... Хулана кайсан виçĕ кунранах тăван тăрăха васкатăп. Эпĕ кунта хамăн вырăнта.
- Ÿкерес ăсталăх камран куçнă сире? Паллă ÿнерçĕсемпе çыхăну тытатăр-и? Хăвăр куравсем час-часах йĕркелетĕр-и?
- Атте, Алексей Алексеевич Краснов, питĕ хитре ÿкеретчĕ. Вăл чылай вăхăт кĕтÿçре çÿрерĕ. Эпĕ те унран юлмастăм. Çавна май çут çанталăка сăнама вĕрентĕм. Аттепе пĕрле мĕн чухлĕ йывăç лартман-ши çырмара? Пирĕн йăхра Çерук тете пурччĕ. Вăл - асаттен тăванĕ. Пуртăпа каскалама кăмăллатчĕ, ку тĕлĕшпе алли ылтăнччĕ. Ÿкерес ăсталăх - атте енчен, кĕвĕ-çемĕ туртăмĕ - аннерен. Сăмах май, эпĕ сăвăсем çыратăп, вĕсене кĕвве хыватăп, гитара калатăп. Анне балалайкăпа ăста вылянă.
Йошкар-Олари ÿнер училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн В.И.Суриков ячĕллĕ Мускав ÿнер институчĕн филиалĕнче /Чăваш патшалăх педагогика университечĕ çумĕнче/ вĕрентĕм. Кашни виçĕ çулта курав йĕркелеме тăрăшатăп. Кăçал Шупашкарта тата Хусанта уçрăм. Манăн ĕçсем Америка, Китай, Германи, Чехи, Итали çĕршывĕсенчи уйрăм çынсен коллекцийĕнче упранаççĕ. Республикăри ÿнерçĕсемпе çыхăну тытатăп. Владимир Агеев хăй мĕне тăрать! Вăл пирĕншĕн – Микеланджело. Тепĕр чухне Йошкар-Олана та кайса килетĕп. Халĕ Тутарстанра та туссем тупрăм. Ÿнерçĕсемпе çыхăну тытмасан мана йывăртарах. Пĕр-пĕринчен вĕренетпĕр-çке. Ял çыннине художник ĕçĕ кирлех мар. Ăна тракторист, шофер, платник пулсан çитет. Шупашкарти художниксем хăйсем те ман пата хăнана килес пек калаçрĕç, кĕтетĕп.
- Каçарăр, ялта ÿнерçĕн мĕнпе пурăнмалла? Тивĕçлĕ канăва тухма иртерех, эсир 47 çулта çеç. Çав вăхăтрах хырăм та выçать, сăрă тавраш та туянмалла.
- Эпĕ яла таврăнни виçĕ çул çитет. Çак вăхăтра ĕç шыраса районти вĕрентÿ управленине те çитрĕм. Унти ĕçченсем пылпа çу сĕрнĕ чĕлхепе ăсатрĕç мана. Эпĕ питĕ кирлĕ çын иккен районта. Анчах темшĕн паян кун та ĕç вырăнĕ тупса параймаççĕ. Çапах пуçа усмастăп: хулара уявсенче портретсем ÿкеретĕп, картинăсем сутатăп. Ялта ăна илес текен çукпа пĕрех, çав укçапа тырă е апат-çимĕç туянать халăх. Ÿкерчĕке хаклама пĕлмест вăл. Укçа тума уй-хире çĕрулми пуçтарма та тухатăп, ытти ĕçрен те пăрăнмастăп.
Тĕрĕсех, картинăна сăрă-сăр ÿкерейместĕн. Маларах туяннисемпе усă куратăп хальлĕхе.
- Тĕп ĕçсĕр пуçне хушма хуçалăх та тытса пыратăр. Аçăр-аннĕр килне салатмастăр, кашни кунах пĕр пăта çапатăр пулас.
- Тăван кил вучахне сÿнтерес килмест. Эпир кунта çуралнă, 6 пĕртăван çитĕннĕ. Ыттисем йăваран вĕçсе тухса саланчĕç. Эпĕ, кĕçĕнни пулнăран, ялтах тĕплентĕм. Аппасем çемйисемпе пуçтарăнсан кил-çурт тулать, чун савăнать. Шел, хальлĕхе пĕчченех пурăнатăп. Юнашар мăшăр пулсан аван паллах. Пахчаçимĕç çитĕнтеретĕп, кайăк-кĕшĕк тытатăп. Иçĕм çырли те, арпус та ăнса пулать. Пÿрт умĕнчи чечексем вара куçа илĕртеççĕ. Кил-çурта пăта çапсах тăмалла, унсăрăн юхăнать. Ниме мелĕпе хам валли мастерской та хăпартрăм. Картинăсене халĕ унта ÿкеретĕп. Хĕллехи вăхăтра хутса ăшăтма кăмака та турăм.
- Апла эсир лайăх пахчаçă та, кăмакаçă та ...
- Унсăрăн епле? Ял çынни вăл тĕрлĕ енĕпе ăста. Çавăн пекех эпĕ кивĕ савăт-сапа, хатĕр-хĕтĕр пухатăп халăхран. Картина ÿкернĕ вăхăтра кирлĕ вĕсем. Ытларах сюжетлă, историллĕ, нумай çынлă ÿкерчĕксене кăмăллатăп. Вĕсене ÿкерме çăмăл мар. Чăнлăха тĕрĕс кăтартас тесен архивра, вулавăшра ларма тивет. Ара, аваллăха сăнлакан картинăра çынна кроссовки тăхăнтартни - юрăхсăр. Тепĕр чух канас тĕллевпе çут çанталăка этюд çырма тухатăп. Ÿнерçĕн хитрелĕхе туйма пĕлмелле. Урамри çÿп-çапа та илемлĕ сăнламалла. Килте хальлĕхе 200 ытла ĕç упранать. Шупашкарти куравра ÿнерçĕсем мана Моисей Спиридоновпа, Николай Сверчковпа, Николай Овчинниковпа, Юрий Зайцевпа танлаштарни савăнтарчĕ паллах. Эпĕ те вĕсем пекех «картинщик» /сюжетлă, тематикăллă картинăсем ÿкерекен/ ята тивĕçрĕм.
- Ялта кичем мар-и?
- Мана пачах та кичем мар. Эпĕ хамăн ĕçе чунран юрататăп. Мастерскойран тухас килмест. Илем тĕнчинче хама хăтлă туятăп. Спортпа та туслă. Кунсеренех 4 çухрăм чупатăп, эрех-сăрапа айкашмастăп. Ман шутпа, чăваш халăхĕ ан пĕттĕр тесен çак киревсĕр йăласенчен хăтăлмалла. Юлашки вă-хăтра час-часах пирĕн халăх çĕр çинчен çухаласси пирки калаççĕ. Ара, çамрăксем шкул хыççăн пурте ялтан тухса каяççĕ. Никам та тăван тăрăхра ĕçлесшĕн мар. Патшалăх ял çинче тытăнса тăрать, пурне те вăл тăрантарать.
Ытларах çуран çÿреме кăмăллатăп. Чапшăн та, чысшăн та çунмастăп. Мана нимĕнле машина та, техника та кирлĕ мар. Елчĕке те çуран е велосипедпа кайса килме пултаратăп. Кун пек чухне çут çанталăкпа киленсе утатăп, тавралăха сăнатăп, пуçра сăвă йĕркисем çуралаççĕ.
- Малашлăхри ĕмĕтсем еплерех?
- Чăвашсем çинчен пысăкрах ĕçсем ÿкермелле. Вĕсем пур-ха манăн, анчах çителĕксĕр. Халĕ çăлкуç умĕнчи пулăма сăнлакан картина хатĕрлетĕп. Малашне те тăван халăхшăн ĕçлесчĕ.
Комментари хушас