Валентин ГРИГОРЬЕВ

14 Çу, 2015

Налук, çурт-йĕр, вут-кăвар...

Ĕнер ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынипе Правительство ларăвĕ иртрĕ. Кун йĕркине 27 ыйту кĕртрĕç. 13-шне тĕплĕн тишкерчĕç. Ытти ЧР Министрсен Кабинечĕн тĕрлĕ çулсенчи йышăнăвĕсене улшăнусем кĕртессипе çыхăннă. Чи пĕлтерĕшли - пĕрремĕшĕ. Финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Фарида Муратова 2015 çулхи I кварталта республика бюджечĕ епле пурнăçланни пирки отчет турĕ.

30 Ака, 2015

Ялсен хăтлăхĕшĕн, çынсен ырлăхĕшĕн

Муркаш районĕнчи Юнкă ял тăрăхĕнче Валерий Фомина пĕлмен çын çуках-тăр. Сакăр ялти кашни ватă-вĕтĕпе тĕлпулса кулленхи пурнăçĕпе, ĕçĕпе, вĕренĕвĕпе паллашнă, пăшăрханăвне чĕри витĕр кăларса пĕрле пайланă, кирлĕ чухне пулăшнă, тепĕр чухне тĕрĕс вĕрентсе хытăрах та каланă пулĕ. Анчах ăна куншăн никам та кÿренмен. Валерий Витальевич ял-йышра ырă ят-сум, хисеп çĕнсе илнĕ. Манпа тĕлпулма хаваспах килĕшрĕ, ял тăрăхĕ 2014 çула пур енĕпе те ăнăçлă вĕçленине палăртрĕ. Хыснана налукран тупăш 1594 пин тенкĕ /ÿсĕм - 15%/ кĕнĕ. Унпа перекетлĕ усă курнă.

30 Ака, 2015

Хĕвел йăл кулса савăнтарĕ-ши?

Юлашки çулсенче çанталăк "ăсран тайăлнă" тейĕн - пурне те тĕлĕнтерет. "Пире юриех сăтăр тумасть-ши?" - тарăхать халăх. Мĕн тăвăн, ăна хамăрăн кăмăла каймалла саккас пама май çуках çав. Унăн хăйĕн саккунĕ. Хăш чухне пĕчĕк ача пекех юнтарать. Декабрь вĕçленет - юр çумасть.

24 Ака, 2015

Инвестици программи тĕллевлĕ пурнăçланать

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев юнкун Шупашкарти АПК предприятийĕсене çитсе курчĕ. Чи малтан сăра тăвакан "Букет Чувашии" АУОра пулчĕ. Акционерсен уçă обществи 1974 çултанпа 50 яхăн тĕрлĕ продукци туса кăларать.

21 Ака, 2015

Чăн-чăн хресчен пулас килет-и?

Куславкка районĕнчи Тĕрлемес шкулĕнче пулас фермерсен пĕрремĕш олимпиади иртнĕ. Ялхуçалăхне мĕнле пĕлнине тĕрĕслеме тĕрлĕ районтан - ытларах Канаш, Комсомольски тата Куславкка тăрăхĕсенчен - аслă классенчи 85 вĕренекен хутшăннă.

Pages