Голландире хăнара
Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхальте пурăнакан Васильевсемшĕн Упăте çулĕ уйрăммăн асра юлнă. Галина Ивановнăпа Виктор Порфирьевич Голландие мăнукне курмашкăн кайса килнĕ. Хĕрĕ Светлана Верверсхоф поселокĕнче 8 çул пурăнать. Ялти шкулта вĕреннĕ чухнех акăлчан чĕлхипе кăсăкланнă хĕр. Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче пĕлÿ илнĕ май хăйĕн ăсталăхне татах та çирĕплетнĕ. Каярахпа интернет урлă Голланди каччипе, Фридус Ланпа, паллашнă. Пĕрре курсах савнă вăл чăваш хĕрне. Çапла майпа Светлана ют çĕршывра пурăнма тытăннă.
Мĕн килĕшнĕ-ха унта Васильевсене? Халăх кăмăллă пулни тĕлĕнтернĕ. «Пĕр палламан çынсем пире сывлăх сунни савăнтарчĕ», - тет кил хуçи хĕрарăмĕ. Сăра-эрехпе, пируспа иртĕхменни, урамсене тирпейлĕ тытни тĕлĕнтернĕ. Пур çĕрте те чечек, йывăç-тĕм иккен. Çулсене брусчаткăпа сараççĕ, тип-тикĕс. Ниçта та пылчăк курăнмасть. Çĕнĕ районта çуртсем çĕкленнĕ май тÿрех çул тума тытăнаççĕ. Патшалăх халăхшăн тăрăшни куçкĕретех.
Фермерсенчен хăшĕ-пĕри сад ĕрчетет, тепри ĕне усрать, виççĕмĕшĕ сысна тытать. Хăйсем çитĕнтернĕ çимĕçе сутас тĕлĕшпе те май тупнă вĕсем. Сăмахран, пахчаçимĕçе çурт умне тухса лартаççĕ, укçа хумалли савăт та юнашарах. Тавар туянакан ăна кирлĕ чухлĕ илет те нухрата хурса хăварать. Утă тĕркемĕсене пленкăпа чĕркени те çынсем тирпейлĕ пулнине палăртать.
Ваттисен çурчĕсем, реабилитаци центрĕсем пысăк çуртсенче вырнаçнă. Çывăх тăванĕсене ватлăхра кам пăхаймасть - унта усраççĕ. Вĕсене лайăх пăхаççĕ иккен. Масар вара пысăках мар. Çĕре перекетлеççĕ пулас унта. Çавăнпах пĕр шăтăка 4-5 çынна пытараççĕ, айлă-çийлĕ. Пĕр палăк çине 4-5 çын хушамачĕ çырăнать.
Паллах, çын укçине шутлама аван мар, çапах та пенси укçипе те кăсăкланнă Галина Ивановна. Сăмахран, унăн тăхлачи 1 пин евро ?пирĕннипе 70 пин% илет. Вăл 73 çулта пулин те ташă кружокне çÿрет. Кунта хĕрарăмсем те, арçынсем те 65 çулта тивĕçлĕ канăва тухаççĕ.
Светлана вăрлăх лабораторийĕнче ертÿçĕре тăрăшать. Вĕсем çĕнĕ сортсем кăлараççĕ. Мăшăрĕ - тракторист, тюльпан лартнă çĕрте вăй хурать. Пĕчĕк Арон - яслинче, 4 уйăх тултаричченех унта. Вĕсен çемйи виçĕ хутлă çуртра пурăнать. Паллах, тăкаксем те çук мар. Сăмахран, çулшăн уйăхсерен укçа пухаççĕ, машинăна кашни уйăхрах страхламалла, тупăш налукне 38 процент тытса юлаççĕ, çуртшăн 1 пин евро ?уйăхра% кредит тÿлет çемье.
Васильевсене Голланди питĕ килĕшнĕ. Малашне те кайма ĕмĕт пур. Лешсем те çыхăнăва татмаççĕ. Чăваш Ене ик-виçĕ хутчен те килсе кайнă. Кунти хĕрарăмсем лаша пек ĕçлени тĕлĕнтернĕ Фридуса. Вĕсене питĕ хĕрхеннĕ вăл.
Валентина ПЕТРОВА.
Комментари хушас