Комментари хушас

9 Нарăс, 2017

Яланлăхах килместпĕр тĕнчене…

ЧР Художниксен пĕрлĕхĕн членĕ, халăх ӳнер промыслисен ăсти Галина Васильевна Изратова пурăннă пулсан кăçалхи кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнче 60 çул тултармаллаччĕ. Шел, йывăр чире пула вăл пиртен пĕлтĕр уйрăлса кайрĕ.

Иртнĕ эрнере Шупашкарти Чăваш тĕррин музейĕнче унăн "Сирĕн пата, чĕррисем патне, эп чĕрепе сĕртĕнĕп…" куравĕ уçăлчĕ. Унта Галина Васильевна тĕрлĕ çулта ăсталанă пуканийĕсене, вăл тивĕçнĕ тĕрлĕ Хисеп хучĕсемпе дипломсене тăратнă. Тĕрĕссипе, пуканесем мар вĕсем, чăн-чăн çынсем. "Унăн ĕçĕсенче пурнăç, халăх кун-çулĕ сăнланать, — терĕ вĕсем пирки ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Геннадий Медведев. — Вĕсем пурте чунлă. Çавăнпа çак пуканесене пăхас килет".

Галина Изратова Елчĕк районĕнчи Кавал ялĕнче çуралса ӳснĕ. 5 çулта чухнех хулăн утияла шăтарса унти мамăка пĕчĕккĕн чĕпĕтсе кăларса пукане тунă. Çакăншăн хĕр пĕрчине амăшĕ Наталья Павловна та ятламан. Сăмах май, Изратовсен çемйинче икĕ ăста çитĕннĕ. Галинăн аппăшĕ Татьяна Васильевна Шаркова та илемлĕ ăсталăх ӳнерçи, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Галина Васильевна хăйĕн пуканийĕсене тăмран, кĕççерен, çĕтĕкрен, йывăçран ăсталанă. Вĕсенче чăн çыннăн сăнарĕ палăрать. Тен, çавăнпа чунлă-юнлă пуканесем. Выльăх-чĕрлĕхĕ те чĕрĕ тейĕн.

"Унăн ĕçĕсем хăйнеевĕр илемлĕ, — терĕ ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Федор Мадуров хĕрарăм пултарулăхне хакланă май. — Вĕсен ăшшине туятăн. Галина Васильевна пиçсе çитнĕ ăстаччĕ. Малалла та ĕçлемеллеччĕ, шел, пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ. Турри çапла çырнă пулĕ".

Ӳнерçĕ чăваш йăли-йĕркине, тумтирне, культурине лайăх пĕлнине палăртрĕ Ирина Наумова педагог. Хăй вăхăтĕнче вăл Галина Изратовăпа Ача-пăча пултарулăх керменĕнче пĕрле вăй хунă. Вăл ăна ырăпа асăнчĕ. Ачасене юратнине, вĕсене ĕçлеме вĕрентнине пĕлтерчĕ. "Чăваш искусствин историйĕнче Галина Изратова ячĕ яланлăхах асра юлĕ", — палăртрĕ Ирина Георгиевна.

Çакна та асăнмасăр иртме çук: 2011 çулта Галина Васильевнăн "Çăкăр шăрши" открыткăсен пуххи пичетленсе тухнă. Унта чăваш халăхĕн культурине, йăли-йĕркине, ĕçĕ-хĕлне сăнланă. Ӳнерçĕ пуканесене тăмран тунă. Ку та пĕлтерĕшлĕ: кĕлеткесене ăсталама чĕкеç тăмне хăй вăхăтĕнче тăван тăрăхĕнчен турттарса килнине каланăччĕ пĕринче вăл. Апла пулсан ăна пултарулăхра çитĕнӳ тума çуралнă кĕтесĕ вăй-хăват парса тăнă курăнать. Ахальтен мар кун пирки куравра та сăмах пулчĕ. "Галина Васильевна хăйĕн ăсталăхне Кавалти хура тăпраран илнĕ", — терĕ ентешĕ Андрей Теллин.

Ӳнерçĕн кун-çулĕ кĕске пулчĕ. Çӳллĕ тӳпери çăлтăр пек йăлтăр çуталчĕ те сӳнчĕ. Апла пулин те чăвашлăхра йĕр хăварма ĕлкĕрчĕ вăл. Пирĕн, чĕррисен, унăн ятне чĕрере упрасчĕ.

Валентина ПЕТРОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.