Комментари хушас

22 Раштав, 2016

Пыл хурчĕ пек хастар чăваш

«Ялта ĕç çук теекене ăнланмастăп эпĕ, - калаçăвне пуçларĕ Валерий Ермолаев хурт-хăмăр ăсти. - Ĕçлес шухăшлă çыншăн вăл çителĕклех. Тĕрĕссипе, çывăрма та вăхăт çук».

Вăл çак ĕçре 24 çул тăрăшать. Ял-йышпа, шкул ачисемпе тĕл пулса хăйĕн опычĕпе паллаштарать. Ытти çын та вĕлле хурчĕ ĕрчетсе тупăш илтĕр тесе тăрăшать. Мĕн тĕллевпе-ха? Çамрăксем çуралнă тăрăхра юлччăр, тăван çĕре юратчăр тесе.

Кулибинсем

Валерий Ермолаевич, Çĕньялта çуралса ÿснĕскер, пĕр вăхăт çемйипе Шупашкарта пурăннă. Ашшĕ-амăшĕ ватăлнă май вĕсене пăхма яла таврăннă. Мăшăрĕпе ачисем çак вăхăтра хуларах юлнă. Кун-çул парнеленĕ çыннисене ватлăхра пĕччен хăварманни хăех сăвап темелле. Мĕншĕн тесен çак утăма чылайăшĕ тума пултараймасть. 7 çул вĕсене пăхса пурăннă арçын. Ачаранах техникăпа кăсăкланнăскер трактор та пуçтарнă. Хăй ĕмĕрĕнче вăл икĕ «хурçă ут» ăсталанă. Юлашкине вара тĕп хулара пурăннă вăхăтрах пуçтарма тытăннă. Хваттерти пĕр пÿлĕме шăпах ăна валли уйăрнă. «Танк евĕрлĕрех пулса тухрĕ вăл. Унпа хушма хуçалăхра вунă çул ĕçлерĕмĕр. Шел, укçа-тенкĕ çитменрен сутма тиврĕ», - аса илет иртнине арçын.

Техника тенĕрен Ермолаевсен ывăлĕсем ?5 ывăлпа 2 хĕр çитĕннĕ% пурте унпа кăсăкланнă. Сăмахран, Самуил вĕçев аппарачĕ ăсталаса тÿпене пĕрре мар вĕçсе хăпарнă. Шупашкартан тăван тăрăхне те темиçе хутчен çитсе килнĕ. Летчик пулас ĕмĕтпе хĕмленсе ÿснĕ каччă хăйĕн ĕмĕтне пурнăçланă. Паллах, летчик профессине алла илеймен вăл, çапах та кăвак пĕлĕте хулпуççийĕпе перĕннĕ- перĕннех. Моторлă дельтаплана ĕçе кĕртсе тÿпенелле туртăннă. Шăллĕ каланă тăрăх - 68 çула çитичченех вĕçнĕ.

 

Юратнă ĕç

Ял çыннин кĕрĕк арки йăваласа ларма вăхăт çук. «Хамăн пурнăçа пыл хурчĕсемпе çыхăнтарнăшăн савăнатăп. Паллах, ку ĕçшĕн хунямана тав тăватăп. Хăй вăхăтĕнче икĕ вĕлле парнелерĕ вăл мана. Çакăнтан пуçланчĕ те Турă кайăкĕсене ĕрчетесси», - малалла сÿтĕлчĕ сăмах çăмхи.

Ермолаевсем «среднерусский» ăрат тытаççĕ. «Кавказскисене» те усраса пăхнă. Усал пулнăран вĕсемпе ĕçлеме хĕн иккен.

Ĕçре ăна мăшăрĕ Елена Александровна пулăшать. Çуллахи вăхăтра ачисемпе мăнукĕсем те. Пĕчĕкскерсем кукашшĕпе юнашар пулма тăрăшаççĕ, яваплăха туйса вăй хураççĕ. Сăмах май, аслă Ермолаевсем виçĕ хĕр çитĕнтернĕ. Пурте çемьеллĕ, ĕçлĕ, тĕрлĕ хулара пурăнаççĕ.

Пыл хуртĕнчен тупăш илес тесен икĕ йĕркене пăхăнса пурнăçламалла: Турă кайăкĕсем ан чирлеччĕр, яланах апат çителĕклĕ пултăр. Унсăр пуçне вĕсене тĕрлĕ чир-чĕртен вăхăтра сиплемелле, профилактика ĕçĕсене те тумалла. Тухăçа ÿстерес тĕлĕшпе арçын хăйнеевĕр вĕллесем ăсталать. Вĕсем ахальлинчен технологи енĕпе уйрăлса тăраççĕ. Çитменнине тата икĕ хутлă. Ку технологипе ĕçлесессĕн пĕр çемьерен сезонра 100 кг кая мар пыл илме пулать иккен. Ахаль вĕллерен вара 50 кг пуçтарнине каларĕ.

Хăйĕн ĕçне чунран юратнине палăртса: «Вĕллесене хĕле хатĕрлесе çитерсенех çуркуннене кĕтме пуçлатăп»,- терĕ ăста.

Ялта сывлăш уçăрах

Çамрăксене хурт-хăмăр ĕçне явăçтарас тĕллевпе Валерий Ермолаевич Апакасси ял вулавăшĕнче ятарлă заняти йĕркелет. Кунĕн-çĕрĕн лавкка умĕнче мухмăрпа аптранă арçынсене курса йăлăхнă вăл. Унта «хурал» тăриччен кил-тĕрĕшре чăх-чĕп, кăркка, выльăх-чĕрлĕх тытни те усăллă пулнине палăртать. Шкул ачисемпе те çакнашкал заняти йĕркеленĕ ăста. Çамрăк ăрăва ку ĕç ытлашши кăсăклантарманни пăшăрхантарать ăна. Çавна май калаçăва тăсса çапларах пĕлтерчĕ: «Хресчене маларах çĕртен пистерчĕç. «Кулак» ята тивĕçнисем шăпах хастарсем пулнă. Вĕсен пуянлăхне, çĕрне туртса илсе хăйсене тĕп турĕç. Халĕ çĕрпе тивĕçтерчĕç, анчах ĕçлекен çук. Хĕрсемпе каччăсем хуланалла туртăнаççĕ. Хам çамрăкрах пулсан ытларах та вăй хумалла. Пысăк ĕç пуçламашкăн халĕ вара йывăртарах. Сăмахран, пыл пухмалли культурăсем лартса çитĕнтеретпĕр эпир. Вĕсен вăррине вырса илме те пулать-çке. Пенсие тухнă май ку ĕçе тытăнас килмест. Çитменнине техника та, склад та кирлĕ».

Валерий Ермолаевич ăсталăха аталантарма тĕрлĕ кĕнеке вулать, çынсемпе курса калаçать, Тихвин ярмăрккине хутшăнать. Çавăн пекех вунă çул ĕнтĕ Пыл сăпасне паллă тума юлташĕсене, тăван-пĕтенне, ял-йыша хăй патне чĕнет.

Хуларан çуралнă тăрăха куçса килнишĕн пĕрре те ÿкĕнмест арçын. «Эпĕ ялта кун çути курнă май кунтах пурăнас килет. Ĕçлесен тупăш та илме пулать. Çитменнине ялта сывлăш та уçăрах, тÿпе те тасарах».

Валентина ПЕТРОВА.

Çĕрпÿ районĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.